Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

компани сăмах пирĕн базăра пур.
компани (тĕпĕ: компани) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
2023 ҫулта 21 управляющи компани требованисем ыйтнине пурнӑҫлайман, ҫавна май хӑйсен ирӗкӗпе ӗҫлеме пӑрахнӑ тата ултӑ компание ӗҫ йӗркине сӗмсӗррӗн пӑснӑшӑн ӗҫлеме чарнӑ.

В 2023 году 21 управляющая компания не выдержала жестких требований, добровольно прекратила свою деятельность, еще шесть компаний отстранены за грубые нарушения.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Сӑмах май, компани хӑйӗн ятне те уйрӑм тӗллевпе хатӗрленӗ пулнӑ: вӗсем роликлӑ тӑркӑчпа агрессивлӑ ярӑнассине кутӑн ҫавӑрса хурасшӑн (акӑлчанла: upside down) пулнӑ, роликлӑ тӑркӑчен пур пайӗсене те пӗрешкелли ҫине, вӗсене тепӗр компани кӑларнӑ пулин те, улӑштарма ма туса парасшӑн пулнӑ.

Кстати, название компании было символичным: она хотела перевернуть всю индустрию агрессивного стиля катания с ног на голову (английский: upside down), позволив менять практически все детали роликовых коньков на аналогичные, но уже других производителей.

Роликлӑ тӑркӑч // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%A0%D0% ... 3%91%D1%87

Калуга облаҫӗ/ генеральнӑй директорӗ Марк Стрела, «Зарядье» паркӑн садпа парк ӗҫӗн уйрӑмӗн ертӳҫи Игорь Сафиуллин, тӗкӗлтура ӗрчетес енӗпе ӗҫлекен «Бамблби Компани» компанин представителӗсем, «ЮГПОЛИВ КОРОЛЕВ АГРО» ОООн коммерцилле директорӗ Владимир Крючков тата ыттисем те.

Помоги переводом

Фестиваль асра юлмалла иртнӗ // Наталья КАЛАШНИКОВА. http://kanashen.ru/2023/07/14/%d1%84%d0% ... 82%d0%bde/

Оркестр хуҫи — Америкӑри радион «Нейшнл броднастинг компанин» ятлӑ чи пысӑк компани дирекцийӗ оркестра укҫа-тенкӗ енчен пачах пулӑшма пӑрахнӑ, ҫавӑнпа та Америкӑри пӗртен-пӗр чаплӑ коллективӑн ирӗксӗрех саланса кайма тивнӗ.

Помоги переводом

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Вӑл компани шутне «Чӑвашкабель» тата «Отделфинстрой» ҫурт тӑвакан компани кӗреҫҫӗ.

В состав компании входят «Чувашкабель» и строительная компания «Отделфинстрой».

Шупашкар мэрӗн чӗри тапма чарӑннӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/32710.html

Ҫавнашкал юлашки тӗслӗхсенчен пӗри – тӗнчери Сименс компанипе алӑ пусса ҫирӗплетнӗ килӗшӳ, кӑҫалхи ҫу уйӑхӗнче «ВНИИР» АУО пирӗн предприятин никӗсӗ ҫинче асӑннӑ компани Мускав метрополитенӗ валли, малашлӑхра вара «Мускав – Хусан» пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ чукун ҫул магистралӗн проектне пурнӑҫланӑ шайра продукци тӑратма электротехника компоненчӗсем туса кӑларакан производство уҫать.

Один из последних примеров – подписание соглашения с мировой компанией «Сименс», которая уже в мае этого года на базе нашего предприятия – открытого акционерного общества «ВНИИР» откроет производство электротехнических компонентов для московского метрополитена и в перспективе для поставки продукции для строительства высокоскоростной железнодорожной магистрали «Москва – Казань».

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2017) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?id=238588 ... &gov_id=49

Унтан та ытларах — компани панкурата тухать, ҫурта ҫӗнӗ управляющи компанин тытса тӑма тивӗ.

Более того, компания вступает стадию банкротства, посему управление домом будет передано новой управляющей компании.

Кивӗ ҫурта никам та тытса тӑрасшӑн мар // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/31089.html

1960 ҫулта «Даймлер» компани Jaguar компанипе пӗрлешнӗ.

В 1960 году компания «Даймлер» слилась с компанией Jaguar.

Готлиб Даймлер // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%93%D0% ... 0%B5%D1%80

«Югория» компани страхлакан компанисен хушшинче «Халӑх суйлакан рейтинг» уйрӑмра малти виҫӗ вырӑнтан юлашки ҫулсенче анса курман.

Среди страховых компаний в разделе «Рейтинг народного доверия» в последние годы «Югория» не опускалась ниже трех ведущих мест.

Сирӗнпе ҫыхӑну тытма эпир хавас // А. АСТРАХАНЦЕВА. «Авангард», 2020.12.11

Ун чухне Голланди ҫыннисен Ост-Инди текен компани пулнӑ, Магеллан проливӗ витӗр иртекен мӗнпур транзитпа ҫав усӑ курса тӑнӑ, Азине вӑл вӑхӑтра Хӗвеланӑҫӗнчен урӑх ҫулпа тухса кайма пӗлмен, ҫавӑнпа та мӗнпур суту-илӳ Ост-Инди компанийӗн ирӗкӗнче пулнӑ.

Тогда существовала голландская Ост-Индская компания, владевшая привилегией на весь транзит, осуществляемый через Магелланов пролив, а так как в то время другого морского пути в Азию через запад не знали, эта привилегия Ост-Индской компании связывала свободу торговли.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Pan American World Airways компани те Линдберга консультант пек ӗҫе илнӗ.

Pan American World Airways также наняла Линдберга в качестве консультанта.

Чарльз Линдберг // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A7%D0%B0%D ... 1%80%D0%B3

Пӗтӗм компани пӗр-пӗрин ҫине пӑхса илчӗ.

Помоги переводом

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

2021 ҫулта компани хӑйӗн продукцине Раҫҫейре кӑна мар, унӑн тулашӗнчи ҫӗршывсене те сутма пуҫлать.

Помоги переводом

Канашран продукцие ют ҫӗршывсене те ӑсатаҫҫӗ // Канаш ен. http://gazeta1931.ru/chuvashia/12000-kan ... -te-satacc

«АРКТО» компани 2023 ҫулта «Ҫулталӑк экспортерӗ» республика шайӗнчи конкурсра ҫӗнтернӗ, вак тата вӑтам предприятисем хушшинче «Машиностроени сферинчи ҫулталӑк экспортерӗ» номинацире иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ.

Помоги переводом

Канашран продукцие ют ҫӗршывсене те ӑсатаҫҫӗ // Канаш ен. http://gazeta1931.ru/chuvashia/12000-kan ... -te-satacc

Проекта «Газпром газораспределение Уфа» компани пурнӑҫланӑ.

Помоги переводом

Раҫҫейри нефтьпе газ форумӗнче Пушкӑрт Пуҫлӑхӗ виҫӗ ҫӗнӗ производство ӗҫне старт панӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/ekonomika/20 ... an-3778414

Метикасси ял тӑрӑxӗнче пурӑнакансене, «ВДС» общество ӗҫченӗсене ферма уҫнӑ ятпа «Вӑрнарти аш-какай комбиначӗ» компани президенчӗ Юрий Попов, «Авангард» обществӑн генеральнӑй директорӗ, ЧР Патшалӑx Канашӗн депутачӗ Николай Курчаткин, ЧР Патшалӑx Канашӗн aграри комитечӗн председателӗ Ceргей Павлов, ЧР ял хуҫaлӑx министрӗ Ceргей Артамонов, район администрацийӗн пуҫлӑxӗ Ceргей Беккер саламларӗҫ.

Помоги переводом

Ҫӗнӗ ферма - ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗceм // Юрий МИХАЙЛОВ. https://zivil.cap.ru/news/2021/05/25/n-f ... -n-virncem

Иван ашшӗн характерӗллӗ: мыскараҫӑ, компани чунӗ.

Помоги переводом

Анне ҫул ҫине пӑхать… // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/common_mater ... at-3766576

«Август» компани, Вӑрнарти хутӑш препаратсен завочӗ ачасен спортне аталантарни пирки каласа кӑтартрӗ.

Помоги переводом

Ҫуркунне илӗртет, ташӑ картине чӗнет! // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. https://putpobedy.ru/publikatsii/14252-c ... ine-ch-net

«Химик» спорт клубӗ «Август» компани пулӑшнипе пӗрремӗш хут ҫакӑн пек масштаблӑ мероприяти йӗркеленӗ.

Помоги переводом

Ҫуркунне илӗртет, ташӑ картине чӗнет! // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. https://putpobedy.ru/publikatsii/14252-c ... ine-ch-net

1873 ҫулта 4 чукун ҫул компани консорциумӗ кӗпере проектлама Томас Бауча хушнӑ, вӑл 480 м тӑршшӗ икӗ пролетлӑ ҫакӑнса тӑракан кӗпер тума сӗннӗ.

В 1873 году консорциум из 4 железнодорожных компаний поручил проектирование моста Томасу Баучу, который предложил подвесной мост с двумя пролётами по 480 м.

Фёрт-оф-Форт чукун ҫул кӗперӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A4%D1%91%D ... 1%80%D3%97

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней