Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Ан хӑра, Степан Иванович, куншӑнах чухӑнланса юлмӑн ӗнтӗ, — савӑнса хуравларӗ те Матӗрне карҫинккине хӑюллӑн Ҫтаппана тыттарчӗ.
XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ҫур ял арҫынни аякра, калымра-мӗнре, ӗҫлесе ҫӳренӗ чухне куншӑнах тарӑхмасан та юрать пек ӗнтӗ.
Караҫ Миккин кинӗсем // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 368–373 с.
Ну, паянхи кунах куншӑнах кулянмӑпӑр, Урӑх парнесем хатӗрлесе майлӑпӑр.
IV. Воевотӑ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
«Ҫапла, ҫапла, — терӗ хайхи ку, — эпӗ инҫетрисем, киле таврӑнма укҫа ҫитмест, ҫавӑнпе сехете сутма шутларӑм. Илместӗн-и, йӳнех паратӑп. Пасарта та сутма пулӗччӗ те, куншӑнах кӗрсе тӑрас килмест. Усламҫӑсен аллине пама та хӗрхенетӗп», — терӗ.
IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
— Пуринчен ытла, — тесе пӳлчӗ ӑна Мира, — пирӗн мирлӗ ӗҫлесе ирттернӗ кашни куншӑнах фронтра юн юхтарса тӳленине ялан асра тытмалла, кашни боеца куҫран пӑхма намӑс ан пултӑр тесе, пирӗн ҫав тери тӑрӑшса ӗҫлес пулать.
Вӗренсе тухакансем // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.
— Ну, пичче хӗрӗ ылтӑна сыхласа усрама мана парсан, эпӗ ӑна хамӑн кравать ҫинчи улӑм тӳшек ӑшне чикрӗм; пӗр-ик куншӑнах укҫана банка кайса хывас килмерӗ; хамӑр кунта чухне кравать шанчӑклӑ вырӑн тесе шухӑшларӑм, мӗншӗн тесен эпир негрсене пӗлместпӗр — вӗсем пирӗн Англири тарҫӑсем пекех шанчӑклӑ ҫынсем пуль тесе шутларӑм.
Ҫирӗм тӑххӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
— Пирӗн ҫӳревсене чарса тӑмашкӑн куншӑнах сӑлтав та ҫук, — терӗ вӑл.— Это не основание, чтобы прерывать путешествие, — сказал он.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
- 1