Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ним хускалмасӑр, ҫӑварне карса тӑчӗ Чартков картина умӗнче, юлашкинчен, курма килнӗ ҫынсемпе художниксем пӗчӗккӗн шавлама пуҫласан тата картина пахалӑхӗ ҫинчен калаҫма тытӑнсан, унтан вара хӑйӗнчен картина пирки мӗн шутланине каласа пама ыйтсан ҫеҫ вӑл тӑна кӗчӗ; вӑл хӑйне нимрен те тӗлӗнмен пек кӑтартасшӑн пулчӗ, сивӗ чунлӑ художниксем евӗр ӑна хурласа пӑрахас тесе: «Паллах, художникӗн таланчӗ ҫук мар, ӳкеркеленӗ, шухӑшӗ пурри те сисӗнет, анчах чи кирлине илес пулсан…» текен сӑмахсем каласа хурасшӑн пулчӗ.
Пӗрремӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.
Картина ҫине тинкерсе пӑхакансем мӗн тери шӑппӑн тӑнине каласа пама та йывӑр — пӗр ҫын хускалмасть, нимле сасӑ та илтӗнмест; картина вара ҫав хушӑра кашни минутрах ҫӳлерен те ҫӳле ҫӗкленнӗн туйӑнса тӑчӗ; вӑл ытти картинӑсенчен уйрӑлнӑҫемӗн уйрӑлса пычӗ, юлашкинчен художник таҫтан пӗлӗтрен аннӑ шухӑша пула тума пултарнӑ пӗр самантлӑ ӗҫ пулса тӑчӗ, ҫыннӑн мӗнпур пурнӑҫӗ ҫак пӗр самантлӑ чаплӑ ӗҫ тума хатӗрленни кӑна иккен.
Пӗрремӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.
— Пирӗн картина, — терӗ вӑл, эпӗ, капла каласан, кӑштах ҫухӑрса ямарӑм, мӗншӗн тесен, «пирӗн» тени мана та ҫак картинӑна ӳкерекен вырӑнне хуни пулчӗ, — пирӗн картина хамӑр халӑх ҫинчен, халӑхӑн тулса ҫитнӗ тарӑхӗ ҫинчен, ахаль ҫынсен паттӑрлӑхӗ ҫинчен.
6 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Халӑха мӗн усӑ тӑвасси ҫинчен шухӑшламасӑр картина хыҫҫӑн картина сӑрлатпӑр — ӗлкӗресчӗ ҫеҫ ҫӗнӗ выставкӑна!
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.
Йӑл-йӑл кулакан Макар мольберт ҫине тӳртӗн вырнаҫтарнӑ ҫӗнӗ картинӑна пит енӗпе ҫавӑрса лартсан, Лавр тӗлӗннипе ахлатса ячӗ; ҫуллӑ сӑрсемпе ӳкернӗ картина ҫинчен чипер пике пӑхса ларать.
IX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
Сасартӑк, — хавхаланӑвӑн телейлӗ саманчӗсенче яланах ҫапла, — Шуан ӳкермен картинине уҫҫӑн, мӗн пур вак-тӗвеклӗхпе кӑларса тӑратрӗ; ку картина, сюжечӗ хальлӗхе тупӑнайманран, ӑспа фантазин тӗксӗм тӑрӑмӗнче салхуллӑн шухӑшлаттарать, — анчах уҫӑмлӑ плансӑр, мӗн шырани ҫиелтен те пулин палӑрмасӑр; темӗнле капмар та хӑватлӑ япала туса хурас кӑмӑл-туйӑм асаплантарма чарӑнмасть.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 305–313 с.
Аставатӑп-ха, вӑл пӗр художник ӳкернӗ картинӑсен выставкинче пулса, ачаҫем ҫинчен ӳкернӗ картина пирки питӗ тарӑхса калаҫрӗ:
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.
Ҫак киле пырса кӗрсенех Василий Максимович картина умӗнче чарӑнса тӑнӑ та вырӑнти художникпа хваттерӗн малтанхи хуҫине тӑрлавсӑр картинӑшӑн сасӑпах вӑрҫса илнӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Парне пама картина илтӗр пулсан, картина рамки ҫумне кӗмӗл пластинка ҫирӗплетме юрать.Иногда можно видеть прикрепленную к раме картины большую серебряную пластинку.
Кама мӗн парнелемелле? // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Пӗррехинче вӑл картина илсе килсе стена ҫумне ҫакрӗ, — ҫав картина ҫине ӳкернӗ виҫӗ ҫын, пӗр-пӗринпе хавассӑн калаҫса, ҫӑмӑллӑн таҫталла каяҫҫӗ.Однажды он принес и повесил на стенку картину — трое людей, разговаривая, шли куда-то легко и бодро.
III // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Анчах поезд, картина хыҫҫӑн картина улӑштарса, пӗрмаях малалла вӗҫтерсе пынӑ.
XXVII // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Картинӑсене лайӑх пӗлекенсем те, дилетантсем те пулманнипе вӗсем кашни картина умӗнчех чарӑна-чарӑна тӑмарӗҫ, хӑйсене ирӗксӗрлемерӗҫ: кӗтмен ҫӗртен вӗсене темле уҫӑ савӑнӑҫ ҫавӑрса илчӗ.
XXXIII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Пурте ҫӗнӗ картина умне чӗркуҫленсе ларнӑ, настоятель вара: «Ҫук, ҫын хӑй ӑсталӑхӗпе кӑна ҫакӑн пек картина ӳкерме пултараймасть: санӑн кистьпе ҫӳлти таса вӑй ӗҫленӗ, сана турра кӗлтуни пулӑшнӑ», тенӗ.
Иккӗмӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.
Ҫуралнӑ ачи патне пӗшкӗнсе ун ҫине ӑшшӑн пӑхса тӑракан турамӑшӗн сӑнӗ лӑпкӑ та ачаш пулни, турӑ евӗр ачан тем япала курнӑ пек инҫете пӑхакан куҫӗсенче, пысӑк ӑс-тӑн пулни, ачаран тӗлӗнсе ун ури патне чӗркуҫленнӗ патшасен чаплӑ сӑнӗ тата картинӑра сисӗнсе тӑракан шӑплӑх — ҫаксене пурне те килӗшӳллӗ, илемлӗ те вӑйлӑ тунӑ, ҫавӑнпа картина кашнинех хӑй патне туртнӑ.
Иккӗмӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.
Унӑн картинине йышӑнман, пӗрремӗш вырӑнта хӑйӗн ученикӗ тунӑ картина пулнӑ.
Иккӗмӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.
Ман атте шалти вӑйлӑ туйӑмӗпе кашни таларах шухӑш пуррине туйса илнӗ; историллӗ живопись тенине лайӑх ӑнланнӑ; Рафаэль, Леонардо да Винчи, Тициан, Корреджио ӳкернӗ ахаль ҫын пуҫнех, ахаль портретах мӗншӗн историллӗ живопись теме юранине, художник хӑй историллӗ картина тӑвас тесе тунӑ пысӑк картина мӗншӗн tableau de genre кӑна пулнине лайӑх пӗлнӗ.
Иккӗмӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.
Чартков ҫак таса мар картинӑсем умӗнче нумай вӑхӑт хушши вӗсем ҫинчен ним шухӑшламасӑр тӑчӗ, ҫав хушӑра фризӑвӑй шинель тӑхӑннӑ лавкка хуҫи, вырсарникунранпа та сухалне хырманскер, ӑна мӗнле картина килӗшни ҫинчен ыйтса пӗлмесӗрех паҫӑртанпах вӗсен хакӗсене каласа тӑрать.
Пӗрремӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.
Ытла ирсӗр вӑл, ун патӗнчен иртсе каймассерен, пурте ун ҫине сура-сура хӑвараҫҫӗ; хӗрарӑмсем вара, алӑри ачи макӑрма тытӑнсанах, ӑна ҫав картина патне илсе пыраҫҫӗ те: пӑх ав, мӗнле ӳкерсе хунӑ! — теҫҫӗ, ачи вара, куҫҫульне чарсах, картина ҫине хӑяккӑн пӑхса, амӑш кӑкри ҫумне лӑпчӑнать.
Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Тимӗрҫӗ ҫав картинӑна пысӑк хӑма ҫине ӳкерсе тӑрмашнӑ вӑхӑтра, шуйттан ӑна чунтанах чӑрмантарма тӑрӑшнӑ: курӑнми пулса чавсинчен те тӗрткеленӗ, лаҫри вучахран ывӑҫласа илнӗ кӗлпе те сапса пӑхнӑ ҫав картина ҫине; анчах, апла пулин те, тимӗрҫӗ хӑй ӗҫне чиперех туса пӗтернӗ.
Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Унччен Юргин хӑйӗн пулас пурнӑҫне темшӗн уҫӑмсӑррӑн, уйрӑм пайсемпе, ҫуллӑ сарӑпа ӳкернӗ картина ҫине каҫ пулас умӗн пӑхнӑ пек курнӑ; халь вара пуласлӑх, Ленӑна юратнипе ҫуталнӑскер, пӗтӗм тӗспе йӑлтӑртатса тӑрать тата вӑл, мастерсем хӑйсем юратакан картинӑсем ҫинчен каласа кӑтартнӑ пек, ун ҫинчен пӗр чарӑнмасӑр калама пултарать.
XV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.