Поиск
Шырав ĕçĕ:
ЗАГСа каймасӑрах пӗрлешрӗҫ.
Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Анчах, кӗлеткипе патвар пулин те, тӳрӗ лапӑллӑ урине пула хӑй ӳсӗмӗнчи ҫамрӑксемпе пӗрле салтака каймасӑрах юлчӗ.
Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Ялти сатур ҫынсем те аякка каймасӑрах, тӑван тӑрӑхрах, тӑрӑшма пултараҫҫӗ.
Вырма ҫитет, уй-хире чӗнет... // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11113-vy ... ire-ch-net
— Ӑна каймасӑрах пӗлетпӗр-ҫке, чӗрепе туйса тӑратпӑр, — ашшӗ сӑмахӗнчи ӳпкеве йышӑнманнине систерсе каларӗ Укахви.
II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Банка каймасӑрах, онлайн мелӗпе, мобильлӗ приложенисем урлӑ та илме май пур.
Вӑрмарсем гражданла тивӗҫне пурнӑҫларӗҫ // Э.МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9783-yalta-p ... nsem-valli
Эпӗ Хусана каймасӑрах арӑм тупма пулать пулӗ тетӗп-ха.
8. Каҫхи калаҫу // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
— Пыр та пӑх Яка Петӗре: чирӗнчен те юсанчӗ, ҫуртне те кивҫене каймасӑрах кермен пек туса лартрӗ.
1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Анчах та, Лосьпа Гусев ун еннелле утма пуҫласанах, йӗнерӗ ҫине йывӑррӑн сиксе хӑпарчӗ, унтан вӑрӑм пӳрнипе юнарӗ, чупса каймасӑрах вӗҫсе ҫӗкленсе каллех ҫӗре анса ларчӗ, чӑйӑлти-йӑнкӑрти, ҫинҫе сассипе татах кӑшкӑрашать, хуҫса пӗтернӗ ӳсен-тӑран ҫинелле кӑтартать.
Марс // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Каблуков штатски ҫын пулмасӑрах, пограничник тумне хывмасӑрах, чикӗрен тухса каймасӑрах хуйха ӳкнине, «мала чупса кайнине» тавҫӑрса илчӗ те хӑйӗнчен хӑй кулчӗ.
6 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Ҫапла вара Соня, хӑй пурӑнакан пӳртрен тухнӑ-тухманах, аякка каймасӑрах, хӑйне валли тус тупрӗ, вӗсем пӗр-пӗрне парне парса илме те ӗлкӗрчӗҫ.
Соньӑн ҫӗнӗ тусӗсем // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Вӗсем, ҫӗр хӑвӑлӗнчен ытла инҫе каймасӑрах, кунта пурӑнакан ҫынсене шыраса тупма тӑрӑшӗҫ; вӗсенчен хамӑра мӗн кирлине ыйтса пӗлсе, каялла таврӑнӗҫ.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Вӑл вара васкавлӑн тигр йытта аякка йӑтса каймасӑрах хӳшӗрен инҫе те мар ҫисе выртни ҫинчен каласа пачӗ.При этом он добавил, что зверь далеко не ушел и ест собаку поблизости от его жилища.
Тигр хыҫҫӑн // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 92–104 с.
Ыйха каймасӑрах тӗлӗксем куратӑп.
XXXII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Сап е Теплиц курортне каймасӑрах эпир ӑна тӑраниччен ӗҫме пултартӑмӑр.
XXIII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Сӑмахран, аякка каймасӑрах ҫак горизонтра курӑнса ларакан ту ҫинчен калӑпӑр, ку — Снеффельс пулать.
X сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Майорпа Роберт отрядран аякка каймасӑрах лутра тӗмӗсем хушшинче ҫӳрекен темиҫе хир чӑххине персе ӳкерчӗҫ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
— Ленук, эсӗ мана ҫеҫ кала, никама та шарламӑп: мӗнле майпа вӑрҫа каймасӑрах паттӑр пулса тӑнӑ вара сан аҫу? — тусӑма аллинчен ҫатӑрласа тытса сак ҫине лартатӑп.
Ҫара тихасем // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 98–104 с.
Эпӗ Питӗре каймасӑрах, килтех арччис пулатӑп…
Чатӑр // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 43–50 с.
— Тӑхта, лейтенант юлташ, — астуса илчӗ Андрей, — тухтӑрсем патне каймасӑрах тӳрленчӗ-и сан?— Погоди, товарищ лейтенант, — вспомнил Андрей, — у тебя выправилось, без похода к врачам?
XIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Качча каймасӑрах ачаллӑ пулаҫҫӗ, — сӑмах хушмасӑр юлас темерӗ пулӗ Матӗрне аппа та.До замужества могут иметь детей, — не смогла промолчать и тетя Матрена.
Ҫураҫнӑ хӗр // Мария Петрова. «Ял ӗҫченӗ», 2019.07.19
- 1
- 2