Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

кукринче (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Саккампа Уралҫум таврашӗнчи чӑваш ялӗсенче арӑмсен капӑрӗсене мерчен шӑрҫапа илемлетнӗ; Саратовпа Оренбург тӑрӑхӗнче тата Самар Кукринче ⎼ тӗттӗм симӗс тата йӑмӑх хӗрлӗ вӗт шӑрҫапа усӑ курнӑ.

Помоги переводом

Килӗшӳлӗхпе ӗлккенлӗх // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Вут ҫутипе вылять пӗр чӳрече, Анне ҫӳрет тӗпелӗн кукринче: Вӑл чашкӑрта пуҫланӑ ҫатмана, Юсман шӑрши кӗрет ман сӑмсана.

Помоги переводом

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Лӑпкӑн юхакан шыв кукринче кӑна пысӑк ҫӑрттан, хӳрипе ҫапса, ункӑн-ункӑн хумсем салатрӗ.

Помоги переводом

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тӑрантас ҫул кукринче курӑнми пулчӗ.

Помоги переводом

59 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫӳлте, вӑрман кукринче, — ҫӑва.

Помоги переводом

13 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Лавсем вӑрман кукринче курӑнми пулсан, ҫурлисене тӗмӗ айнех хӑварнӑ хӗрарӑмсем хире ыраш пуссинелле утаҫҫӗ, хуллен утаҫҫӗ…

Помоги переводом

4 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Ҫыран кукринче аялта паян чарлан курӑнмарӗ.

Помоги переводом

7 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Хӑвалӑх кукринче шыв халь те шӑмпӑлт! шӑмпӑлт! чӳхенет.

Помоги переводом

XX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Сидоркинпа Кудряшов тин ҫеҫ-ха обком секретарӗпе сывпуллашнӑ ахӑр: урам кукринче «Волга» курӑнми пулчӗ.

Помоги переводом

VIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Йӑрӑс кӗлеткине тӳррӗн тытса ҫирӗппӗн те сулмаклӑн утаканскер кӗҫех шыв кукринче куҫран ҫӗтрӗ.

Помоги переводом

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Сӗтел ҫинче пӗчӗк черккесем пур, анчах Павӑл тӗпел кукринче икӗ стакан тупса тухрӗ:

Помоги переводом

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Фабиана ӑсатнӑ май Элеонора алӑк кукринче унпа калаҫса тӑчӗ, Хородничану вара, сӑнран тӗксӗмленчӗ, пукан ҫинче сасартӑк хытса кайнӑ пек пӗр хускалмасӑр ларчӗ.

Провожая Фабиана, Элеонора задержалась в передней, а Хородничану, неподвижный и угрюмый, застыл на стуле.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ҫывӑрма выртиччен эпӗ хам пухнӑ ҫӗнӗ материалсене йӗркелесе лартӑм, Сухви тӗпел кукринче ыран ир валли ҫӗр улми шуратрӗ, Борис пӗр вӗҫӗмсӗр пирус мӑкӑрлантарса выртрӗ.

Помоги переводом

XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Акӑ, ҫул кукринче, тахҫан утар пулнӑ уҫланкӑра, улмуҫҫисем, сирень тӗмӗсем сарӑлса лараҫҫӗ.

Помоги переводом

V // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Пӑрахут, анаталла кайса, Кувшинка кукринче пӑрӑнса курӑнми пуличченех Таня пусма картлашки ҫинче тутӑр сулса тӑчӗ.

Помоги переводом

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Кил хуҫи хӗрарӑмӗ тӗпел кукринче апат-ҫимӗҫпе айланать.

Помоги переводом

Учительница хваттерӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Анне, кайса пӗлсе кил-ха, Иванран чӑнах та ҫыру пулман-и? — ыйтрӗ Алимпи тӗпел кукринче мӗшӗлтетекен ватӑ амӑшӗнчен.

Помоги переводом

Алимпи // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 33–50 с.

— Ирт малалла, иртех, — терӗ аллӑ ҫулсенчен иртнӗ кӑмӑллӑ хӗрарӑм, тӗпел кукринче тем ӗҫлекенскер.

— Проходи вперед, проходи, — сказала добрая женщина лет пятидесяти, возившаяся возле кухни.

Пӗр-пӗрне ӑнлансан // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 3–23 с.

Анне кӑмака кукринче ӗҫлекелесе ҫӳрет, мана чӗнмест.

Помоги переводом

Шкула ҫӳреме пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Вӑл ялан ӗҫреччӗ: е кӑмака кукринче кӑштӑртататчӗ, е картишӗнче, е пахчара ӗҫлетчӗ.

Помоги переводом

Касак Ваҫҫи // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней