Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫак художниксен паха произведенийӗсене — пир-авӑр ҫине пичетлеме хатӗрленӗ ӳкерчӗксене, натюрмортсене, ӳсен-тӑрана пӑхса тӗрлӗ тӗслӗ сӑрӑсемпе тунӑ этюдсене, тӗрлӗ ӳкерчӗклӗ хатӗр пир-авӑра — чӑваш художникӗсен 1961 ҫулхи выставкинче кӑтартнӑ.
Пирӗн хӗрарӑм-художниксем // Алексей Григорьев. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 99–101 с.
Пултаруллӑ художница ӗҫӗсене Бельгире, СШАра, Индире, Китайра, Италире, Египетра, Грецире — пурӗ вӑтӑра яхӑн ҫӗршывра кӑтартнӑ.
Пирӗн хӗрарӑм-художниксем // Алексей Григорьев. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 99–101 с.
Ефремова ӳкерчӗкӗ тӑрӑх туна чӳрече каррине 1957 ҫулта Мускавра промысласен Пӗтӗм Союзри выставкинче тата Брюссельте Пӗтӗм тӗнчери выставкӑра кӑтартнӑ.
Пирӗн хӗрарӑм-художниксем // Алексей Григорьев. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 99–101 с.
Вун тӑххӑрмӗш ӗмӗр ҫынни — вун тӑххӑрмӗш ӗмӗр ҫынниех пулмалла: Тилли — ҫав ӗмӗрте пурӑннӑ чӑвашсен сӑнарӗ, поэт ӑна ӑста кӑтартса панӑ, ӑна вӑл халӑх ӑс-хакӑлӗн, шухӑш-кӑмӑлӗн ҫуттипе ҫутатса кӑтартнӑ.
Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.
Тилли старике, иртнӗ ӗмӗрти чӑваш ҫыннине, хресчене, ӗлӗкхи саманаран тӑпӑлтарса илсе, хальхи ҫын пек сӑнласа кӑтартнӑ пулсан, поэт тӗрӗс мар тунӑ пулӗччӗ.
Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.
Акӑ, «Туслӑ пулӑшу» передачӑра Шупашкар хулинчи 75 предприяти колхозсене шефа илни ҫинчен каласа панӑ, шефсен ӗҫӗнчи лайӑх тӗслӗхсене кӑтартнӑ.
Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.
Сире ӗҫлеттерсе кӑтартнӑ прибора татах ҫӗнетсе лайӑхлатсан, электромагнит хумӗсене инҫете яма пулать.
Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.
Ун пек кӗнекесене уҫса вулама тытӑнатӑн та, ҫуррине ҫитичченех пӑрахас килет: сана унта ҫырса кӑтартнӑ ӗҫсем, ҫынсен шӑпи ним чухлӗ те хумхантармасть, — ни савӑнтармасть, ни пӑшӑрхантармасть, — «малалла мӗн пулать-ши?» ыйту ыйхуна мантармасть.
Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.
Калӑпӑр, Мранька Микихверӗн «Ӗмӗр сакки сарлака» романӗн иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш кӗнекисенче сӑнласа кӑтартнӑ ӗҫсем Российӑри малтанхи революци тапхӑрӗнче пулса иртеҫҫӗ.
Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.
Коммунистсен партийӗ, совет литературине тивӗҫлипе пысӑк хак парса, илемлӗ литературӑна парти кӑтартнӑ ҫулпа малалла илсе пыракан писательсене хӑйӗн шанчӑклӑ пулӑшаканӗсем вырӑнне хурать.
Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.
2022 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче Цай Инвэнь президент вырӑнти суйлавра парти хӑйне ӑнӑҫсӑр кӑтартнӑ хыҫҫӑн ДПП ертӳҫин пуканне пушатнӑ.
Лай Циндэ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9B%D0%B0%D ... 0%B4%D1%8D
Рурск облаҫӗнче ҫӳлерех ҫырса кӑтартнӑ структура улшӑнӑвӗсене туса ирттернӗ хыҫҫӑн ҫӗр айӗнчи пурлӑха кӑларакан тата тӗрлӗ япала туса кӑларакан промышленность чи пӗлтерӗшлӗ вырӑна йышӑнма пӑрахнӑ.
Рур облаҫӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A0%D1%83%D ... 2%AB%D3%97
1996-мӗш ҫулта Антонио Дамасио, нейробиолог, Эллиотт ятлӑ пациенчӗн пуҫ мимийӗн хуппин пӗр пайӗ (ventromedial prefrontal cortex) ванчӑк пулни ҫинчен ҫырса кӑтартнӑ.
Кӑмӑл-туйӑм мӗн усси? // Чӑвашла шухӑшла. https://t.me/chushu/1457
1995 ҫулта К2 фирма ҫемҫе пушмаклӑ пӗрремӗш роликсене кӑтартнӑ, уҫӑлса ҫӳремешкӗн вӗсем чылай лайӑхрах пулнӑ, ҫавна май пит хӑвӑрт сарӑлнӑ та сутлӑх тӗлӗшӗнчен малти вырӑнсене йышӑннӑ.
Роликлӑ тӑркӑч // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%A0%D0% ... 3%91%D1%87
1979 ҫулта Скотт Олсонпа (Scott Olson) Бреннан Олсон (Brennan Olson) «Чикагоу Роллер Скэйт Кампани» (Chicago Roller Skate Company) 1960-мӗш ҫулсенче шутласа кӑларнӑ паянхи кун эпир хӑнӑхнӑ кустӑрмасене ретлӗ вырнаҫтарнӑ (пӗр тупанлӑ) роликлӑ тӑркӑча кӑтартнӑ.
Роликлӑ тӑркӑч // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%A0%D0% ... 3%91%D1%87
Ҫавӑн пекех республика Ертӳҫи спортпа хӑҫан туслашма пуҫлани пирки каласа кӑтартнӑ.
«Паттӑрлӑх» урокӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ хӑюлӑх, тивӗҫ тата чыс ҫинчен каласа кӑтартнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/12/26/patt ... -en-puclah
Регион Пуҫлӑхӗ ҫарпа сывлӑш вӑйӗсенче, вӗҫевсемпе тата самолетсемпе тивӗҫтерме специалистсем хатӗрлекен вӗренӳ пайӗнче хӗсметре тӑни ҫинчен каласа кӑтартнӑ ҫамарӑксене.
«Паттӑрлӑх» урокӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ хӑюлӑх, тивӗҫ тата чыс ҫинчен каласа кӑтартнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/12/26/patt ... -en-puclah
Халӑх паттӑрлӑх кӑтартнӑ пек, ҫав йывӑр ҫул, шартлама сивӗ хӗл ҫитсен те, юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ.
Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
— Каҫарӑр, Мария Тимофеевна, асап кӑтартнӑ эпӗ сире каҫхине.
Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Ҫамрӑк чухнех яла тӗлӗнтеретчӗҫ, яла ҫеҫ-и, Хусана та иккӗ-виҫҫӗ кайса юрласа кӑтартнӑ вӗсем, халӗ те ачаран вӗреннӗ ӑсталӑха ҫухатмаҫҫӗ иккен.
Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.