Поиск
Шырав ĕçĕ:
Халӗ те вӑл ҫав хӗр ҫумӗнчех, унпа юнашарах, ҫӑпатапа мар, атӑпа, пир йӗмпе те мар, салтак шӑлаварӗпе.
10 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Унтан хӗрхеннӗ пек пулчӗ: пӗтӗм пурлӑхна хӑварса, ҫири кӗпе йӗмпе тухса кай, вара каҫаратӑп, унсӑрӑн — хуптаратӑп, тет…
1 // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 34–50 с.
Вӑл кӗске сӑхманпа, кӑвак пир йӗмпе, ҫӑпатапа.
VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
— Юрать! — терӗ тарҫи, ҫӑнӑхпа шуралнӑ кӑвак йӗмпе силлекелесе, аллипе сӑтӑркаласа картишӗнчен тухса кайрӗ.
Асамат кӗперӗ айӗнчен тухма кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Йӗкӗт хурама хуппипе пӗветнӗ йӗмпе, вӑрӑм шур пир кӗпепе.
Трактирти хӗр // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Тӑвӑр йӗмпе ҫӳхе сӑхман витӗр ырхан кӗлетке курӑнать.Сквозь узкие шаровары, тонкий кафтан проступает длинное тощее тело.
«Пӗр ялсем» // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Ашшӗ-амӑшӗсемпе килнӗ ывӑл ачисем тем тӗрлӗ те тӑхӑннӑ: хӑшӗ кӗске хура йӗмпе, хӑшӗ вӑрӑм шӑлаварпа, пушмакпа.
3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Вӑл пире юратать, эпир те ӑна хамӑр ҫемьери ҫын пекех шутлатпӑр, анчах — ман ачасем шӑлаварпа ҫӳреҫҫӗ, унӑн ачисем — ашшӗ пекех — килти пиртен ҫӗленӗ кӑвак йӗмпе.
3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Зурбагана таврӑннӑ кун Жиль ҫинче: чӗр куҫҫи таран хӑпартнӑ кӑвак ҫӑм чӑлхапа тӑхаллӑ хулӑн пушмак, кӗске сӑран йӗмпе кӑвак парусин кӗпе, акӑш-макӑш авӑнса-хутланса пӗтнӗ пысӑк улӑм шлепке, — унӑн пӗртен пӗр капӑрчӑкӗ — пуля шӑтӑкӗ.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 337–349 с.
Йӑванпа Унеҫӗм вара ҫӑпатапа, пӗҫҫе сарлакан яма чӑрмантарман пир йӗмпе ҫӑмӑллӑн кӑна вӗҫтереҫҫӗ.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ун ҫийӗнче ни ҫӗлӗкӗ, ни атти пулман — пӗтӗм снаряженийӗ те — пилӗкрен патронташ ҫыхса янӑ ҫӗтӗк йӗмпе кӗпи кӑна пулнӑ.
5 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Вӑл ҫара уран, ҫӗлӗксӗр, пӗр кӗпепе тата пӗр йӗмпе ҫеҫчӗ, унӑн пуҫӗ ҫинче тураман ҫӳҫӗсен хура купи мӑкӑрӑлса тӑратчӗ, ҫӳҫӗсем малалла тухса тӑракан ҫамки ҫине те усӑнса аннӑччӗ, ҫамки айӗнче каюра куҫӗсем пек пӗчӗк, юнпа тулнӑ куҫсем курӑнатчӗҫ, вӗсем тархасласа, пӑлхануллӑн пӑхаҫҫӗ.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Койка ҫинче выртаканни, утиялне сирсе пӑрахса, тӑрса ларчӗ, урине усса ячӗ, хӑй кивелсе пӗтнӗ чыссӑр йӗмпе.Лежавший на койке сбросил одеяло и сел, спустив ноги в заношенных, грязных кальсонах.
XVI сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
— А мӗн, эсӗ: Софрошка халӗ те ҫытма йӗмпе ҫӳрет, тесе шутларӑнам? — лачлаттарса сурать Софрошка.
Хӑнара // Никита Волков. Илемлӗ литература, 7№, 1941. — 82–85 с.
Тем йывӑрӑш пуҫне минтер ҫинче аран хускатса, Фома пӗчӗкҫӗ хура ҫынна курнӑ, вӑл, сӗтел хушшинче ларса, перине хут тӑрӑх хӑвӑрттӑн ыткӑнтарнӑ, ҫаврака пуҫне ырлавлӑн сӗлте-сӗлте илнӗ, хулпуҫҫийӗсене хутлаткаланӑ, аялти йӗмпе каҫхи кӗпе анчах тӑхӑннӑ пӗтӗм тӑлпӑвӗпе ывӑнма пӗлмесӗр пукан ҫинче ӑшталанса ларнӑ, калӑн — ӑна лармашкӑн вӗри пулнӑ, анчах ура ҫине сиксе тӑма та темӗншӗн пултарайман вӑл, тейӗн.
X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӑл шӑлаварсӑр, пӗр кӗске йӗмпе кӑна чупать.
4 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Ахӑртнех, ылтӑн йӗмпе те кӗмӗл атӑпа кӑна ҫӳрет пулӗ-ха вӑл.
4 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Вӑл вунпӗр ҫулта; кӗске пир кӗпепе, вӗҫӗсене чӗнтӗр тыттарнӑ шап-шурӑ йӗмпе ҫӳрекенскер, октавӑсене arpeggio урлӑ кӑна илме пултарать.
II сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫӗтӗлсе пӗтнӗ йӗпе кухлянкӑпа, нумай тӑхӑнса ҫӳренипе якалса кайнӑ нерпа тирӗнчен ҫӗленӗ йӗмпе вӑл.Он был в мокрой рваной кухлянке и вытертых от времени нерпичьих штанах.
Чукотка тинӗсӗнче пулса иртни // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Тиртен ҫӗлетнӗ кивӗ курткӑпа вӑл, брезент йӗмпе, урине нерпа тирӗнчен ҫӗлетнӗ атӑ тӑхӑнса янӑ.
Ачасен паттӑрла ӗҫӗ // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.