Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

картӑсем (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пирӗн халӗ ҫӗр чӑмӑрне тӗрӗс, тӗпле ӳкерсе тунӑ картӑсем пур.

Мы имеем теперь подробные и правильные карты земного шара.

Ҫӗр чӑмӑрӗн картти // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Малтанхи картӑсем пит ансат пулнӑ.

Сначала карты были очень просты.

Ҫӗр чӑмӑрӗн картти // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Мӗн авалтанпах этемсем картӑсем ӳкерме тытӑннӑ.

С древних времен люди стали чертить карты —

Ҫӗр чӑмӑрӗн картти // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Картӑсем плансенчен хӑйсен масштабӗпе уйрӑм тӑраҫҫӗ.

Географические карты отличаются от планов масштабом.

Планпа географи карттине танлаштарни // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Ку картӑсем ҫине пурин ҫине те ҫӗрӗн пӗчӗк талккӑшне ӳкернӗччӗ.

На всех этих планах изображено небольшое пространство земли.

Географи картти мӗн вӑл? // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Кӗнеке ҫумне плансемпе картӑсем ҫыпӑҫтарнӑ.

К учебнику приложены план и карты.

Малтан паллаштарни // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Вӑл ҫӗршывсем пит инҫетре пулин те, ҫапах вӗсене тӗпчесе пӗлнӗ, вӗсем ҫинчен шкулсенче вӗрентсе йӑлӑхтарнӑ, картӑсем ҫине те пичетлесе кӗртнӗ.

Те страны, как ни далеки они, все же разведаны, поделены и занесены на скучные школьные карты.

VI сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Александр Яковлевич ҫамкине пӗркелерӗ, полевой сумкинчен (картӑсем хуракан сӑран сумкӑран) хут татки кӑларчӗ те темиҫе сӑмах ҫырчӗ.

Александр Яковлевич насупился, вытащил из полевой сумки клочок бумаги, написал несколько слов.

1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Картӑсем ҫинче ку юханшыва палӑртман, анчах манӑн асра вӑл яланлӑхах сыхланса юлчӗ.

На картах эта река не помечена, но моя память сохранила её навсегда.

Пирвайхи кун // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Ҫавӑнпа та ҫак паха кун вӗҫленнӗ тӗле нимӗҫсен «штаб вӑрманӗ» (ӑна картӑсем ҫинче тата донесенисенче ҫапла каланӑ) инҫетри тыл пулса юлнӑ, пирӗн ҫарсем пӗрре чарӑнса тӑмасӑр, нимӗҫсене вӑйлӑран вӑйлӑ ҫапа-ҫапа малалла шунӑ, ҫавӑнпа та Горбунов хӑйсен команди валли йышӑннӑ блиндаж кирлӗ те пулман.

Потому к исходу этого славного дня «штабной лес» – так его именовали на картах и в донесениях – оказался у нас в глубоком тылу, и наши войска продолжали безостановочно продвигаться, наращивая удары, так что блиндаж, занятый Горбуновым для своей команды, не понадобился.

17 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948

Капитансем иккӗшӗ те, аллисене карандашсем, резинкӑсем тата линейкӑсем тытса картӑсем ҫинче хӑяккӑн чалӑшса выртнӑ.

Оба капитана полулежали на них с карандашами, резинками и линейками в руках.

2 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948

Страницы:
  • 1

Сайт:

 

Статистика

...подробней