Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Кузнецова, мӗншӗн колхоза сиен кӳретӗн?
Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Ку савӑнӑҫли вара: «Эпӗ санран, вӑрманӑм, кирек хӑҫан та шикленессӗм ҫук. Эсӗ мана кирек хӑҫан та каллех ҫеҫ кӳретӗн, кӑмӑла уҫатӑн», — тенӗ майлӑрахскер пулчӗ.
1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.
— Чӑрмантармастӑн, савӑнӑҫ кӳретӗн мана, хаджи.
19. Мускав тулашӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Хулара пурӑнсан чӑвашусене эс ытларах усӑ кӳретӗн, ухмах, терӗ.Мол, живя в городе, ты больше пользы принесешь тем же чувашам, глупый мальчишка.
Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Сисетӗп те ҫапла калатӑп: эй, турӑ, халӗ ӗнтӗ мана, хӑвӑн чуруна, канӑҫлӑх кӳретӗн…
XII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Икӗ летчикӗн туслӑхӗ сывлӑшра вӗҫнӗ чухне кашни йӑнӑша тимлӗн асӑрхаса пыма хушать — хӑвӑнне те, юлташун йӑнӑшне те хытӑ асӑрхама тивет: туслӑ пулнӑ майпа юлташу йӑнӑшне асӑрхаса та ӑна кӑтартса памасан, вара унӑн йӑнӑшне пысӑклатса яма ҫеҫ май кӳретӗн.
3. Ведущипе ведомӑй // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.
Анчах ҫав вӑхӑтра Лутация, унпа пӗрле тата чура-хӗр: пире сиен кӳретӗн, тесе макӑрма тытӑнчӗҫ.Но тут Лутация и вместе в ней рабыня начали жаловаться и плакать.
III сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Хӑвна та тата унран та ытларах, юлташусене те сиен кӳретӗн, — терӗ те вӑл, каллех Семилетовпа калаҫма пуҫларӗ.И себе навредит и, главное, товарищам, — снова обратился к Семилетову.
Улттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Эсӗ манӑн бригадӑна мӗншӗн сиен кӳретӗн?
5. Тырӑпа тимӗр // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Ӑна кӳршӗсем пурте шеллеҫҫӗ, пурте мана ӳкӗтлеҫҫӗ: «Хӑвӑн телейне тупатӑн, ҫынна телей кӳретӗн, ачасене те ҫын тӑватӑн».
2. Ҫӗнӗ ҫӗрте // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Эсӗ хӑвна ху та йывӑрлӑхсем кӳретӗн.
2 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
Тӑшмана ҫӗнтерме ҫук пулсан, ӑна пӗчӗк сиен кӳнипе хӑвна ху пысӑкрах сиен кӳретӗн пулсан, кӗрешме пуҫлама та кирлӗ мар; ҫакна ӑнланса илсе, эсир хӑвӑра та, ыттисене те кӑлӑхах сиен тумастӑр, хӑвӑрӑн сывӑ ӑс-тӑнпа хӑюлӑха пула тума май ҫуккине пӑхӑнатӑр, — Марья Алексевна ҫакӑ вал питӗ пысӑк пахалӑх.
XXIV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Вара ҫитӗнӳ те тӑватӑн, ҫӗршыва усӑ та кӳретӗн.
Вӑтӑр иккӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Кутӑнлансан вара хӑвна ху сиен кӳретӗн, асту!
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив
Эсӗ пире тӑнӑҫлӑх кӳретӗн: пирӗн ӗҫсене Эсӗ пирӗншӗнех йӗркелесе тӑратӑн.Ты даруешь нам мир; ибо и все дела наши Ты устрояешь для нас.
Ис 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Эсӗ ҫӗр ҫине килсе пӑхатӑн та шывшӑн антӑхнӑскерне ӗҫтеретӗн, ӑна иксӗлми тулӑхлӑ тӑватӑн: Турӑ ҫырминче туп-тулли шыв; Эсӗ тырӑ-пулӑ хатӗрлетӗн — Эсӗ ҫӗре ҫапла пахалатрӑн; 11. унӑн суха кассисене шӑваратӑн, муклашкисене вататӑн, ӑна ҫумӑр пӗрчисемпе ислететӗн, унти ӳсентӑрана пиллетӗн; 12. Эсӗ ҫу кунӗсене ырӑлӑх кӳретӗн, Санӑн сукмакусенчен ҫу тумлать, 13. пушӑ кӗтӳлӗхсем ҫине юхса анать, вара сӑртсем савӑклӑх тумне тӑхӑнаҫҫӗ; 14. ӗнтӗ улӑхсен тумӗ те — кӗтӳсем, айлӑмсене тырӑ хупласа илет, хавассӑн кӑшкӑра-кӑшкӑра илеҫҫӗ, юрлаҫҫӗ.
Пс 64 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳрекен парне е сӑмах панипе пусса кӳрекен парне, е тата Ҫӳлхуҫана канӑҫлӑх парни пама ҫамрӑк вӑкӑр кӳретӗн пулсассӑн, 9. вӑкӑрпа пӗрле тырӑ-пулӑ парни кӳме ефан виҫҫӗ вуннӑмӗш пайӗ чухлӗ тулӑ ҫӑнӑхӗ илсе пымалла, ӑна ҫур гин йывӑҫ ҫӑвӗпе хутӑштарса памалла; 10. ырӑ шӑрши Ҫӳлхуҫана кӑмӑллӑ пултӑр тесе, парне ҫине юхтарса памашкӑн ҫур гин эрех илсе пыр.
Йыш 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Ҫӳлхуҫана малтан ӗлкӗрнӗ ҫимӗҫсенчен тырӑ-пулӑ парни кӳретӗн пулсассӑн, малтан ӗлкӗрнӗ тыррун пучахӗсене вут-ҫулӑм ҫинче типӗтсе, пӗрчисене тӳсе парне кӳр; 15. ун ҫине йывӑҫ ҫӑвӗ юхтар, ун ҫине ливан хур: ку — тырӑ-пулӑ парни; 16. священник, ҫав пӗрчӗсемпе йывӑҫ ҫӑвӗнчен асӑнмалӑх пай илсе, ӑна мӗнпур ливанӗпе пӗрле ҫунтарса ярӗ: ҫакӑ — Ҫӳлхуҫана кӳмелли парне.
Лев 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Эсӗ хӑвӑн тырӑ-пулӑ парнине ҫатма ҫинче пӗҫернӗ ҫимӗҫ кӳретӗн пулсассӑн, ӑна йывӑҫ ҫӑвӗпе хутӑштарнӑ тулӑ ҫӑнӑхӗнчен тутлӑлла пӗҫермелле; 6. ӑна татӑкӑн-татӑкӑн хуҫ та ун ҫине йывӑҫ ҫӑвӗ юхтар: ҫакӑ [Ҫӳлхуҫана] кӳнӗ тырӑ-пулӑ парни пулӗ.
Лев 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Тырӑ-пулӑ парнине кӑмакара пӗҫернӗ ҫимӗҫ кӳретӗн пулсассӑн, йывӑҫ ҫӑвӗпе хутӑштарнӑ тулӑ ҫӑнӑхӗнчен тутлӑлла пӗҫернӗ ҫӑкӑрсем тата йывӑҫ ҫӑвӗ сӗрнӗ тутлӑлла пашалусем кӳр.
Лев 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1