Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

кӗтменскер (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Лешӗ, кунашкаллине кӗтменскер, ним тума пӗлмерӗ, пӗрре унталла кускаларӗ, тепре кунталла, шиклӗн ши-ши текелерӗ, шӗвӗр сӑмсине сывлӑшра вылятса илнӗ хыҫҫӑн кӗпе ҫухин хутламне йӑпшӑнчӗ те шӑпӑрт пулчӗ.

Помоги переводом

«Анне, ан яр мана хулана…» // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Лешӗ, ӑна-кӑна кӗтменскер, талт-талт пусса лав пуҫнелле тӑрӑнать.

Помоги переводом

Пӗчӗк лаша // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Ваҫук, кунашкаллине кӗтменскер, ним тума пӗлмерӗ.

Помоги переводом

10 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Аркадий Александрович, Алмазовран кунашкал чӑрсӑрлӑха кӗтменскер, пӗр хушӑ ним калайми пулать.

Помоги переводом

8 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Председатель, кун пек сӑмаха Хумккаран кӗтменскер, тӗлӗннипе пӗрре мучи ҫине, тепре унӑн карчӑкӗ ҫине пӑхса илчӗ:

Помоги переводом

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Мӗн «мӗнле»? — сас пачӗ Завьялов, хӑйӗнчен мӗн те пулин ыйтасса кӗтменскер.

Помоги переводом

I. Пӗр каҫхине // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Лешӗ, ҫакна кӗтменскер, кӗрт ӑшне паш! анчах кӗрсе выртрӗ.

Помоги переводом

VIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Эпӗ, кун пеккине кӗтменскер, пӗр хушӑ хама такам пуҫран пуртӑ тӑршшипе ҫапнӑ пекех анкӗ-минкӗ пулса тӑтӑм, куҫсем хуралса килчӗҫ.

Помоги переводом

1 // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 34–50 с.

Лавр, кун пек пулса тухасса кӗтменскер, Поля ача тумасть тесе ӗненнӗскер (Поля хӑй ҫапла калатчӗ), калама ҫук хытӑ шикленсе ӳкрӗ, унӑн чӗлхи ҫӗтрӗ.

Помоги переводом

VII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Сарри, тӗкӗрҫӗсем ҫапла виҫҫӗн пӗр харӑс килсе кӗрессе кӗтменскер, вӗсене курсан куҫне-пуҫне чарса пӑрахрӗ.

Помоги переводом

4. Тӗкӗрҫӗсен пӑлхавӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кун пек тамашасем кӗтменскер, ача пӑрахса кайма та хатӗрччӗ, ҫынсем хӑйне асӑрханипе вӑтанса алӑк ҫумне кӑштӑртатса кӗрсе тӑчӗ.

Мальчишка готов был убежать, но заметив, что его увидели, спрятался за дверью.

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Кабир арӑмӗ, ҫак вӑхӑтра хӑнасене мар, упӑшкине те кӗтменскер, пӳрте ҫакӑн чухлӗ ҫын кӗнине курсан, вӑтаннӑ пек пулчӗ.

Помоги переводом

XXVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Марине, Кӑтра Михаларан ҫакна пӗрре те кӗтменскер, ун умӗнче пысӑк айӑпа кӗнӗ пек хӗрелсе кайрӗ, ку сӑмахсем ҫине тӑруках ним тавӑрса калама та пултараймарӗ.

Помоги переводом

II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Аслӑ ассистент, гистамин хыҫҫӑн ҫав тери вӑйлӑ реакци пуласса кӗтменскер, кӑшкӑрсах ячӗ:

Помоги переводом

Ӑслӑлӑх туртӑмӗ вӑрансан // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Эльгеев, кун пеккине кӗтменскер, сасартӑк нимӗн калаймарӗ:

Помоги переводом

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ӗҫ капла ҫаврӑнасса кӗтменскер, Софья Ильиничнӑна тав туса, килелле кайма васкать.

Помоги переводом

8 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ҫав кун ҫыру килсе ҫитрӗ, Лерх хыпарлать: вӑл ӗҫсемпе кайнӑ та тинтерех ҫеҫ таврӑннӑ-мӗн, укҫа ҫапла хӑвӑрт ыйтасса кӗтменскер хушу памашкӑн маннӑ, таврӑнсан вара ярса панӑ: эпӗ ыйтнӑ пекех — пин.

В тот день я получил письмо: Лерх извещал, что лишь недавно вернувшись из поездки по делам, он, не ожидая скорого требования денег, упустил сделать распоряжение, а возвратясь, послал — как я и просил — тысячу.

IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Ҫак каҫ ун патне яланхи йӳтӗмпе виҫҫӗн кӗрсе тухрӗҫ: надзиратель арӑмӗ табак пачкипе карт тӗркемӗ туянчӗ; хаҫат валеҫӳҫӗ — ӳсӗрскер, Стомадор ӑна нимӗн хирӗҫлемесӗр кивҫенле эрех парасса пачах кӗтменскер, — ҫавна кура чунне уҫса калаҫса ларас кӑмӑлӗ те пурччӗ унӑн, анчах хуҫа ӑна татӑклӑнах кӑларса ячӗ; тата кӳршӗ пахчаҫӑ — мӗн тума килнине маннӑскер.

За этот вечер были к нему три посещения обычного рода: жена надзирателя, купившая пачку табаку и колоду карт, пьяный разносчик газет, никак не рассчитывавший, что Стомадор охотно даст ему в долг вина, а потому хотевший излить свои чувства, но прогнанный очень решительно, и сосед-огородник, забывший, за чем пришел.

ХIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Калюков, кӑна кӗтменскер, юман юпа хыҫне пӗшкӗнсе ларчӗ те малалла мӗн пуласса сӑнарӗ.

Помоги переводом

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Сӑпани, калаҫу ҫапла ҫаврӑнса каясса кӗтменскер, самантлӑха аптӑраса ларчӗ.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней