Поиск
Шырав ĕçĕ:
Сидоровпа ытти денщиксем мана унӑн ҫавӑрӑнӑҫусӑр аллисенчен туртса илчӗҫ, анчах ҫавӑн хыҫҫӑн вара эпӗ офицерсен кухнисем тӑрӑх чупса ҫӳреме хӑймастӑм.
X. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Нимӗҫсем (хӗрарӑмӗсем те, арҫынӗсем те) салтак кухнисем патӗнче черетре тӑраҫҫӗ.Цивильные немки и немцы выстроились в очереди к солдатским кухням.
1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Ленинградски шоссе тӑрӑх тӑршшӗпех окопсем чавса пӗтернӗ, хурҫӑ чӗрӗлсем лартса тултарнӑ, пур ҫӗрте те тенӗ пекех самолетсене пемелли тупӑсен батарейисем курӑнаҫҫӗ, — унта та кунта, ҫара йывӑҫсем хушшинче, кӗрхи сарӑхнӑ курӑк ҫинче салтаксен куҫса ҫӳрекен кухнисем тӗтӗм кӑларкалаҫҫӗ.
1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Лакӑм-тӗкӗмсемпе ланкашкасенче тупӑ ураписемпе снаряд тиенӗ лавсен кустӑрмисем кӗмсӗртетсе илеҫҫӗ, ҫӑлсем патӗнче утсем кӗҫенеҫҫӗ, пластунски сотньӑсем пӗр харӑссӑн майпен те ҫемҫен таплаттарса утса иртеҫҫӗ, фронт линийӗ патне вӑрҫӑ хатӗр-хӗтӗрӗсемпе ҫар япалисем турттарса каякан кӳмеллӗ урапасемпе ахаль лавсем хӑлтӑртатса пыраҫҫӗ, поход кухнисем ҫывӑхӗнче пиҫсе сарӑлнӑ вир пӑттин, лавр ҫулҫи ярса техӗмлетнӗ какай яшкипе тин ҫеҫ кӑмакаран кӑларнӑ ӑшӑ ҫӑкӑрӑн тутлӑ шӑрши кӗрет.
X // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Страницы:
- 1