Поиск
Шырав ĕçĕ:
23. Анчах вӑл, хӑйӗн кунне-ҫулне, хисеплӗ ватлӑхне, сумлӑ шурӑ ҫӳҫне тивӗҫлӗ ырӑ шухӑшсемпе пурӑнаканскер, ачаран Турра хисеплесе ӳснӗскер, унтан та ытла — Турӑ панӑ саккун умӗнче тасаскер — ҫакӑнпа килӗшӳллӗн хуравласа ҫапла каланӑ: «халех вилӗм аллине парӑр: 24. пирӗн ҫулхи ҫын икӗпитленни хитре мар, ҫамрӑксем, тӑхӑрвуннӑри Елеазар суя тӗне куҫнине пӗлсессӗн, 25. эпӗ икӗпитленнипе, мана пула кӗске те ниме тӑман пурӑнӑҫшӑн аташса ан кайччӑр, ҫапла эпӗ ватлӑхӑма чыссӑра кӑларӑп, варалӑп. 26. Эхер те хальхи вӑхӑтра эпӗ ҫын кӳрекен асапран хӑтӑлсассӑн та, ку пурӑнӑҫра та, вилсессӗн те Пурне те Пултаракан Турӑ аллинчен вӗҫерӗнеймӗп. 27. Ҫавӑнпа та халӗ пурӑнӑҫран хӑюллӑн уйӑрӑлса кайса, эпӗ хам ырӑ ватлӑха тивӗҫӗп, 28. ҫамрӑксем валли вара ырӑ тӗслӗх хӑварӑп — хисепе тивӗҫлӗ, сӑваплӑ саккунсемшӗн вилӗме пӗр иккӗленмесӗр, хӑюллӑн йышӑнма вӗрентӗп» тенӗ.
2 Мак 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Ку ҫул иртсе кайнӑ; вӗсем тепӗр ҫулхине те ун патне пынӑ та каланӑ: кӗмӗл пӗтнине, пирӗн выльӑх кӗтӗвӗсем хуҫамӑр аллине куҫнине эпир хамӑр хуҫамӑртан пытараймастпӑр; ӗнтӗ хамӑр ӳтсӗр пуҫне, хамӑр ҫӗрсӗр пуҫне хуҫамӑр умӗнче пирӗн нимӗн те юлмарӗ; 19. мӗншӗн пирӗн хамӑрӑн та, хамӑрӑн ҫӗрӗмӗрсен те санӑн куҫу умӗнчех пӗтес-ха? тырӑшӑн пире хамӑра та, пирӗн ҫӗрсене те ил, вара эпир ҫӗрӗ-мӗнӗпех фараон чурисем пулӑпӑр, эсӗ пире вӑрлӑх пар, эпир чӗрӗ юлар, вилер мар, ҫӗр пушанса ан юлтӑр, тенӗ.
Пулт 47 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Тен, хӑҫан та пулин тепӗр майлӑ пулӑма та курӑпӑр-ха - хула ҫыннисем яла пурӑнма куҫнине...
Хула яла парăнтарасшăн // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№