Поиск
Шырав ĕçĕ:
Хыҫалти пайӗ ӗҫме-ҫиме хатӗрӗсемпе багаж тата мистер Ольбинетӑн ҫул ҫинчи кухни валли, малти пайӗ пӗтӗмӗшпех ҫул ҫине тухакан хӗрарӑмсем валли пулать терӗ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Ҫавӑнтах колхозӑн кухни тӗтӗм мӑкӑрлантарать, йывӑҫсен хыҫӗнче татах тырӑ пусси сарӑлса выртать.Там же дымила кострами полевая колхозная кухня, а за деревьями снова желтело поле.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Тӗтӗм йӑсӑрлантарса, ҫар кухни иртсе кайрӗ.
XXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Анчах кухни те, ӑна илме кайнӑ казаксем те курӑнмарӗҫ-ха.
XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Яланхи пекех шӑп кӑнтӑрлапа, сӑртӑн тепӗр айккине ҫар кухни ҫитсе чарӑнчӗ.В полдень, как всегда, с той стороны холма остановилась подъехавшая полевая кухня.
IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Килкартисенче, сайра хутра ларса юлнӑ ҫурт-йӗрсем тавра, ҫынсем кӗшӗлтетсе ҫӳреҫҫӗ, ҫав хушӑрах юланутсем иртсе каяҫҫӗ, шӑп урам варринчех ҫар кухни пӑсланса ларать, ун патне казаксем вӑрӑм черете кӗпӗрленсе тӑнӑ; ҫӳлтен шӑмшака ҫӳҫентерекен йӗпхӳ (вӗтӗ нӳрӗк) пӗрӗхет.
15 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Ҫурҫӗр тӗлӗнче ҫар кухни килсе ҫитрӗ.
15 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Европеецсем: Китай кухни — нумай тӗрлӗ, чи тутли, чи лайӑх кухня, теҫҫӗ.
Телейлӗ ҫемье // Николай Петров. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 93–104 стр.
Пелепейри «Хӗвелтухӑҫ кухни» кафе ял ҫыннисемпе хӑнасене тутлӑ шашлыкпа илӗртрӗ‚ Сименккери почта уйрӑмӗ чи кирлӗ таварсем сутрӗ‚ ҫырӑнса илмелли кӑларӑмсемпе паллаштарчӗ.
Ҫӗнӗ пасар уҫӑлчӗ // Татьяна НИКИТИНА. «Урал сасси», 2016.06.01
- 1
- 2