Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

кӗтесре (тĕпĕ: кӗтес) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пуҫне пӗксе кӗтесре ларакан Ҫтаппан ҫаксене йӑлтах хӑлхана чикрӗ.

Помоги переводом

Юрать-ши, юрамасть-ши... // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 15–19 с.

Хӑрушӑ стражник тинех кӗтесре ларакан хӑнасене асӑрхарӗ.

Помоги переводом

XVI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

— Эсӗ ҫак инструмента курман-и? — ыйтрӗ хӑна, кӗтесре ларакан фисгармони хупӑлчине уҫса.

Помоги переводом

VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Вӑл хӗр пак ҫӑмӑллӑн сиксе тӑчӗ, ҫавӑнтах сӗтел ҫинчи шултӑра лимонсене, улмасене сеткӑна тултарма тӑчӗ, анчах тем шутларӗ те вӗсене каяллах вазӑна хучӗ, вара кӗтесре ларакан ещӗкрен вӗтӗреххисене суйласа тултарчӗ.

Помоги переводом

XVII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Пӗр кӗтесре плита евӗрлӗ кӑмака ларать, унта студентсем апат пӗҫереҫҫӗ.

Помоги переводом

IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Кашни кӗтесре, кашни утӑмра, кашни пӳлӗмре шеллевсӗр вӑрҫӑ сиввӗн сывлани сисӗнет, тепӗр чухне вара, ҫакнашкал тӗттӗм урамсемпе пынӑ чух, вӑрҫӑ хӑйӗн хура ҫуначӗпе пӗтӗм тӗнчене хупласа хунӑн туйӑнать…

Помоги переводом

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Урайӗнче — типӗ утӑ ҫӗклемӗ, кӗтесре — илсе кайса пӗтереймен мунчала купи.

Помоги переводом

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Вӗсем Хӗрлӗ кӗтесре, ӗҫе кӑтартакан хӑма ҫинче.

Помоги переводом

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Ӑна курсанах пӗр-пӗр улах кӗтесре ҫурӑлнӑ илемлӗ чечеке асилетӗн…

Помоги переводом

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.

Икӗ кӗтесре икӗ тумбочка, пӗрин ҫинче телевизор, тепринче радиолӑллӑ радиоприемник, шифоньер, диван-кравать, кӗнеке шкапӗ…

Помоги переводом

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Малти кӗтесре Уҫка чӗтресе тӑрать, Макҫӑм, халь хӑшне те пулин тытса силлес пек, каллӗ-малле уткаласа ҫӳрет.

Помоги переводом

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Алӑк патӗнче кӗтесре Верук макӑрса ларать.

Помоги переводом

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Чи шалти кӗтесре Павӑл выртать.

Помоги переводом

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Лара ҫинче ала, савуксем, валашка тата кӗтесре катка-пичке выртнине асӑрхарӗ.

Помоги переводом

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анчах хӑй таврашӗнче никам та ҫуккине астуса, кӗтесре кӑшкӑрса выртакан Огуречников еннелле утӑмларӗ.

Помоги переводом

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Йӗри-тавра ҫаврӑнкаласа пӑхрӗ те, пӗр кӗтесре, каҫхи вучах вырӑнӗнче, халь те тӗтӗм йӑсӑрланса ҫӗкленнине курчӗ.

Помоги переводом

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ленин патне кайнине пӗлнӗ те пӗр-пӗр тӗттӗм кӗтесре шаплаттарнӑ пулӗ вӗсене.

Помоги переводом

Горкӑран таврӑнсан // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

«Асту, Анюк, пӗр-пӗр улах кӗтесре сана чӑмӑртаса илетӗп-ха акӑ», — тет те, хусах арӑм ҫине чӑрр! тӗллесе пӑхать.

Помоги переводом

Акатуй // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Чӑвашла пӗлет-и? — ыйтрӗ пӗри, кӗтесре лараканни.

Помоги переводом

Йыш ӳсет // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Кӗтесре — пысӑк турӑш.

Помоги переводом

Ҫӑлӑнӑҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней