Поиск
Шырав ĕçĕ:
Тепӗр ҫул мар, тен, кӑҫалах, кӗртыррисем пухса кӗртсенех йӗркеленме тытӑнӗ.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Анчах Мамонец Жоржа килхушшине сӗтӗрсе кӗртсенех, лешӗ ура ҫине тӑнӑ та, вӗсем пӗрле хӳме урлӑ сиксе каҫса, тепӗр килхушши витӗр пӗчӗк тӑкӑрлӑка тухнӑ.
Тӑшман аллинчен вӗҫерӗнсе тухни // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Амӑшӗ алӑк уҫса кӗртсенех вӑл урайне пӗчӗк ҫеҫ сарӑ чӑматан пӑрахрӗ те хӑвӑрт кӑна Власовӑн аллине ҫавӑрса тытса: — Эсир Павел Михайловичӑн амӑшӗ пулас, ҫапла-и? — тесе ыйтрӗ.
II // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Тырӑ пухса кӗртсенех курссем уҫма пуҫлатпӑр.
XXVI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Кучченеҫсене эпир кимӗ ҫине илсе кӗртсенех вӗсем малтанхи вырӑна пырса тӑчӗҫ.Лишь после того как мы переправили подарки на шлюпку, они воротились на прежнее место.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Пӗрремӗш корпуса ӗҫе кӗртсенех картишне асфальт сарайман — коллектив йӗпе-сапара пылчӑк ҫӑрнӑ.
«Пылчӑклӑ атӑпа Чичикин пӳлӗмне кӗтӗм» // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№
- 1