Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

курнӑҫнӑ (тĕпĕ: курнӑҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Культура министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Константин Яковлевпа курнӑҫнӑ хыҫҫӑн ҫирӗпленчӗ ҫак шухӑш.

Эта мысль появилась после встречи с исполняющим обязанностей министра культуры Константином Яковлевым.

Чӑвашла калаҫтараймарӑм // Олег Цыпленков. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.18, 23(945)№

Паян сире паллаштаракан ҫамрӑкпа курнӑҫнӑ хыҫҫӑн шӑпах ҫак йӗркесем асӑма килчӗҫ.

Помоги переводом

Чӑваш ачи - чӑвашах, чунӗ ӗҫре яланах // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.11, 22(944)№

Ҫавна май канашлу хыҫҫӑн журналистсемпе курнӑҫнӑ май Иван Моторин Волгоградри «Химпром» тӗлӗшпе облаҫ правительствинчен те, предприяти ертӳҫисенчен те нимӗнле сӗнӳ те пулманнине палӑртнӑ:

Помоги переводом

Волгоградри “Химпром” пире кирлӗ-и? // К.ВОЛКОВ. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Презентаци вӗҫленнӗ хыҫҫӑн «Япони центрӗ» АНО директорӗ Хамано Митихиро журналистсемпе курнӑҫнӑ.

Помоги переводом

Япони: инҫетре пулсан та - питӗ ҫывӑх // А.ВОЛКОВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

«2010 ҫулта унта ӗҫсем чарӑнсах ларнӑччӗ. Эпӗ банк ертӳҫисемпе пӗрре кӑна мар курнӑҫнӑ — ӗҫ-пуҫа йӗркелеме пултартӑмӑр. ВТБ ҫухатӑвӗ те пысӑк пулмарӗ. Куншӑн тавах. Халӗ Ҫӗнӗ хулара строительсем ӗҫлеҫҫӗ, ҫитес ҫулсенче Шупашкар Ҫӗнӗ Шупашкарпа та пӗрлешӗ. Чӑн та, администраципе территори чикки юлӗ — Шупашкарсем пӗрлешес кӑмӑллӑ пулин те химиксен хулинче пурӑнакансем хирӗҫлерӗҫ. Пӗрлешнӗ-тӗк — 600 пин ҫынлӑ хула пулатчӗ, пысӑкрах хулан вара майӗсем те анлӑрах».

Помоги переводом

ВТБ Чӑваш Енпе ӗҫлессине анлӑлатма хатӗр // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Мари Элти Тури Ҫармӑс районӗн централизациленӗ клуб тытӑмӗн методисчӗ Тамара Петрова ентешӗмӗрӗн ҫармӑс халӑхӗн ӑс-хакӑл культурине тӗпчес тӗлӗшпе тунӑ ҫитӗнӗвӗсене палӑртрӗ, Николай Пантелеймонов ҫывӑх тӑванӗпе курнӑҫнӑ самантсене аса илчӗ, Виталий Станьял ӑсчах Никольский пирки: «Вӑл Купӑрлян тӗнче умӗнчи чысӗ тата мухтавӗ», — терӗ.

Помоги переводом

Купӑрля ӑс-хакӑл управҫине пуҫ тайрӗ // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

«Республика пурӑнмалли вырӑн тӑвассипе курӑмлӑ ҫитӗнӳ тӑвать, — терӗ М.Игнатьев. — Кашни ҫын пуҫне ӑна хута ярасси федерацин Атӑлҫи округӗнче малта пыракан регионсен йышӗнче шутланать. Раҫҫей строительство министрӗ Михаил Мень пушӑн 10-мӗшӗнче, эпӗ унпа курнӑҫнӑ чухне, ҫӗршыври ансат мар экономика лару-тӑрӑвне пӑхмасӑр Чӑваш Ен строительстви, вӑл шутра пурӑнмалли вырӑн хута ярассипе, пысӑк калӑпӑшлӑ пулнине палӑртрӗ. Нумай хутлӑ пурӑнмалли ҫуртсем хӑпартассипе пӗлтӗр ӳсӗм ҫулӗпех талпӑннӑ: строительство калӑпӑшӗ 2014 ҫултинчен 19% пысӑкрах. Ҫав вӑхӑтрах хваттер ыйтӑвне татса парас текенсен тупӑшӗ пӗчӗкленнине шута илсе уйрӑм ҫынсем валли пурӑнмалли вырӑн виҫӗмҫулхинчен 29% сахалрах тунине йышӑнатпӑр».

Помоги переводом

Эпир - малтисен шутӗнче // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Пуш уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Мускавра ЧР Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Раҫҫей строительство тата пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министрӗпе Михаил Меньпе курнӑҫнӑ.

10 марта в Москве состоялась рабочая встреча Главы Чувашской Республики Михаила Игнатьева с Министром строительства и жилищно-коммунального хозяйства Российской Федерации Михаилом Менем.

Тӗп вырӑнта - строительство ыйтӑвӗсем // Елчӗк Ен. «Елчӗк Ен», 2016.03.17

Иртнӗ эрнере журналистсемпе курнӑҫнӑ май Чӑваш Ен парламентӗнчи «Справедливая Россия» фракци членӗ Владимир Михайлов хӑй «Единая Россия» ячӗпе праймериза хутшӑнасси ҫинчен пӗлтерчӗ.

Помоги переводом

Ĕçлекенсене тĕртсе ямаççĕ // ТАТЬЯНА МАЙОРОВА. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Ӗнер журналистсемпе курнӑҫнӑ май Чӑваш Ен парламентӗнчи «Справедливая Россия» фракци членӗ Владимир Михайлов хӑй «Единая Россия» ячӗпе праймериза хутшӑнасси ҫинчен хыпарласа тӗлӗнтерчӗ.

Помоги переводом

«Эсерсем» «ЕдРона» куçаççĕ // Николай Коновалов. «Хыпар», 2016, нарӑс, 26; 26№

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней