Поиск
Шырав ĕçĕ:
Кӑмӑрчак ваннӑ пек, кӑкӑр шӑмми шӑтӑртатать, ҫын ахлатса сывласа ярать…
Ҫурҫӗр иртсен // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Нина ҫатма ҫинчи кӑмӑрчак пек сиксе илчӗ:
Саккӑрмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.
Савӑл евӗрлӗ хура сухалӗ тата пӗчӗк мӑйӑхӗсем ашшӗнни евӗр кӑмӑрчак сӑмсаллӑ ырхан пичӗ ҫинче чӗтренкеленӗ.
XII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Картланса тӑракан ҫӳллӗ ҫамки пуҫӗ ҫинчи кукшипе пӗрлешсе кайнӑ; пӑхсассӑн, ҫак ҫыннӑн икӗ пит пек курӑннӑ, — пӗри, пурне те курӑнаканни, ӑслӑ та чӗрӗ, вӑрӑм кӑмӑрчак сӑмсаллӑ пулнӑ; тепӗр пичӗ ҫӳлерехре вырнаҫса тӑнӑ, унӑн куҫӗ-мӗнӗ курӑнман, ӳчӗ пӗркеленсе, картланса тӑнӑ.
II // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ачаш та ҫемҫе какай шӑмми, ҫивӗч шӑл тӗлне лексен кӑмӑрчак пек, тӗпренчӗк юлми ванать.
V. Ӑшаланӑ ӑсан хака ларать // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Тен, ҫутҫанталӑка вӗренекен ӑслӑлӑх пӗр-пӗр шӑмӑ е кӑмӑрчак татӑкӗ тӑрӑх ӗлӗк-авал пурӑннӑ ҫӗлен-калтан мӗнле те пулин кӗлеткине тупма пултарӑпӑр эпир.
XXXII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Пысӑк шӑмӑ купи, мускулсем, юн, шӑнӑр, нервӑсем, вӗсен ҫулӗ, ӳт те кӑмӑрчак; паян ҫавна пӗтӗмпе Рада тетпӗр, ыран ҫӗрет, тӑпра пулса тӑрать, тусана тухать…
XXII. Философипе ҫерҫи мӑшӑрӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Анчах эпӗ Троцкий чухлӗ хутла пӗлместӗп, тата эпӗ ун йышши те мар… парти ҫумне эпӗ нумай вӗреннӗ кӑмӑрчак пулса пырса ҫыпҫӑнман, хамӑн чӗремпе, партишӗн тӑкнӑ хамӑн юнпа ӳтленсе ҫыпҫӑнса ларнӑ!
28-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
- 1