Поиск
Шырав ĕçĕ:
Эпӗ вӑл кӗсменпе мӗнле ҫӑмӑллӑн ишнине, унӑн хура ҫӳҫне, хура куҫӗсене, хура куҫхаршийӗсене вӑрттӑн сӑнаса пытӑм.
III // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.
Икӗ ҫын ларса пыраҫҫӗ: арҫынӗ кӗсменпе ишет, хӗрарӑмӗ хӳре тытса пырать.
IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
— Халӗ кур! — кӗсменпе чалт! ҫапрӗ шыва Тамара.
10 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Ун патне ӗппӗл-теппӗл утса ҫитсен, курӑнчӗ: кимӗ тӗпӗ — пулас «люксӑн» ҫийӗ — «маччи» — метр таранах сарлака, хыҫӗ лаптак, ларкӑчисемсӗр, тӑватӑ кӗсменпе кӗсменлемеллескер иккен.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Кӗсменпе ҫыран хӗррине тӗксе, Атӑл варринелле кӗрсе кайрӗ.
I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Воевода руль тытаканпа кӗсменпе ӗҫлекенсене паллӑ пачӗ — ишме тӑхтамалла, ханшӑпа ытти ҫынсене Хусанпа сыв пуллашма вӑхӑт памалла.
12. Икӗ хула // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Воевода патне ҫывхарас умӗн патша кимми ҫинчи кӗсменпе ишексем ӗҫлеме пӑрахрӗҫ те, пысӑк кимӗ хӑйӑрла ҫырана сулӑм вӑйӗпе ҫеҫ пырса тӑрӑнчӗ.
12. Икӗ хула // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
«Кӗсменпе, кӗсменпе авӑс!..» — тет вӑл ҫыран хӗрринче кускаласа.
Таркӑнсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Буксир анаталла май васкаса анать, ун хумӗсем шултра та вӑйлӑ, кимӗсенчен пӗри ҫӑмӑллӑн вылянса тӑрӑхла май ҫаврӑнсан, хумсем ӑна ҫийӗнчех ӳпӗнтерсе янӑ пулӗччӗҫ, ҫавӑнпа кӗсменпе ӗҫлекенсем тата кормовойсем халран кайсах юхӑма урлӑ ишеҫҫӗ.
XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Ҫуллахи шӑрӑх кунсем иртрӗҫ ӗнтӗ, Атӑл ҫийӗн кӗсменпе ишекен ратниксен кӑкӑрӗсене уҫӑлтарса кӗрхи ҫил вӗрчӗ.
18. Вырӑс тупписем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Хӑйсем паян пиллӗкӗшӗ те ӑша пӗр хӗлхем апат яман, кунӗпе кӗсменпе ишнӗрен ывӑнса йӑлтах халтан кайнӑ, ҫавӑнпа пурте шӑла ҫыртса, пӗр сӑмах шарламасӑр, ҫиллессӗн утаҫҫӗ.
18. Туй // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Кӗсменпе ӗҫлекенсем чӑвашсем иккен.
7. Хусан хӑнисем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Виктӑр ҫав вӑхӑтра ҫуйӑна кӗсменпе ҫапса анратма ӗлкӗрчӗ.
3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
— Унран кӗсменпе чышса уйрӑлӑр.
XVII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Цаупере Гент хыҫӗнче тӑрать, кӗсменпе йӑррӑн ӗҫлет — пӗрре киммӗн сылтӑм енчен, тепре сулахай енчен ҫапа-ҫапа авӑсать.Цаупере, стоя позади Гента, ловко вертел веслом, ударяя то с правой, то с левой стороны пироги.
ХIII. Джуджу вӑрманӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Шӳтҫӗ вӗсен кулли унӑн сӑмахӗсем кӑштах кулӑшла пулнӑран тухнине ӗненчӗ те — хӑй те, чи кайран, ыттисем хыҫҫӑн кулса ячӗ: ҫав тери вӑхӑтсӑр, мӗншӗн тесен ҫак самантра Энди хӑйӗн урине кӗсменпе ыраттарчӗ — килпетлӗ икӗ чуна вӗҫертнӗ пирӗштин сапӑр тилӗрӗвӗпе йынӑшать.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 360–374 с.
Кӗсменпе вӑйлӑн, сарса авӑснӑ май кимӗ ҫӑмарта хуппилле силлене-силлене пырать; акӑ кӗсменҫӗ пӑрӑнчӑкран иртет ӗнтӗ, йӑлтӑркка шыв ҫинче унӑн авӑнчӑк кӳлепи курӑнать.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 161–173 с.
Хӑйне хӑй вӗлерӳҫӗ ҫак самантра пач кӗтмен ҫӗртен аялалла вирхӗнчӗ, кимӗ ҫине кӗрсе ларчӗ те самантрах ҫыранран хӑпрӗ, старик пӳрнисем — йӑрӑлӑхӗ йӑшнӑран — вӑйлӑн авӑсакан кӗсменпе кӗрешме мехел ҫитереймерӗҫ, кимме хӗрринчен ҫатӑрласа тытма дюйм ҫеҫчӗ, анчах тӑсӑлнӑ хальлӗнех юлчӗҫ.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 161–173 с.
Вӗсем кимӗ тӗпӗнче хевтесӗррӗн шуҫа-шуҫа куҫаҫҫӗ; кӗсменпе авӑсмассеренех кӗлетки ларкӑчран ӳкесрен аранах сыхланса юлать.Ноги Гелли беспомощно скользили по дну, и, с каждым взмахом весел, тело почти съезжало с сиденья.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.
«Вӑт сана романтика! — кимме кӗсменпе тӗртнӗ май ӑшӗнче йӗплешрӗ Нок.«Романично! — съязвил про себя Нок, отталкивая веслом лодку.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.