Поиск
Шырав ĕçĕ:
Малти ретсем ҫийӗнчех хыҫалтиленсе тӑватӑ уран упаленеҫҫӗ, чупакансен кӗлеткисен хушшинче хӑйсен пуҫӗсене страус евӗр пытарма ӑнтӑлаҫҫӗ.
V. «Эпир ку». Арӑсланпа шакалсем. Арӑслансем мӗнрен хӑраҫҫӗ. Вӗҫӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 66–73 с.
Вӑл ҫав тери чӑрсӑр пулнӑранах ӗнтӗ май уйӑхӗ тӗлне сарайри ҫӳлӗк ҫинчи кулӑшла кӗлеткисен шучӗ 125-е ҫитрӗ.
Тунтикун, декабрӗн ҫирӗм улттӑмӗшӗнче, Эмиль Катхультра пысӑк тӑкак туни, Коямнадиршӑ кашкӑр шӑтӑкне кӗрсе ӳкни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.
Вӗсем ҫилӗсӗр, савӑнӑҫлӑн вылянӑ пек, вӑй нумаййипе ҫапӑҫрӗҫ; этем кӗлеткисен хура купи хапха патнелле кӗпӗрленчӗ, фабрикӑрисене ун ҫумне хӗстерсе лартрӗҫ; хӑмасем шатӑртатни, сатуррӑн кӑшкӑрнисем илтӗнчӗҫ:
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
«Вӗсем ҫав тери шавлӑн сывлаҫҫӗ тата мӑшлатаҫҫӗ, ҫавна пула кантӑксем чӗтренеҫҫӗ, кӗтесссенче ӳсен-тӑран хускалать, вӗсен марсианла мар тӗреклӗ кӗлеткисен айӗнче выртмӑшсем чӗриклетеҫҫӗ».
Кану // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Амӑшне темшӗн вӗсем пурте унӑн ывӑлӗпе юлташӗсен ӳт-пӗвӗ ҫинчен, вӗри юнпа, чӗрӗ вӑйпа тулнӑ ҫамрӑксен ҫан-ҫурӑмӗпе вӗсен кӗлеткисен уйрӑм пайӗсем ҫинчен калаҫнӑ пек туйӑнчӗ.
XXVI // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Пирӗн дача улпутӑн икӗ колоннӑллӑ, икӗ лутра флигеллӗ йывӑҫ ҫуртӗнчеччӗ; сулахайри флигелӗнче обойсем тӑвакан пӗчӗкҫеҫ фабрикӑччӗ, эпӗ унта пӗрре мар кӗрсе курнӑ: ырхан та тӑрмаланчӑк ҫӳҫ-пуҫлӑ вунӑ ача йывӑҫ рычаксем ҫине сиксе хӑпараҫҫӗ те тӑватӑ кӗтеслӗ прессене пусараҫҫӗ, ҫапла вӗсем хӑйсен кӑптӑрмӑш кӗлеткисен йывӑрӑшпе тӗрӗллӗ хут листисем ҫапса кӑлараҫҫӗ.
I // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.
Е ман куҫ умӗнче шпалерӑн тем вӑрӑмӑш та пит йӑлтӑркка тӑрӑхӗсем ухмахлантарса ярас пекех хӑвӑрттӑн мӗлтлетеҫҫӗ, эпӗ вара вӗсем ҫинче тӗрӗ вырӑнне этем кӗлеткисен ярӑмне — вӑхӑт-вӑхӑтӑн хитре, ырӑ та кулаканскерсене, вӑхӑт-вӑхӑтӑн сӑн-питне пӗркелентерсе илемсӗрлетекенскерсене, чӗлхисене тӑса-тӑса кӑтартакансене, шӑлӗсене йӗрнисемпе тем пысӑкӑш куҫ шуррисене ҫавӑркалаканскерсене — тӗлӗнсе каймалла уҫӑмлӑн куратӑп.
IX сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
36. Сапан аврисем ҫине, аякӗсем ҫине ӑҫта мӗнле вырӑн пур, ҫавӑнта херувимсен, арӑслан кӗлеткисен, пальма йывӑҫҫисен тата лапсака чечек кӑшӑлӗсен ӗлкисене эрешлесе тухнӑ.
3 Пат 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1