Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӑрӑм куҫ хӑрпӑхӗсене антарнӑ, пичӗ шурӑ мрамор евӗрлӗ, пӗчӗк шурӑ мамӑк минтертен ӑна аран уйӑрса илме пулать, черченкӗ ӳчӗ унӑн ҫамрӑк хӗрарӑмсемпе хӗрсем юлашки парне панӑ ҫурхи чечек ҫыххисемпе кӑшӑлӗсен ӑшне путнӑ та кӑшт ҫеҫ курӑнса выртать…
XX. Кандов тата ытларах тӗлӗнет // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
36. Сапан аврисем ҫине, аякӗсем ҫине ӑҫта мӗнле вырӑн пур, ҫавӑнта херувимсен, арӑслан кӗлеткисен, пальма йывӑҫҫисен тата лапсака чечек кӑшӑлӗсен ӗлкисене эрешлесе тухнӑ.
3 Пат 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Сапансене акӑ мӗнле тунӑ: вӗсем тӑватӑ аяклӑ ещӗк евӗрлӗ, аякӗсене кӗтес тыткӑчисем тытӑнтарса тӑраҫҫӗ; 29. сапансен аякӗсем ҫине те, кӗтес тыткӑчисем ҫине те арӑслансемпе вӑкӑрсем тата херувимсем ӳкернӗ пулнӑ, арӑслансемпе вӑкӑрсенчен ҫӳлерех те, аяларах та вара лапсака чечек кӑшӑлӗсен ӗлкисем пулнӑ; 30. кашни сапанӑн — тӑватӑ пӑхӑр кустӑрмапа пӑхӑр тӗнӗлсем.
3 Пат 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницы:
- 1