Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Савӑнтартӑр халӑха «Ылханлӑ йӑхпа», Павел Николаевич, пит килӗшрӗ пире, — сулахай аллинчи туйи ҫине тӗрӗнсе, алӑ пачӗ кӗске мӑйӑхлӑ ҫын.
2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Маниуэма хӗрарӑмӗсене таса юнлӑ арабсем хапӑлласах качча илеҫҫӗ; пер сӑмахпа — ҫак йӑхсем, Африкӑри ытти йӑхпа танлаштарсан, ӑс-хакӑл тӗлӗшӗнчен чылай ҫӳллӗрех шайра тӑраҫҫӗ.
XVI. Аслӑ ӗмӗт // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
— Шпиц, — хуравларӑм эпӗ пӗр иккӗленмесӗр, мӗншӗн тесен ҫак йӑха урӑх нимле йӑхпа та пӑтраштарма май ҫук.— Шпиц, — уверенно ответил я, потому что эту породу нельзя было спутать ни с какой другой.
Белогорка шывӗ хӗрринче // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.
Сивчирпе чирлеттерекен йӗпе те шӑрӑх ҫанталӑк, ку таранчченех ҫын ҫисе пурӑнакан тискер ҫынсем, йӑхпа йӑх хушшинчи вӗҫӗ-хӗррисӗр вӑрҫӑ, чура сутуҫисем хӑйсен йӗрӗнчӗк суту-илӗвӗн вӑрттӑнлӑхне пӗлме тӑрӑшакан кашни ют ҫынна шанмасӑр пӑхни — акӑ мӗнле йывӑрлсӑхсене сирсе ямалла, мӗнле хӑрушлӑхсене ҫӗнтермелле Вӑтаҫӗр Африкӑри ҫак чи хӑрушӑ вырӑнсенчен пӗринче.
Пӗрремӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
1. Елеазар священникпа Нав ывӑлӗ Иисус тата Израиль йӑхӗсенчи ӑру пуҫлӑхӗсем Израиль ывӑлӗсене Ханаан ҫӗрӗнче еткерлӗх ҫӗр акӑ епле уйӑрса панӑ: 2. Ҫӳлхуҫа Моисей урлӑ хушнӑ пек, ҫав ҫӗре вӗсем тӑхӑр йӑха тата [Манассиян] ҫур йӑхне шӑпа ярса валеҫнӗ, 3. ӗнтӗ икӗ йӑхпа [Манассиян] тепӗр ҫур йӑхне Моисей Иордан леш енчех еткерлӗх ҫӗр панӑ, левитсене вара вӗсем хушшинче еткерлӗх пай паман; 4. Иосиф ывӑлӗсенчен икӗ йӑх — Манассия йӑхӗпе Ефрем йӑхӗ — тухнӑ; левитсене ҫӗр пайне кӳртмен, вӗсене пурӑнма хуласем [анчах] панӑ, тата выльӑх-чӗрлӗх усрама, мӗн кирлине тивӗҫтерсе тӑма хула таврашӗнче уй-хир панӑ.
Нав 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1