Поиск
Шырав ĕçĕ:
Анчах та темиҫе ҫул иртсен, агентствӑн редакци политикипе килӗшменнине пула, Херша унӑн журналистла тӗпчевӗсен пӗтӗмлетӗвӗсене цензурӑсӑр тата кӗскетмесӗр пичетлеме килӗшмен хыҫҫӑн вӑл унтан пӑрахса кайма йышӑннӑ.
Сеймур Херш // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%B5%D ... 1%80%D1%88
Коллективлӑ Хӗвел Анӑҫ Раҫҫейри суйлав пӗтӗмлетӗвне йышӑнма килӗшменнине малтанах пӗлтерсе хучӗ.Так называемый коллективный Запад уже заранее заявил о непризнании итогов выборов в России.
Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven
Ҫав самантрах ашшӗне Атӑл ҫине кайма чӗннине, ун чух вӑл ниепле те килӗшменнине, халь хӑй ирӗкӗпех тухса килнине каласа парасшӑнччӗ.
XXI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Богданов ырхан хӗрарӑм килӗшменнине ӗненчӗ.
II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Йӗркеллӗ критик хӑйне килӗшменнине калама вӑтанса тӑмасть ӗнтӗ.
Пӳркел Шӳрелӗсен талпӑнуллӑ ӳсӗмӗ // Витатий Станьял. https://chuvash.org/news/36895.html
Арсентьев хӑйпе килӗшменнине директор аван туйрӗ, вара ӑна ку ыйтупа тек пӑлхантарас мар тесе, тӑрантасӗ ҫине хӑпарса ларчӗ те ҫулҫӑллӑ ҫулпа йывӑҫсем хушшине кӗрсе ҫухалчӗ.
27 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Айӑпли тунманнине, ҫав вӑхӑтрах килӗшменнине, вӑрҫӑшманнине, тарӑхманнине те кура хум, мӗнпур кӑсӑклӑха ҫухатса пачах пӗтрӗ, укӑлча хапхи хыҫне хӑйӑр айне анса путрӗ.
Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Ӗҫ пачах та килӗшменнине куҫкӗрет систерме тӑрӑшатчӗҫ.
XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
— Эсир шкула мӗншӗн пыма килӗшменнине пӑртак чухлатӑп, — мӗскӗннӗн кулчӗ хӗр учительница.
14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
Ашшӗн ҫилли тӑвӑнса килнине Шӑхаль ӑнланчӗ, ҫавӑнпа та вӑл пӗр-икӗ утӑм каялла чакрӗ, хӑй ҫапах та шухӑшне улӑштарма килӗшменнине пӗлтернӗн, куҫне тартмарӗ.
Ҫӗр ҫыннӑн — ҫӗр шухӑш // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
— Мӗн килӗшменнине тӳрех кала эсӗ, Андрей.
7 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.
Сирӗн цехра чуна килӗшменнине ҫеҫ пӗлетӗп, тен, чӑкӑлтӑш та-и?
1 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.
Хӑй килӗнче унӑн шухӑшӗпе килӗшменнине пуҫламӑш хут курчӗ.
VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ывӑлӗ килӗшменнине кура Макҫӑмпа Верук ытти хӗрсене суйлама тытӑнчӗҫ.
VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ҫапах ывӑлӗпе килӗшменнине Макҫӑм уҫҫӑнах пӗлтерме хӑймарӗ.
VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Пурӑна киле вӑл Кӗтерук ун чухне качча пыма килӗшменнине ытла та хӑранипе ҫухалса кайнӑран ҫеҫ пек ӑнланма тӑрӑшрӗ.
III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Хӗр ача хӑйне ӑсатма нимпе те килӗшменнине курса вӑл ӑна тӳрех тӑнлавран пачӗ.
16. Иккӗмӗш Урасмет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Эпӗ килӗшменнине кура, Митя сиксе тӑчӗ те шӗвӗр грифелепе мана ҫурӑмран тӑрӑнтарчӗ.
Шкула ҫӳреме пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Ятман тек тавлашма шутламарӗ, анчах хӑй унпа килӗшменнине те пытармарӗ:
I // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Студентсем Раҫҫей политикине хирӗҫ пулнӑ иккен, ҫапла майпа вӗсем хӑйсем килӗшменнине кӑтартасшӑн пулнӑ.
Теракт тума хӑтланнӑшӑн Уфа студенчӗсене арестленӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/news/terrora-khir-/20 ... en-3014009