Поиск
Шырав ĕçĕ:
6. Пире пӗрлештерсе тӑракан ӗненӳ сана пирӗн пурӑнӑҫа Христос Иисус урлӑ кӗнӗ ырӑлӑха тарӑнрах ӑнланса илме пулӑштӑрччӗ тесе кӗлтӑватӑп.6. дабы общение веры твоей оказалось деятельным в познании всякого у вас добра во Христе Иисусе.
Флм 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Турӑ курать: эпӗ сире пурсӑра та Иисус Христос юратнӑ пек юрататӑп; 9. сирӗншӗн Турра кӗлтӑватӑп: эсир пӗлнӗҫемӗн пӗлекен, пурне те тарӑннӑн куракан пулса пынӑ май сирӗн юратӑвӑр ӳснӗҫемӗн ӳссе пытӑрччӗ.
Флп 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Сире асӑнмассерен эпӗ Туррӑма тав тӑватӑп, 4. кӗлтунӑ чухне ялан сирӗншӗн пуриншӗн те савӑнса кӗлтӑватӑп: 5. эсир пире чи малтанхи кунран пуҫласа халичченех Ырӑ Хыпар сарма пулӑшса тӑратӑр; 6. ҫав ырӑ ӗҫе сирӗнте Пуҫласа Яраканӗ ӑна Иисус Христос кунӗ тӗлне туса ҫитерӗ тесе шанса тӑратӑп эпӗ.
Флп 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Ҫавӑншӑн эпӗ Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑрӑн Ашшӗ умӗнче чӗркуҫленсе ларса кӗлтӑватӑп: 15. тӳпери йышсем те, ҫӗр ҫинчи йышсем те пурте Унран ят илеҫҫӗ.
Эф 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑрӑн Турри, мухтавлӑ Атте Турӑ, Хӑйне пӗлмешкӗн сире ӑслӑлӑх паракан, пӗлекен тӑвакан Сывлӑшне патӑрччӗ; 18. сирӗн чӗрӗр куҫне уҫинччӗ, эсир вара Вӑл хӑвӑра мӗнле шанчӑк патне чӗннине, Хӑйӗн сӑваплӑ ҫыннисем валли хатӗрленӗ ҫав ырӑлӑх мӗн тери тулӑххине 19. тата пирӗнте — Унӑн пурне те тытса тӑракан вӑйӗ пулӑшнипе ӗненсе тӑракансенче — Унӑн хӑвачӗ тем тӗрлӗ аслине пӗлсе тӑракан пулинччӗҫ тесе кӗлтӑватӑп.
Эф 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Израиле чунтан-вартан ҫӑлӑнӑҫ сунса Турра кӗлтӑватӑп.Желание моего сердца и молитва к Богу об Израиле во спасение.
Рим 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Эй савнӑ тӑванӑм! эпӗ саншӑн сывлӑхлӑ пултӑрччӗ тесе кӗлтӑватӑп, чуну ырӑланса пынӑ пек, санӑн пурте ӑнса пытӑрччӗ тетӗп.2. Возлюбленный! молюсь, чтобы ты здравствовал и преуспевал во всем, как преуспевает душа твоя.
3 Ин 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Манӑн чӗрем виҫӗ япаларан хӑраса тӑрать, тӑваттӑмӗшне курсассӑн — кӗлтӑватӑп: 6. хулара усал ят тухни, хура халӑх пӑтранни, суйса элеклени, — ҫакӑ вилӗмрен те хӑрушӑрах.
Сир 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫана эпӗ сасӑпах тархаслатӑп, Ҫӳлхуҫана сасӑпах кӗлтӑватӑп; 2. Унӑн умӗнче чунтан-вартан кӗлтӑватӑп; Ӑна хурлӑхӑма уҫса паратӑп.
Пс 141 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Хамӑр Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр Ҫурчӗшӗн сана ырӑ сунатӑп, саншӑн кӗлтӑватӑп.
Пс 121 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Эй эпӗ мухтакан Туррӑм! чӗнмесӗр ан тӑрсамччӗ: 2. ман ҫине усал чӗлхе-ҫӑвар, ултавлӑ чӗлхе-ҫӑвар караҫҫӗ; манпала суя чӗлхепе калаҫаҫҫӗ; 3. мана пур енчен те курайманлӑхпа хупӑрлаҫҫӗ, пӗр сӑлтавсӑрах манпа ҫапӑҫаҫҫӗ; 4. эпӗ вӗсене юрататӑп — вӗсем мана кураймаҫҫӗ, эпӗ вара — кӗлтӑватӑп; 5. ырӑшӑн мана усалпа тавӑраҫҫӗ, эпӗ юратнӑшӑн — кураймаҫҫӗ.
Пс 108 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
эпӗ Сана кӗлтӑватӑп.
Пс 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Эй Ҫӳлхуҫамӑм, Сана кӗлтӑватӑп!
Неем 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Хӑвӑн чуру тӑвакан кӗлле илтмешкӗн Санӑн хӑлху тимлӗ пулинччӗ, куҫу уҫӑ пулинччӗ: эпӗ кунӗн-ҫӗрӗн Санӑн умӑнта Израиль ывӑлӗсемшӗн, Хӑвӑн чурусемшӗн кӗлтӑватӑп, Израиль ывӑлӗсенӗн ҫылӑхӗсене каҫарма тархаслатӑп — эпир Сан умӑнта ҫылӑха кӗтӗмӗр, эпӗ те, ман аттем килӗ те ҫылӑха кӗтӗмӗр.
Неем 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1
- 2