Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

каять (тĕпĕ: кай) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тӑхтава тухма систерсе, шӑнкӑрав сасси янӑраса каять.

Помоги переводом

3 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Тем чухлех кирлине те хаклине шырасан-шырасан, вӑл ним туса та тупӑнмасан, ҫав хушӑрах хакли таҫта ҫывӑхрах, юнашартах пек туйӑнсан, ҫыннӑн тӑрук вӑй пӗтсе, кун ҫути тӗксӗмленсе каять.

Помоги переводом

2 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

— Сан пурпӗр аҫу-аннӳ ҫок… — ҫапла калать те, хӑй вырӑнсӑр лаплаттарса хунӑшӑн аванмарланса, хӗрелсе каять.

Помоги переводом

2 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Прожекторсен ҫутинче тин кӑна ҫунӑ юр пек шуррӑн курӑнакан ракета, яш ҫӗкленсе, сывлӑшра ҫеккунтан темиҫе пайӗ чухлӗ асар та писер ҫатӑртатса тӑрать, кайран, хӑйне аялтан темле асамлӑ вӑй пырса тапнӑн, ярр хӑпарса каять тӳпенелле.

Помоги переводом

2 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

— Ан суй! — хаярланса каять Ваҫук.

Помоги переводом

1 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Ваҫук, тек вӗҫме хевте юлманнипе, лаштра та ем-ешӗл юман ҫатрашкисенчен ҫакланать, кӗҫ-вӗҫ ҫӗрелле персе анас чух… вӑранса каять, куҫне уҫать.

Помоги переводом

1 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Ваҫук, пӗтӗм вӑй-халне пухса, чӑнкӑ ҫырантан тапса ярса ҫӳлелле сикет, аллисемпе хӑлат евӗр хӑлаҫланса, яр вӗҫсе каять.

Помоги переводом

1 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

— Эпир килтӗмӗр уш вӑрҫӑран! — кӑшкӑрать те Шӑнкӑрч, чупса пырса, алӑка тул енчен сӑлӑп хурать; кушак шӑтӑкӗнчен чиксе, тепре тӑрслаттарать пӑшалпа; шалта мӗн пулса иртнине пӑхса тӑмасӑрах, килнелле ӳсӗр ҫын пек лап-лап утса каять.

Помоги переводом

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Ҫул, пӑрӑнса, вӑрманалла авкаланса кӗрсе каять.

Помоги переводом

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Тӗве курпунӗ евӗр икӗ тӗмеске хушшинче ача-пӑча таврашӗ хӑюсӑррӑн пӑхкаласа ҫывхарни курӑнса каять.

Помоги переводом

Саккӑрмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

— Сапсайкин ачи палт тӳнсе каять эсӗ шӑхӑрттарнӑ-шӑхӑрттарман.

Помоги переводом

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Вара тырӑ мӗнпур пӳрнесем хушшипе сӑвӑрӑнса, лайӑх сапаланса каять.

Помоги переводом

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Ых, сана курсан, пӗлетне, хамӑн арҫын ача пулас килсе каять кашнинчех.

Помоги переводом

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Шӑнкӑрч каптӑртатса кӗрсе тӑнине курсан, ултӑ-ҫичӗ ачи хушшинче пуслӑх чӗп чӑххи евӗр тӗмсӗлсе ларнӑ Сӑпани аппӑшӗн сӑнӗ сасартӑк ҫуталса каять.

Помоги переводом

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Анаталла, Кипеккассинелле, хаваспа йӑкӑштатса анса каять Шӑнкӑрч.

Помоги переводом

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Сӑртлӑрах вырӑна хӑпарса ҫитсен, сӗтел ҫине ӑста художникӑн ӳкерчӗкне кӑларса хунӑн, сасартӑк куҫ туллин курӑнса каять Кипеккасси ялӗ.

Помоги переводом

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Тӗлӗнмелле янӑравлӑ вӑл: ҫухрӑм-ҫухрӑм ҫурӑра иртсе пыракан тулли ҫуна тупанӗ чӗриклетсе ҫухӑрни те ҫумра хӑйӑ чӗлнӗ чухнехиллех илтӗнет; ҫырма-ҫатра таврашӗнче кашкӑр таврашӗ кӗскен «У-у-а-у» туса илни ҫурӑм тӑрӑх, кӗпе айӗпе, сиввӗн хӑпарса каять; питӗ аякри алӑксем шалтӑртатса хупӑннине те итлеттерет сана хӗллехи ҫӗрӗн асамлӑ шӑплӑхӗ.

Помоги переводом

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

— Ваше императорское величество! — янраса каять Питӗр хулин аслӑ урамӗнче.

Помоги переводом

Иккӗмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Услантӑр мучин сӑмахӗ тӑрӑх, акшар чулне якатса сарнӑ урамра таканланӑ лашасем шак-шак тутарса пыраҫҫӗ; акӑ, темтепӗр ҫакса чиперлетнӗ урхамахсем, вӗҫкӗннӗн кукалесе, ретӗн-ретӗн тӑрса тухаҫҫӗ; часах таҫтан аякран чӑлт-шурӑ лаша утланнӑ йӑлтӑр-ялтӑр тумлӑ ҫын-чин сумлӗн килни курӑнса каять.

Помоги переводом

Иккӗмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Ҫапла ыйтса шӗвӗрсене юри пӑвӑртакан мучине Кулинейккӑн, кӑштах тарӑхса, каллех сухалӗнчен туртса илес килсе каять: юмахна кала, юмахна!

Помоги переводом

Иккӗмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней