Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

килкелесе (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Халӗ вара килкелесе каять Кӳлхӗрринчен темле хӗрарӑм эрнере пӗрре, кӑмӑлӗ лайӑх чух — иккӗ.

Помоги переводом

Чи хӑрушши — упа мар… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

— Ывӑлсем килкелесе каяҫҫӗ, кашни кун тенӗ пекех ҫыру ҫыраҫҫӗ.

Помоги переводом

Вуннӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

— Сана, паллах, Шупашкарта пӗр-пӗр ӗҫе вырнаҫсан авантарах пулмаллаччӗ, вара эсӗ пирӗн пата та час-часах килкелесе кайма пултараттӑн.

Помоги переводом

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Сайра хутра утара Мишша тете ачисем килкелесе каятчӗҫ.

Помоги переводом

Мишша тете // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 103–108 с.

Йӑкӑнат хушӑран килкелесе кайнӑ.

Помоги переводом

8 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Юрать-ха мӑнукӗ Антон килкелесе каять.

Помоги переводом

Юрату асапӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

— Ҫавна ыйтасшӑнччӗ тата эп санран: Васса килкелесе каять-и?

Помоги переводом

XXIX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Маринэпе Таранов хваттерне килкелесе ҫӳренӗ ҫул Наталь тахӑш заводра слесарьте ӗҫлетчӗ.

Помоги переводом

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Ара, килкелесе ҫӳретчӗ ҫав.

Помоги переводом

III // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 22-29 с.

— Хутранситрен сан пата килкелесе ҫӳретчӗ.

Помоги переводом

III // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 22-29 с.

Ара, Кӗлсултан кинемей хӑшпӗр чухне Укаслу патне хӑй те килкелесе тухать те, тӑлӑхскере шеллесе те илет.

Помоги переводом

Кӗтме пӗлекенсем телейлӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вулӑс ялӗнчен пуп килкелесе кӗлтӑвать.

Помоги переводом

Ҫу, ҫумӑр! // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ашшӗ пӗччен пурӑннӑ чух, лешӗ ача чухне усал, киревсӗр сӑмахсемпе хӑртнине пӑхмасӑрах, Анук тӑван килне-йӗрне пӗччен те, ҫемйипе те курма килкелесе каятчӗ-ха, хӑлтӑр-халтӑрланнӑ кил-ҫурт ҫаврашне ӗренкӗне кӗртсе хӑваратчӗ, укҫа-тенкӗпе те пулӑшкалатчӗ.

Помоги переводом

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Лена амӑшӗ патне килкелесе кайнӑ-ха, анчах та, Таиҫ аппа малтан пысӑк чӑхсем патӗнче ӗҫленӗ пирки, чӗпӗсем патӗнче пӗрре те пулса курман.

Помоги переводом

II // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

— Чипер кай, килкелесе лар ҫапла, — терӗ вӑл, унтан, суранӗ ҫине кӑтартса, хушса хучӗ:

Помоги переводом

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Вӑл килкелесе ҫӳренине Сантӑрпа Наҫтик хӑнӑхса ҫитнӗ ӗнтӗ.

Помоги переводом

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кӳршӗри шӑмӑршӑсем вара Шӑхрана та пӑч-пач кӑна килкелесе каяҫҫӗ: килти нушана йӳнеҫтерме вӗсем е Юхма пасарне ҫӳреҫҫӗ, е Чӗмпӗре каяҫҫӗ.

Помоги переводом

Ҫул — малалла // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пурӑнасса хӑй Касимовра пурӑнать, теплере-пӗрре кунта килкелесе каять.

Помоги переводом

19. Мускав тулашӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хутран-ситрен килкелесе ҫӳретӗн.

Помоги переводом

16. «Ывӑлусем хитре сан, ҫӗрпӳ» // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ашшӗ, Тукай мӑрса, килкелесе каять вӑрман варринчи яла, хӗрӗ темиҫе ҫул ӗнтӗ нимле хыпар та памасть.

Помоги переводом

3. Воеводӑсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней