Поиск
Шырав ĕçĕ:
Канаш паракансем, тӗслӗхрен, хуть те мӗн калаччӑр, ман шалта вӑл шухӑш ҫук пулсан, сӑмаххисем хӑлхана кӗмеҫҫӗ.
«Пирӗн йӗри-тавра информаци пайтах…» // Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/1728
Уроксем те пуҫа кӗмеҫҫӗ…
Тӑххӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.
Ма юлташӗн хутне кӗмеҫҫӗ?!
II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Магазина укҫа нумайшӑн кӗмеҫҫӗ.
Ҫул юлташӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 3–18 с.
Совхоз шоферӗсем хӑйсем те май килнӗ таран ял хӗррипе ҫӳреме тӑрӑшаҫҫӗ, кирлӗ-кирлӗ маршӑнах урама пырса кӗмеҫҫӗ.
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Манӑн пурте брак пулман вӗт, ак ҫак юлашки деталӗсем кӑна пробкӑпа кӗмеҫҫӗ.
6 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.
Ҫӑрана пӑсма юрамасть: советсем ҫӑрана ҫӗмӗрсе кӗмеҫҫӗ.
Философсем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Тукайпа пӗрле вӑрмана таврӑннӑ чух Иливанпа Ятламас ҫакна пӗлчӗҫ: ыран вырӑссем пӑлхавҫӑсем тапӑнмасӑр ҫапӑҫӑва кӗмеҫҫӗ, вӗсем Атӑл тӑрӑх Васильев-Новоградран йӗтресем, ытти ҫар хатӗрӗсем турттарса килессе кӗтеҫҫӗ.
7. Вӗҫленмен ҫапӑҫу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Воевода патне кӗмеҫҫӗ те вӗсем, хамӑр ҫынсем урлӑ кӑна пӗлтереҫҫӗ наместника.
2. Мӑрсан хӑлхи питӗрӗннӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Сӗверен мӑнастир архимандричӗ вӗсене темле те ӳкӗтлесе, темле те хӑтӑрса пӑхать, анчах лешсем ним тусан та парӑнмаҫҫӗ, ӳкӗте кӗмеҫҫӗ.
Саланнӑ кил-йыш // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Тукайпа Саррин авланнӑ ывӑлсем пурри ҫинчен илтсен савӑннӑ пек пулчӗ, ӳкӗтлеме пуҫларӗ — Хусана килсен ма кремле илсе кӗмеҫҫӗ вӗсем хӑйсен ывӑлӗсене, ма унпа тата ытти карачисемпе паллаштармаҫҫӗ?
5. Ҫеҫен хир // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Вырӑссем пирӗн ҫӗрсем ҫине пысӑк вӑрҫӑпа кӗмеҫҫӗ.
Ҫыру // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.
Ку вӑхӑтра ӑна чӑтлӑхра пуҫтахланса ҫӳреме никам та кансӗрлемест: сунарҫӑсем халь пурте тенӗ пекех хирте, ака-суха ӗҫӗнче, хӗрарӑмсемпе ачасем вӑрмана шала кӗмеҫҫӗ, вӗсене кирлӗ сертепе пултран тата тӗрлӗ кӗпҫе ҫывӑхра та тем чухлех.
13. Сӗрен хыҫҫӑн // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
— Кам пӗлет, темшӗн кӗмеҫҫӗ.
4. Упа // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
— Мӗншӗн кӗмеҫҫӗ тата?
4. Упа // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Пысӑк пӑрахутсем Криуша кӗмеҫҫӗ, хакӗ те пысӑк кӗрен «Самолетпа» ҫӳреме.
7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Анчах тӗллевӗм патне хам пыратӑп, такамсем ертсе кӗмеҫҫӗ.
XVI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
3. Вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсем Чӑваш Республикин патшалӑх влаҫӗн органӗсен системине кӗмеҫҫӗ.
Чӑваш Республикин Конституцийӗ // Патшалӑх Канашӗ. https://cap.ru/chuvashia/o-chuvashii/kon ... nstitucije
Пичетлемен саккунсем вӑя кӗмеҫҫӗ.
Чӑваш Республикин Конституцийӗ // Патшалӑх Канашӗ. https://cap.ru/chuvashia/o-chuvashii/kon ... nstitucije
Вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсем патшалӑх влаҫӗн органӗсен шутне кӗмеҫҫӗ, Раҫҫей Федерацийӗн Конституцийӗ, федераци саккунӗсем тата вӗсемпе килӗшӳллӗн йышӑннӑ Чӑваш Республикин ытти саккунӗсем ҫирӗплетнӗ шайра вырӑнти кирлӗ ыйтусене харпӑр хӑй тӗллӗн татса параҫҫӗ.
Чӑваш Республикин Конституцийӗ // Патшалӑх Канашӗ. https://cap.ru/chuvashia/o-chuvashii/kon ... nstitucije