Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫӗр чӑмӑрӗ ҫатма евӗр тикӗс тесе никам та калаймӗ.
4 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.
Ҫук, хӗртен халь хистесе ыйтсан та ним те калаймӗ вӑл.
Хула пӑтӑрмахӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.
Никам калаймӗ вӗсем пӗр пӗрне юратмасӑр пурӑннӑ тесе.
4 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html
Вӗсем никама та чир ертмен тесе никам та шантарса калаймӗ.
Улталаймарӗҫ. Улталаймӗҫ // Николай АНТОНОВ. http://alikovopress.ru/ultalajmarec.-ult ... ajmec.html
Никам та ӑна икӗ урасӑр инвалид тесе калаймӗ.
11 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.
Чӑнах та, пӗрремӗш хут куракан ҫын ҫак хӗрарӑм вун виҫӗ ҫул пуп матушки пулнӑ тесе калаймӗ, пӗр иккӗленмесӗрех, ку хӗр тин ҫеҫ пӗр-пӗр гимназирен вӗренсе тухнӑскер пулӗ-ха тесе шутлӗ.
Петӗрпе матушка // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Ӑна калаймӗ юмӑҫ та…»
XXVI // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.
Ах, хӗрӗ, калӑн, пирӗшти, — Калаймӗ сиввӗн кӳрӗш те, — Пӑхсассӑн, ҫук, куҫна илеймӗн, Ӑҫта ху пулнине пӗлеймӗн, Пачах ҫухатӑн ӗс-тӑнна, Юрать, курмастӑн ху сӑнна.
XIV // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.
Сухарев малашне нихӑҫан та ман ҫинчен хурланмалла сӑмах калаймӗ!
V сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Симфони оркестрӗ текен япала мӗн иккенне вӑл ҫапах та тӗплӗн ӑнланса ҫитеймерӗ, ҫавӑнпа унашкал йыш кашни хуларах кирли-кирлӗ марри пирки нимех те калаймӗ.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Никам та, нимӗн те калаймӗ вӗсене кун пирки.
Юрий // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.
— Хам мӗнле каланӑ пек: урӑх ҫын никам та сире хӑйӗн тесе калаймӗ, пуринчен ытла Морис-мустангер.— То, что я сказал: никто другой не назовет вас своей, а в особенности Морис-мустангер!
ХLVIII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Ку ыйтӑва хирӗҫ вӑл нимӗнех те калаймӗ, — тесе шанса тӑраттӑм.
VI сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
— «Акӑ кур, эпӗ санӑн хӗрне епле юрататӑп, мана эсӗ нимӗн те калаймастӑн, хӗрӳ те нимӗн те калаймӗ», — тесшӗн мар-ши вӑл?»
VII // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.
Чӑн-чӑн вӑрҫниех пулчӗ-и ку вӗсен, Таня татсах та калаймӗ, анчах вӗсен хушшинчи хирӗҫӳ шӑпах ҫак самантран пуҫланчӗ, ҫак нишлӗрех ача вара унӑн ӑспуҫне малтанхи кунсенчен ытларах ҫавӑрса илчӗ.
VII // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.
— Ырӑ пикеҫӗм, куна ӗнтӗ Мартын Задека та калаймӗ.
IX // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
— Пӗлтерӗр инкӳне, — ҫине тӑрсах каларӗ Обломов, — вара эпӗ сирӗн патра кунӗпех пурӑнма пултаратӑп, никам та ним калаймӗ…
III сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Хӑшпӗрисем вара вӑл пачах хирӗҫ тавӑрса калаймӗ, пултараймӗ тесе шутланӑ.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Малалла вара ҫирӗппӗн, Раҫҫей парламенчӗн ҫӳлти палатинчи лару-тӑрӑва пӗлсе-ӑнланса калаҫрӗ: «Ҫӗр ҫинче пирӗн ҫарсем ҫапӑҫмӗҫ, авиаципе кӑна усӑ кураҫҫӗ - вӑл ӑнӑҫлӑ ӗҫлени ҫинчен МИХсенчен пӗлетӗр. Пирӗн ҫар ҫыннисем унта мӗн вӑхӑт пулӗҫ - хальлӗхе никам та татса калаймӗ».
Депутат мандатӗнчен пуҫласа Шупашкар шыв управӗ таран // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2015.10.07, 196№
3. Ҫавӑнпа калатӑп сире: Турӑ Сывлӑшӗ пӗлтернипе калаҫакан никам та Иисуса ылханаймӗ; Таса Сывлӑш пулӑшмасан никам та Иисуса Ҫӳлхуҫа тесе те калаймӗ.
1 Кор 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1
- 2