Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫапла ҫемйипе пуҫтарӑнаттӑмӑр та, пурнӑҫ йывӑртараххине те, тӗнчере вӑрҫӑ пынине те манса каяттӑмӑр.
II // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.
Вӗсем ҫинчен нумай калаймастӑп, мӗншӗн тесен ирпе ирех, лаша кӳлсе, вӑрмана тухса каяттӑмӑр та ҫӗрле тин хваттере таврӑнса кӗреттӗмӗр.
Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Сулнӑкра юр ӑшне йӑванса каяттӑмӑр, тӗрткелешеттӗмӗр, выляттӑмӑр, ҫырмара йӑваланаттӑмӑр…
Вӑрманхӗрри Шӑхаль. Вӑта касӑм, Вӑта кас // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 95–102 с.
Ферма тенӗрен, ҫуркунне эпир ун патӗнчи кӗпер айӗнчен шыв хӑватлӑ сиксе юхнине пӑхма каяттӑмӑр.
Пирӗн урам тӑвалла // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 73–90 с.
Эпир те чӑмпӑлтатма каяттӑмӑр.
Пирӗн урам тӑвалла // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 73–90 с.
Кайран Комсомольскине 10 ҫухрӑм утса каяттӑмӑр, уроксем хыҫҫӑн каялла килеттӗмӗр.
Йывӑрлӑхсене ҫӗнтерсе пынӑ // Анна Ежергина. http://kasalen.ru/2023/12/01/%d0%b9%d1%8 ... %bd%d3%91/
Ҫу кунӗсенче ҫара уран ҫӳренӗ, шкула та ҫаплах каяттӑмӑр.
Йывӑрлӑхсене ҫӗнтерсе пынӑ // Анна Ежергина. http://kasalen.ru/2023/12/01/%d0%b9%d1%8 ... %bd%d3%91/
Эпир те хӗлле пиччепе иксӗмӗр каяттӑмӑр.
Березовка – вӑрҫӑ ҫулӗсенче // Анастасия СЕМЕНОВА. http://hypar.ru/cv/comment/reply/10662
Эпир те, ачасем, кӗштӗртететтӗмӗр, пӑчкӑпа йывӑҫ касаттӑмӑр, тураттисене иртеттӗмӗр, шаршанласа купалаттӑмӑр, унтан чугун ҫул ҫине /пирӗн ялтан тӑватӑ ҫухрӑмраччӗ вӑл/ илсе каяттӑмӑр.
Березовка – вӑрҫӑ ҫулӗсенче // Анастасия СЕМЕНОВА. http://hypar.ru/cv/comment/reply/10662
Хӑш чух тавлашса та каяттӑмӑр.
XXV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Астӑватӑп-ха: вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи ҫулсенче урапа ҫине пӗр михӗ ҫӗрулми хураттӑмӑр та ҫирӗм-ҫирӗм пилӗк ҫухрӑмри Шӑмӑршӑ еннелле е Кӗтне тӑрӑхне вутта тухса каяттӑмӑр.
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Унпа пӗрлех эпир районти культура ҫурчӗ ҫумӗнчи драмкружока та ҫырӑннӑччӗ, спектакльсем лартма кӳршӗ ялсене каяттӑмӑр…
Ҫӑлӑнӑҫ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 105–115 с.
Кашни ир, стена ҫинчи куккуклӑ кивӗ сехет саккӑр ҫурӑ ҫитнипе пӗлтерсе авӑтсан, эпир, иксӗмӗр те, хутпа чӗркенӗ кӑнтӑрлахи апат йӑтса, ӗҫе тухса каяттӑмӑр, пӳрте питӗрсе хӑвараттӑмӑр.
Ҫӑлӑнӑҫ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 105–115 с.
Ирҫекасси урлӑ Выл пасарне каяттӑмӑр ҫамрӑк чух.
3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
«Вуншар куна каяттӑмӑр, броньлӗ жилетсӑр та йӑтмалли сахал мар пулнӑ.
«Хӗрес ҫакмасӑр ҫӳреместӗп» // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... cyremestp/
Чӑнах, ҫакӑн пек лайӑх йышран чутах тухса каяттӑмӑр вӗт.
8 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.
Ун чухне табак илме каяттӑмӑр.
Махорка туртсан йытӑ ҫыртмасть // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 41–47 с.
Тарӑн курӑкпа ешерекен Анаткас ҫырми тӑрӑх сӑрт хӗррине хӑпараттӑмӑр, пӗри ӳплери хуралҫӑна сӑнама тӑрса юлатчӗ, ыттисем, пӗшкӗнсе, пӑрҫа ани ӑшне кӗрсе каяттӑмӑр.
Махорка туртсан йытӑ ҫыртмасть // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 41–47 с.
Ҫул ҫинче эпир пушӑ ҫунашкана туртнӑ Вихтӑр мучие хӑваласа ҫитсе иртсе каяттӑмӑр.
Махорка туртсан йытӑ ҫыртмасть // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 41–47 с.
Эпир, ҫӑпата сутма тухнӑ ял ачисем, Вихтӑр мучи кӑшкӑрашнине ҫӑвара карсах итлеттӗмӗр, хамӑр пасара мӗншӗн тухнине те манса каяттӑмӑр.
Махорка туртсан йытӑ ҫыртмасть // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 41–47 с.