Поиск
Шырав ĕçĕ:
керемре (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
31. Унта ҫитсессӗн, вӑл йӑхташӗсене чӗнсе пуҫтарнӑ, парне вырӑнӗ умне священниксене тӑратнӑ, керемре пулнисене те чӗнтернӗ, 32. вара киревсӗр Никанорӑн пуҫне, аллине — усал ҫын, каппайланса, Пурне те Тытса Тӑраканӑн сӑваплӑ Ҫурчӗ енне тӑснӑ алла — кӑтартнӑ та 33. ҫылӑхлӑ Никанорӑн чӗлхине касса илме, ӑна вакласа кайӑксене пӑрахса пама, ӑссӑрӑн аллине вара Турӑ Ҫуртне хирӗҫ ҫакса хума хушнӑ.
2 Мак 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Маккавейпа пӗрле пулнӑ ҫулпуҫсем Досифей тата Сосипатр ҫавӑнта кайнӑ та Тимофей керемре хӑварнӑ ҫынсене, вунӑ пин ытла ҫынна, тӗп тунӑ.
2 Мак 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Керемре ларакансем Трифон патне элчӗсем янӑ: вӗсем ӑна хӑйсем патне пушхир урлӑ пыртарасшӑн пулнӑ, апат-ҫимӗҫ ярса пама ыйтнӑ.
1 Мак 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ионафан Иерусалима пынӑ та ҫав ҫырӑва пӗтӗм халӑх тата керемри ҫынсем илтмелле сасӑпа вуласа панӑ; 8. патша ӑна ҫар пухма ирӗк пани ҫинчен илтсессӗн, пурте хӑраса-сехӗрленсе ӳкнӗ; 9. керемре пурӑнакансем саклата илнӗ ҫынсене ирӗке кӑларса Ионафана панӑ, вӑл вара вӗсене ашшӗ-амӑшӗ патне килӗсене янӑ.
1 Мак 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Ҫав хушӑра керемре тӑракансем Израиле сӑваплӑ Ҫурт таврашӗнче хӗссе пурӑннӑ, ӑна яланах сӑтӑр тӑвасшӑн пулнӑ, суя тӗнлӗ ҫынсене пулӑшма тӑрӑшнӑ; 19. вара Иуда вӗсене хӑваласа кӑларма шухӑш тытнӑ, вӗсене хупӑрласа илмешкӗн пӗтӗм халӑха чӗнсе пухнӑ.
1 Мак 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Вара Горгий пилӗк пин ҫуран ҫын тата пӗр пин чи лайӑх юланутҫӑ илнӗ те, ҫакӑ ҫар, 2. иудейсен ҫарне пӗр кӗтмен ҫӗртен тапӑнса аркатса тӑкас тесе, ҫӗрле тапранса тухнӑ; керемре пурӑнакансем вӗсене ҫул кӑтартса пынӑ.
1 Мак 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Давид ҫав керемре пурӑннӑ, ҫавӑнпа ӑна Давид хули тесе ят панӑ.7. Давид жил в той крепости, потому и называли ее городом Давидовым.
1 Ҫулс 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницы:
- 1