Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

крепость сăмах пирĕн базăра пур.
крепость (тĕпĕ: крепость) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тупӑсем кӗрлеме пуҫласан вӑрманта кӗтсе тӑракан ҫӗрпӳсем крепость патне йӑртӑх ячӗҫ те тӗлӗнмелле хыпар илчӗҫ: Ар-Сентӗр крепоҫӗ пуш-пушах, Али-Акрампа ун ҫыннисем аманнисене пӑрахса хӑварса Кӑкшамара куҫса кайнӑ.

Помоги переводом

7. Вӗҫленмен ҫапӑҫу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Лере, атте патӗнче, крепость кирлӗ мар, кунта пире вӑйлӑ крепость кирлӗ.

Помоги переводом

20. Юхӑма хирӗҫ ишме йывӑр // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Эп куна акӑ мӗншӗн ыйтрӑм, ман тусӑмсем: Кӑкшамарта крепость тума пит майлах мар, Чалӑмра хатӗр крепость пур теҫҫӗ.

Помоги переводом

13. Шӗкӗр хула Кӑкшамар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ку ята Порт-Артур крепоҫӗ таврашӗнче яппунсемпе ҫапӑҫнӑ салтаксем, тупса панӑ пулмалла, мӗншӗн тесен Константин Федоровӑн ҫурт-йӗрӗ — чӑн та крепость пекех.

Помоги переводом

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Крепость патнелле пыракансене туроксем картечпе вӑйлӑ пенӗ, крепость стенисем ҫине улӑхса каякан паттӑр салтаксене тытса ҫӳлтен аялалла илсе пӑрахнӑ.

Осаждавших осыпали картечью; смельчаков, забравшихся на стену крепости, сбрасывали вниз.

II сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.

Эпӗ часах крепость патне ҫитрӗм (ҫак кунран пуҫласа эпӗ хамӑн ҫурта крепость теме тытӑнтӑм), ҫитрӗм те, такам хӑваланинчен тарнӑ пек, хӳме хыҫне кӗрсе пытантӑм.

Добравшись до моей крепости (как я с того дня стал называть свое жилье), я мгновенно очутился за оградой, словно за мною неслась погоня.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

1603 ҫулта Испанин II Филипӗ Порто Адзурро ярса илнӗ те унта икӗ крепость туса лартнӑ.

В 1603 году Филипп II Испанский захватил Порто Адзурро и построил там две крепости.

Эльба (утрав) // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%AD%D0%BB%D ... %B0%D0%B2)

1546 ҫулта утравӑн пӗр пайӗ Козимо I Медичи аллине куҫнӑ, Портоферрайо хулара вӑл крепость туса лартнӑ, ӑна «Cosmopoli» ят панӑ.

В 1546 году часть острова перешла в руки Козимо I Медичи, который построил крепость в Портоферрайо, назвав её «Cosmopoli».

Эльба (утрав) // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%AD%D0%BB%D ... %B0%D0%B2)

Ӑна шведсенчен хӳтӗлеме шурлӑхлӑ вырӑна Кронштадт текен крепость тутарнӑ…

Помоги переводом

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫав саксене Кешӑпа икӗ Ҫеруш меллесе тӑваткал кӗтеслӗ крепость манерлӗ хӳтлӗх вырӑн вӑр-вар туса та хучӗҫ.

Помоги переводом

Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.

— Кун пек ҫамрӑксене нимӗнле крепость та парӑнмасӑр тӑраймӗ, — терӗ Яльчиков.

Помоги переводом

23 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Медичи пурӑннӑ вӑхӑтра Тюильри керменне туса ҫитереймен (укҫа-тенкӗ ҫитменнипе унӑн тӑррине те витмен), вӑл хулан крепость стени тулашӗнче, тӑмран кӑларакан карьерсемпе хула тулашӗнчи темиҫе чаплӑ ҫурт хушшинче вырнаҫнӑ.

Так и не достроенный при Медичи дворец Тюильри (из-за нехватки средств постройка не была даже покрыта крышей) находился за крепостной стеной города, среди глиняных карьеров и нескольких загородных резиденций.

Тюильри (сад) // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%A2%D1% ... %B0%D0%B4)

Темле никам пырса кӗрейми крепость пекех туйӑннӑ ку Мустая.

Помоги переводом

VIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Пире вӑйлӑ крепость кирлӗ.

Помоги переводом

Патька-патша // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Драгунсен отрячӗ тем тӗрлӗ ҫирӗплетнӗ крепость пек, ун ӑшне шӑтарса кӗме ҫук: хусахсен ҫарӗ — пурне те хӑра-такан ҫӗлен пек, вӑл кӗтмен ҫӗртен тапӑнма пултарнипе вӑйлӑ.

Помоги переводом

Патька-патша // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вырӑссем крепость патӗнчен вунӑ ҫухрӑма чакни ҫинчен пӗлсен кунтан часрах тухса тарасси пирки канашлама пикенчӗҫ.

Помоги переводом

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Крепость ҫине тупӑран персе тӑнӑ хушӑра Кӗркке ялан турра кӗл турӗ: пулӑш вырӑссене хӑвӑн хӑватупа, ҫӳлти турӑ, ним юлми аркатса тӑкчӑр вӗсем Ар-Сӗнтӗр крепоҫне, ханӗ те, Мамич-Бердейӗ те, Усеин-Сеичӗ те чул купи айне пулччӑр, мана та ан хӗрхен, эп те ҫак тамӑкран чӗррӗн тухам мар терӗ.

Помоги переводом

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Малтан крепость тулашӗнче, варарахпа йышлӑ картишсенче йӗтресем ҫурӑлма тапратсан хан кӑвакарса кайрӗ, пусма ҫинчен анма та аптраса тӑчӗ.

Помоги переводом

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Йӗтре ҫурӑлма пӑрахсан вӗсем вӑрӑм сӑнӑ, хӑрт, анкар йӑтса е юман чукмар, ухӑ хиври тытса крепость тулашне туха-туха кӗчӗҫ.

Помоги переводом

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вырӑссем тупӑсенчен пенӗ хушӑра Ту енчи мӑрсасен утлӑ ҫарӗ вӑрманалла каялла чакать, пеме чарӑнсан пӑлхавҫӑсем хӑйсене хирӗҫ тухассине сыхласа крепость ҫывӑхне пырать.

Помоги переводом

7. Вӗҫленмен ҫапӑҫу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней