Двуязычный корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

кӗмӗлтен (тĕпĕ: кӗмӗл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мӗн пулать-ха санпа, орден е таса кӗмӗлтен тунӑ медаль парсан?

А что из тебя будет, если орден дадут или медаль из чистого серебра?

V // .

Ун ҫинче тӗрленӗ ашӑк, ҫӳллӗ йӗнер, тӗк минтер, ҫап-ҫутӑ ҫуталичченех сӑтӑрӑлса пӗтнӗ ҫемҫе сӑран буркӑна тӗркесе йӗнер ҫумне ҫакнӑ, буркӑн ярапи-шерепийӗсене, кӑкӑра илемлетнисене кӗмӗлтен тунӑ.

На нем была расшитая попона, высокое седло, пуховая подушка — мягкая: шевровая кожа вытерта до блеска; бурка свернута трубкой и приторочена к седлу, нахвостники и нагрудники в серебре…

XIII // .

Кӗтесре кӗмӗлтен тунӑ япаласем, хӗрарӑм туалечӗ тата пысӑк куҫкӗски пур.

В углу находился женский серебряный туалет и трюмо.

XIX сыпӑк // .

12. Ҫав никӗс ҫине кам мӗнле ҫурт лартнине — ылтӑнран-и, кӗмӗлтен-и, хаклӑ йышши чулран-и, йывӑҫран-и, утӑран-и, улӑмран-и — 13. кашнийӗн ӗҫӗ кӑтартса парӗ; сут кунӗнче вут-ҫулӑм ӑшӗнче пурте паллӑ пулӗ: кашнийӗн ӗҫӗ мӗнлине вут-ҫулӑм кӑтартса парӗ.

12. Строит ли кто на этом основании из золота, серебра, драгоценных камней, дерева, сена, соломы, - 13. каждого дело обнаружится; ибо день покажет, потому что в огне открывается, и огонь испытает дело каждого, каково оно есть.

1 Кор 3 // .

24. Артемидӑна пуҫҫапакан ҫуртӑн ӗлкине кӗмӗлтен туса пурӑнакан Димитрий ятлӑ пӗр кӗмӗлҫӗ, ӳнерҫӗсене нумай тупӑш кӳрсе тӑраканскер, 25. ҫавсене тата вӗсем пек ытти ӑстасене пухнӑ та каланӑ: тусӑмсем! эпир ҫителӗклӗ пурӑнасси хамӑр тӑвакан ӗҫрен килнине эсир пӗлетӗр; 26. акӑ халӗ хӑвӑр курса-илтсе тӑратӑр: ҫак Павел «этем алли тунӑ япала — Турӑ мар» тесе вӗрентнипе Эфесра кӑна мар, пӗтӗм Асийӑра тенӗ пекех нумай ҫынна илӗртсе ҫавӑрчӗ.

24. ибо некто серебряник, именем Димитрий, делавший серебряные храмы Артемиды и доставлявший художникам немалую прибыль, 25. собрав их и других подобных ремесленников, сказал: друзья! вы знаете, что от этого ремесла зависит благосостояние наше; 26. между тем вы видите и слышите, что не только в Ефесе, но почти во всей Асии этот Павел своими убеждениями совратил немалое число людей, говоря, что делаемые руками человеческими не суть боги.

Ап ӗҫс 19 // .

29. Ҫапла ӗнтӗ Турӑ йӑхӗ пулнӑ тӑркач эпир Турӑ ҫинчен Вӑл этем ӑсталаса тунӑ, этем шухӑшласа кӑларнӑ евӗрлӗскер, ылтӑнран е кӗмӗлтен, е чулран тунӑскер тесе шухӑшламалла мар.

29. Итак мы, будучи родом Божиим, не должны думать, что Божество подобно золоту, или серебру, или камню, получившему образ от искусства и вымысла человеческого.

Ап ӗҫс 17 // .

6. Акӑ ӗнтӗ вӗсем, ҫӗр пушанса юлнипе, тухса кайӗҫ; Египет пуҫтарӗ вӗсене, Мемфис хули пытарӗ; вӗсен кӗмӗлтен тунӑ хаклӑ япалисене вӗлтӗрен пусса илӗ, чатӑрӗсенче йӗплӗ кӳкен ӳсӗ.

6. Ибо вот, они уйдут по причине опустошения; Египет соберет их, Мемфис похоронит их; драгоценностями их из серебра завладеет крапива, колючий терн будет в шатрах их.

Ос 9 // .

17. Эпӗ панӑ ылтӑнтан, Эпӗ панӑ кӗмӗлтен тунӑ хитре япалусене илсе, эсӗ вӗсенчен арҫын кӗлеткисем турӑн та ҫавсемпе асрӑн.

17. И взяла нарядные твои вещи из Моего золота и из Моего серебра, которые Я дал тебе, и сделала себе мужские изображения, и блудодействовала с ними.

Иез 16 // .

20. Хӗрлӗ-капӑр тумпа ҫӳрекенсем ылтӑн-кӗмӗлтен мӑнаҫланмалли турӗҫ, унран хӑйсен ирсӗр йӗрӗхӗсене шӑратрӗҫ; ҫакӑншӑн ылтӑн-кӗмӗле вӗсемшӗн таса мар тӑвӑп; 21. ӑна ют ҫынсен аллине тупӑш вырӑнне парӑп, ӑна йӗркесӗр ҫынсене ҫаратма парӑп, ҫавсем ӑна ирсӗрлетӗҫ.

20. И в красных нарядах своих они превращали его в гордость, и делали из него изображения гнусных своих истуканов; за то и сделаю его нечистым для них; 21. и отдам его в руки чужим в добычу и беззаконникам земли на расхищение, и они осквернят его.

Иез 7 // .

18. Кӗмӗлтен темтепӗр тутараҫҫӗ, анчах пӗр ӗҫӗ те юлмасть.

18. где те, которые занимались серебряными изделиями, и которых изделиям нет числа?

Вар 3 // .

5. Ӑссӑрсем, ырӑ ӑса вӗренӗр, айваннисем, эсир те ӑса кӗрӗр. 6. Итлӗр: эпӗ чи кирлине пӗлтерӗп, манӑн чӗлхе-ҫӑварӑм калани пурте тӗрӗс: 7. чӗлхем чӑннине калать, манӑн чӗлхе-ҫӑварӑмшӑн усаллӑх — ирсӗр; 8. манӑн пур сӑмахӑм та тӗрӗс; унта ултавлӑх та, чеелӗх те ҫук; 9. ӑслӑ-тӑнлӑ ҫыншӑн вӗсем пурте уҫӑмлӑ, пӗлӳ шыракансемшӗн — тӗрӗс. 10. Кӗмӗле мар, эпӗ ӳкӗтленине хапӑл тӑвӑр; пӗлӳ таса ылтӑнран та хаклӑрах: 11. ӑслӑлӑх ахахран та лайӑхрах; мӗн ӗмӗтленни нимӗн те унпа танлашаймасть. 12. Манпа, ӑслӑлӑхпа, пӗрле — ӑс-хакӑл, эпӗ шухӑшлакан-шухӑшлаттаракан пӗлӳ шыратӑп. 13. Ҫӳлхуҫаран хӑрани вӑл — усала курайманни; эпӗ мӑнкӑмӑллӑхпа мӑнаҫлӑха, усал ҫула, ултавлӑ чӗлхе-ҫӑвара кураймастӑп. 14. Манра — канаш, манра — тӳрӗлӗх; эпӗ — ӑс-хакӑл, манра — хӑват. 15. Эпӗ ертсе пынипе патшасем патшара лараҫҫӗ, аслӑ пуҫлӑхсем тӳрӗлӗхе саккуна кӗртсе пыраҫҫӗ; 16. эпӗ ертсе пынипе ҫулпуҫсем, улпутсем, ҫӗр ҫинчи тӳресем пурте пуҫ пулаҫҫӗ. 17. Кам мана юратать — эпӗ те ӑна юрататӑп, кам мана шырать — ҫавӑ мана тупать; 18. манра — пуянлӑхпа мухтав, иксӗлми мулпа тӳрӗлӗх те — манра; 19. манӑн ҫимӗҫӗм ылтӑнран та, чи таса ылтӑнран та, лайӑхрах, эпӗ — тасатнӑ кӗмӗлтен те хаклӑрах. 20. Эпӗ тӳрӗлӗх ҫулӗпе, тӗрӗс сут сукмакӗпе ҫӳретӗп: 21. ҫапла эпӗ хама юратакансене пысӑк ырӑлӑх парнелетӗп, вӗсен пӳлмине тултаратӑп. [Кунсерен пулаканнине пӗлтернӗ чухне эпӗ ӗмӗртен малтан мӗн пулнине те манмастӑп.]

5. Научитесь, неразумные, благоразумию, и глупые - разуму. 6. Слушайте, потому что я буду говорить важное, и изречение уст моих - правда; 7. ибо истину произнесет язык мой, и нечестие - мерзость для уст моих; 8. все слова уст моих справедливы; нет в них коварства и лукавства; 9. все они ясны для разумного и справедливы для приобретших знание. 10. Примите учение мое, а не серебро; лучше знание, нежели отборное золото; 11. потому что мудрость лучше жемчуга, и ничто из желаемого не сравнится с нею. 12. Я, премудрость, обитаю с разумом и ищу рассудительного знания. 13. Страх Господень - ненавидеть зло; гордость и высокомерие и злой путь и коварные уста я ненавижу. 14. У меня совет и правда; я разум, у меня сила. 15. Мною цари царствуют и повелители узаконяют правду; 16. мною начальствуют начальники и вельможи и все судьи земли. 17. Любящих меня я люблю, и ищущие меня найдут меня; 18. богатство и слава у меня, сокровище непогибающее и правда; 19. плоды мои лучше золота, и золота самого чистого, и пользы от меня больше, нежели от отборного серебра. 20. Я хожу по пути правды, по стезям правосудия, 21. чтобы доставить любящим меня существенное благо, и сокровищницы их я наполняю. [Когда я возвещу то, что бывает ежедневно, то не забуду исчислить то, что от века.]

Ытар 8 // .

18. Ылтӑнпа кӗмӗл пухаҫҫӗ, ытти тӗрлӗрен хаклӑ йышши япала та пухса пыраҫҫӗ, унтан чипер сӑнлӑ, хитре хӗрарӑма кураҫҫӗ те, 19. пурне те пӑрахса, ун патнелле ӑнтӑлаҫҫӗ, ун ҫине ҫӑвар карса пӑхаҫҫӗ, ӗнтӗ пурте ылтӑнпа кӗмӗлтен те, ытти хаклӑ япаларан та ытларах ун ҫумне ҫыпҫӑнаҫҫӗ.

18. Если соберут золото и серебро и всякие драгоценности, а потом увидят одну женщину, хорошую лицом и красивую, 19. оставив все, устремляются к ней и, раскрыв рот, смотрят на нее, и все прилепляются к ней более, чем к золоту и серебру и ко всякой дорогой вещи.

2 Езд 4 // .

Мӗн юлнинчен Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗ валли тӗрлӗ савӑт-сапа — пӗтӗмӗшпе ҫунтарса парне панӑ чухне усӑ курмалли савӑтсем, чашӑксем — тунӑ, ҫавӑн пекех ылтӑнран та кӗмӗлтен ытти йышши савӑт-сапа та тутарнӑ.

И сделали из него сосуды для дома Господня, сосуды служебные и для всесожжений, чаши и другие сосуды золотые и серебряные.

2 Ҫулс 24 // .

13. Апла эпӗ сана Хирам-Авие, ӑслӑ та пӗлӳллӗ ҫынна, ярса паратӑп, 14. вӑл Дан йӑхӗнчен тухнӑ хӗрарӑм ывӑлӗ, ашшӗ вара — Тир ҫынни; вӑл ылтӑнпа кӗмӗлтен, пӑхӑртан, тимӗртен, чулпа йывӑҫран, хӗрхӗлтӗм тӗслӗ, кӑвак тӗслӗ ҫипрен, виссонран, йӑм хӗрлӗ пиртен япаласем ӑсталама пӗлет, тем тӗрлӗ чӗнтӗрлесе касса кӑларма та ӑста, хӑвӑн ӳнерҫӳсемпе тата Давид хуҫамӑн, санӑн аҫун, ӳнерҫисемпе пӗрле мӗн тума хушнине пурне те тума пултарать.

13. Итак я посылаю [тебе] человека умного, имеющего знания, Хирам-Авия, 14. сына одной женщины из дочерей Дановых, - а отец его Тирянин, - умеющего делать изделия из золота и из серебра, из меди, из железа, из камней и из дерев, из пряжи пурпурового, яхонтового цвета, и из виссона, и из багряницы, и вырезывать всякую резьбу, и исполнять все, что будет поручено ему вместе с художниками твоими и с художниками господина моего Давида, отца твоего.

2 Ҫулс 2 // .

7. Ӗнтӗ ман патӑма ылтӑнран, кӗмӗлтен, пӑхӑртан, тимӗртен тата хӗрхӗлтӗм тӗслӗ ҫипрен, йӑм хӗрлӗ, кӑвак тӗслӗ ҫипрен япаласем ӑсталама пултаракан ҫын ярсамччӗ, вӑл чӗнтӗрлесе каскалас ӗҫе те пӗлтӗр, вӑл манӑн ӳнерҫӗсемпе — Иудея тата Иерусалим ӳнерҫисемпе, Давид аттем ҫак ӗҫ валли хатӗрленӗскерсемпе — ӗҫлетӗр.

7. Итак пришли мне человека, умеющего делать изделия из золота, и из серебра, и из меди, и из железа, и из пряжи пурпурового, багряного и яхонтового цвета, и знающего вырезывать резную работу, вместе с художниками, какие есть у меня в Иудее и в Иерусалиме, которых приготовил Давид, отец мой.

2 Ҫулс 2 // .

13. Халдейсем Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗ умӗнчи пӑхӑр юпасене, сапансене, Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнчи пӑхӑр тинӗсе ишсе антарнӑ, мӗнпур пӑхӑрне Вавилона турттарса кайнӑ; 14. кӗлӗ тунӑ чухне усӑ курмалли тирӗксене те, калаксене те, ҫӗҫӗсене те, кашӑксене те, мӗнпур пӑхӑр савӑт-сапана та хӑйсемпе пӗрле илсе кайнӑ; 15. сыхлавҫӑсен пуҫлӑхӗ ылтӑнран та кӗмӗлтен тунӑ тӗтӗркӗчсене те, чашӑксене те хӑйпе пӗрле илнӗ; 16. Соломон Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗ валли тутарнӑ икӗ юпана, пӑхӑр тинӗсе, сапана илсе кайнӑ, ҫак япаласенче мӗн чухлӗ пӑхӑр пулнине виҫсе кӑларма та май пулман.

13. И столбы медные, которые были у дома Господня, и подставы, и море медное, которое в доме Господнем, изломали Халдеи, и отнесли медь их в Вавилон; 14. и тазы, и лопатки, и ножи, и ложки, и все сосуды медные, которые употреблялись при служении, взяли; 15. и кадильницы, и чаши, что было золотое и что было серебряное, взял начальник телохранителей: 16. столбы числом два, море одно, и подставы, которые сделал Соломон в дом Господень, - меди во всех сих вещах не было весу.

4 Пат 25 // .

13. Анчах Ҫӳлхуҫа Ҫуртне илсе пынӑ кӗмӗлтен Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗ валли савӑт-сапа, ҫӗҫӗ, сирпӗтмелли куркасем, трупасем, ытти ылтӑн-кӗмӗл савӑт-сапа туса хатӗрлемен, 14. кӗмӗле ӗҫ тӑвакансене парса тӑнӑ, унпа Ҫӳлхуҫа Ҫуртне юсанӑ, тирпей-илем кӳртнӗ.

13. Но не сделано было для дома Господня серебряных блюд, ножей, чаш для окропления, труб, всяких сосудов золотых и сосудов серебряных из серебра, приносимого в дом Господень, 14. а производителям работ отдавали его, и починивали им дом Господень.

4 Пат 12 // .

21. Соломон патшанӑн ӗҫмелли савӑчӗсем пурте ылтӑн пулнӑ, ҫавӑн пекех «Ливан вӑрманӗ» теекен керменри мӗнпур савӑт-сапа та таса ылтӑнран пулнӑ; кӗмӗлтен туни нимӗн те пулман, мӗншӗн тесессӗн Соломон вӑхӑтӗнче кӗмӗл ниме те тӑман; 22. патшанӑн тинӗсре, Хирам карапӗпе пӗрле, Фарсис карапӗ пулнӑ; вӑл виҫӗ ҫулта пӗрре ылтӑнпа кӗмӗл, сӑлан шӑмми тата упӑтесемпе турткӑшсем кӳрсе тӑнӑ.

21. И все сосуды для питья у царя Соломона были золотые, и все сосуды в доме из Ливанского дерева были из чистого золота; из серебра ничего не было, потому что серебро во дни Соломоновы считалось ни за что; 22. ибо у царя был на море Фарсисский корабль с кораблем Хирамовым; в три года раз приходил Фарсисский корабль, привозивший золото и серебро, и слоновую кость, и обезьян, и павлинов.

3 Пат 10 // .

Страницы:
  • 1

Сайт:

 

Статистика

...подробней