Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

кӗпине (тĕпĕ: кӗпе) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Амӑшӗ кӗпине улӑштарса тӑхӑнма сӗнчӗ, анчах та хӗрӗ пит васкамарӗ.

Помоги переводом

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Васса ачисене ҫитерсе тӑрантрӗ те хӑй юратакан сенкер кӑвак кӗпине тӑхӑнчӗ, капрон тутӑр ҫыхрӗ.

Помоги переводом

XXVIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Сантӑр Кирле пиншакне, шӑлаварне, кӗпине, шарфне кутник ҫине ывӑтрӗ.

Помоги переводом

XXVII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Юр пек шурӑ кӗпине тӑхӑнать.

Помоги переводом

XXIV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Тихон Иванович чӗтрекен аллипе кӗпине тӳмелерӗ.

Помоги переводом

XV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Тӗрӗллӗ кӗпине тӳрлеткелем пекки турӗ, ӳсӗрсе илчӗ.

Помоги переводом

IV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Унтрей кӗпине ҫурнӑшӑн тепӗр пилӗк тенкӗ шыраса илмелле турӗҫ.

Помоги переводом

Хӑрушӑ тавӑру // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 12–21 с.

Укахви пуҫ тутрине каялла ҫавӑрса ҫыхрӗ те кӗпине туртса юсарӗ, пӗрене хушӑкне тирӗнтернӗ вӗтӗ шӑллӑ ҫурлине илсе хулпуҫҫи ҫине хучӗ, тепӗр самантран вӑл вӗрлӗк хапхана хуллен уҫса урама тухрӗ.

Помоги переводом

1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Саня хӑйӗн чи юратнӑ чӑваш тӗрриллӗ кӗпине, лайӑх якатнӑ шурӑ шӑлавар тӑхӑнчӗ.

Помоги переводом

8 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Хӗр хыҫалта ҫыртӑнса ларнӑ йӳле пилӗклӗ кӗске пӳс кӗпине хӑвӑрт туртса юсарӗ те, пахча алӑкне шалтлаттарса, пахчара ҫухалчӗ.

Помоги переводом

3 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Ун патне анчӗ те те «кӗпине» хывса илчӗ, каялла хӑпарса, каткари ҫӗтӗке туртса кӑларчӗ.

Помоги переводом

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Унтан, кӗлетрен тухса, ҫӑл умне пычӗ, валашкари шывпа васкамасӑр, тем вӑхӑт ҫӑвӑнчӗ, кӗпине те, шӑлаварне те йӗпетсе пӗтерчӗ.

Помоги переводом

VI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Йыснӑшне яланах итлеме хӑнӑхнӑ, ӑна хирӗҫ нихӑҫан та ҫур сӑмах каламан Хветура чӗнмесӗр вырнаҫрӗ те икӗ аркӑллӑ вӑрӑм кӗпине хӑй айне пуҫтарса хӗстерчӗ.

Помоги переводом

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Верукӗ вӑйпах кӗпине туртать.

Помоги переводом

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Ҫил унӑн ҫӳҫне тустарать, шурӑ пӑнчӑллӑ кӑвак кӗпине варкӑштарать.

Помоги переводом

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Вӑл шӑпланчӗ те, ура ҫине тӑрса, кӗпине турткаларӗ, унтан, пуҫне танлӑн тытса, хитре кӗлеткине авкаласа, пӗҫӗ кӑкне вылятса, алӑк патнелле утрӗ.

Помоги переводом

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Пӑш-пӑш-пӑш сывлать, кӗпине силлесе, ҫан-ҫурӑмне уҫӑлтарать.

Помоги переводом

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Унпа шӳт тума ҫук! — ҫийӗнчи кӗпине ҫурас пекех тарӑхса харкашрӗ манӑн тус.

Помоги переводом

Ҫухалнӑ председатель // Ник. Пушкин. «Капкӑн», 1935. — 3№ — 2–3 с.

Хӗрарӑм ӳт-пӗвӗн кӑштах туллирех пулмалла — кӑкӑрӗ тата ытти-хытти кӗпине ҫӑтӑр-ҫӑтӑр карӑнтарччӑр.

Помоги переводом

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Вӑл хура шӑлавар тӑхӑннӑ, шурӑ кӗпине кӑларса янӑ кӑҫал.

На нем – белая рубашка, которую он в этом году решил не заправлять, и черные брюки.

Портфельсем // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/567

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней