Поиск
Шырав ĕçĕ:
«Вӗсем ҫие мӗн тӑхӑнаҫҫӗ ⎼ пурне те килти хуҫалӑхри чӗр тавартан хатӗрлеҫҫӗ: ҫи-пуҫӗ ⎼ пусапа йӗтӗнрен; ҫиелти тумтирӗпе ура тумӗ ⎼ ҫӑмран; тӗрри-эрешӗ ⎼ ҫӑмран, килти ҫипрен; пӗветмелли сӑрри ⎼ курӑкран тунӑскер… е пасарта илнӗскер…
Ӑремпур чӑвашӗсен тумӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.
Виҫӗ пӗрчӗ йӗтӗнрен Кӗрӳ кӗпи кӑларчӗ, Вӑл та пулин шӑтӑклӑ, Кӗрӗ ҫӗклесе тунӑ ӑна.
19. Ирхине // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Шӑрӑх вӑхӑтра хӗвел ҫинче ӗҫлеме ҫутӑ тӗслӗ пушӑ тӗртнӗ е йӗтӗнрен тикӗс тӗртнӗ материалтан ҫӗленӗ ҫи-пуҫ аван.
Кӗпе-тумтир // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Иисус Христос ӳтне чӗркенӗ плащаница йӗтӗнрен тунӑскер пулнипе ҫыхӑннӑ-ши ҫакӑ.
Ҫутҫанталӑк пани аванрах // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх, 2014.10.31
3. Ааронӑн сӑваплӑ вырӑна акӑ мӗн илсе кӗмелле: ҫылӑх парни кӳмешкӗн пӑру, пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмешкӗн така; 4. унӑн йӗтӗнрен тунӑ таса хитон тӑхӑнмалла, аялтан тӑхӑнмалли кӗпи те йӗтӗн пултӑр, пилӗкне йӗтӗн пиҫиххи ҫыхтӑр, йӗтӗн кидар тӑхӑнтӑр: ку — тасалӑх тивлечӗ кӳнӗ тумтир; вӑл ӳтне шывпа ҫутӑр та ҫавна тӑхӑнтӑр; 5. Израиль ывӑлӗсен халӑхӗнчен ҫылӑх парни кӳмешкӗн [качака кӗтӗвӗнчен] икӗ качака таки тата пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмешкӗн пӗр сурӑх таки илтӗр.
Лев 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
47. Тилҫе чирӗ тумтир ҫинче пулсассӑн, ҫӑм тумтир ҫинче е йӗтӗн тумтир ҫинче, 48. е йӗтӗн ҫиппинчен, е ҫӑм ҫиппинчен тунӑ кумӑ ҫинче е ураҫӑ ҫинче пулсассӑн, е тата сӑран ҫинче, е сӑранран тунӑ пӗр-пӗр япала ҫинче пулсассӑн, 49. тумтир ҫинчи е сӑран ҫинчи, е кумӑ ҫинчи, е ураҫӑ ҫинчи, е пӗр-пӗр сӑран япала ҫинчи пӑнчӑ симӗсрех е хӗрлӗрех пулсассӑн, ку — тилҫе чирӗ: ӑна священника кӑтартмалла; 50. священник чире тӗрӗслесе пӑхӗ те чир лекнӗ япалана ҫичӗ куна хупса хурӗ; 51. ҫиччӗмӗш кунне священник чир ернӗ япалана тепӗр хут тӗрӗслесе пӑхӗ, эхер те чирӗ тумтир тӑрӑх е кумӑ тӑрӑх, е ураҫӑ тӑрӑх, е сӑран тӑрӑх, е сӑранран тунӑ пӗр-пӗр япала тӑрӑх сарӑлнӑ пулсассӑн, ку — ҫиекен тилҫе, таса мар чир; 52. священникӑн ҫав тумтире е куммине, е ҫӑмран, е йӗтӗнрен тунӑ ураҫҫине, е чир ернӗ кирек мӗнле сӑран япалана та ҫунтарса ямалла, мӗншӗн тесессӗн ку — ҫиекен тилҫе: ӑна вут-ҫулӑм ҫинче ҫунтарса ямалла.
Лев 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
42. Вӗсем валли йӗтӗнрен аялти кӗпе ту, вӑл вӗсен ӳчӗн ҫарамасне пилӗкрен пуҫласа чӗркуҫҫийӗ таран витсе тӑтӑр, 43. пуху чатӑрне кӗнӗ чухне е сӑваплӑ вырӑнта кӗлӗ тумашкӑн парне вырӑнӗ патне пынӑ чухне [хӑйсем ҫине] ҫылӑх илсе вилес мар тесессӗн, Аарон ҫинче тата унӑн ывӑлӗсем ҫинче ҫак тумсем пулччӑр.
Тух 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1