Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

кӑмӑлне (тĕпĕ: кӑмӑл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах кӗрӳшне хисеплес тата юратас кӑмӑлне ҫухатман.

Помоги переводом

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл, ӑссӑрскер, ашшӗ кӑмӑлне хирӗҫ кайса, путсӗре качча тухнипе телейне ҫухатрӗ, халь ӗнтӗ хӑйне те, ачине те асаплантарать, ашшӗпе амӑшне те пӑшӑрхантарать.

Помоги переводом

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Курӑкӗсем тата, ун кӑмӑлне туйса-и, манран ҫӳллӗ ӳсетчӗҫ, вӗллесем ҫӳллӗ курӑк хушшинче курӑнми пулатчӗҫ.

Помоги переводом

Атте утарӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 110–116 с.

Чун тӗпӗнчи ҫилленӳ, кӳренӳлӗх туйӑмӗ ерипен, сийӗн-сийӗн тулса ҫын кӑмӑлне йывӑрлатса пырать.

Помоги переводом

Хаклӑ шӑл // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 62–72 с.

Пӳртре уяв ерипен аталанса пырать, килте тунӑ хӑватлӑ «шерпет» пурин кӑмӑлне те ҫемҫетет, калаҫтарать, савӑнтарать…

Помоги переводом

Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.

Хӗр каччӑ кӑмӑлне хуҫас мар тесе килӗшетчӗ.

Помоги переводом

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

«Тата ҫынсем умӗнче макӑрса-йӗрсе вӗсен кӑмӑлне пӑсас-и?

Помоги переводом

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

— Атте-анне чурӑс кӑмӑлне пула сивӗннӗ кил-ҫуртран аяккарах каяс, ҫӗнӗ ҫӗре хӑвӑртрах ҫитес шухӑш-туйӑмпа ҫуннӑран-ши ҫичӗ талӑк поезд ҫинче хӑлтӑртатса пыни ҫитмӗл кун пек туйӑнчӗ, — терӗ Улька.

Помоги переводом

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Ҫакӑ Ленӑн кӑмӑлне те ҫӗклерӗ.

Помоги переводом

Аслатиллӗ ҫумӑр // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 78–83 с.

Мӗнпур вӑй-хӑватне пухса, кӑмӑлне хытарса, хура пӗлӗт ҫийӗнчи ялтӑр ҫиҫӗм ташшине пӑхмасӑр малалла талпӑнчӗ.

Помоги переводом

Аслатиллӗ ҫумӑр // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 78–83 с.

Анчах вӑл хӑйӗн кӑмӑлне хирӗҫ кайма пултараймасть: ячӗ пӗтет-ҫухалать.

Помоги переводом

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

— Шӑматкун, тен, чӑнахах та общежитие кайса килмелле, — шутларӗ вӑл пусӑрӑннӑ кӑмӑлне хавхалантарма тӑрӑшса хӑй ҫырнӑ приказ проекчӗ ҫине виҫкӗтеслӗхсемпе ҫаврашкасем ӳкернӗ май.

Помоги переводом

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Вӑл рабочисене пӗрре те ятламан, вӗсен кӑмӑлне пӑсман, ӗҫлеме чӑрмантарман: аслисене ятланӑ, явап тыттарнӑ.

Помоги переводом

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Ҫыртарнӑ ашшӗ ят хӑй ывӑлне, Ҫапла тултарнӑ тунсӑх кӑмӑлне.

Помоги переводом

Ят // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 57–58 с.

Кӑмӑлне тинех тултарчӗ.

Помоги переводом

Милӗк // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 51–53 с.

Ятманов тӳрлетсе калани хӗрарӑм кӑмӑлне пӑсмаллипех пӑсса пӑрахрӗ.

Помоги переводом

Куршанак // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 4–6 с.

Лишайкин хӑйӗн кӑмӑлне кайман парторгран хӑпрӗ-хӑпрех вӗт.

Помоги переводом

34 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Тӳрех вӑл Ҫтаппан авланасшӑн мӗнле ҫуннине тата Анютӑна качча илме ӗмӗтленсе пурӑннине аса илчӗ те авӑк кӑмӑлне шӑнараймасӑр ак мӗнле лаплаттарса хучӗ:

Помоги переводом

17 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Каярахпа ӑнланчӗ: Ҫтаппан нимӗнле айван та мар, ача чух йывӑр чирпе асапланса пӑсӑлса юлнӑскер, вӑл халӗ те, каччӑ пӳне кӗрсен те, ҫемҫешке кӑмӑлне пула хӑйӗнчен кулма юратакансен мӑшкӑлӗ айӗнчен тухаймасть.

Помоги переводом

7 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Эс тата ӑҫта каян? — бригадир кӑмӑлне чухласа илчӗ пулин те, тӗлӗненҫи турӗ мастер.

Помоги переводом

4 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней