Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ун ҫине пуҫа кӑшт ҫӗклесенех куҫа йӑмӑхтарса ярать.
I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.
Ҫуллахи хӗвел ҫуттинче вӑл куҫа йӑмӑхтарса ямалла йӑлтӑртатса выртать.
Кӳлӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.
Паян ҫурӑлнисем ҫеҫ, ав, йӗкӗр чышкӑ пысӑкӑш сарӑлса, куҫа йӑмӑхтарса, тӗксӗм хӗрлӗн ҫунаҫҫӗ.
Маюк // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 45–55 с.
Тавралӑха куҫ шуррипе ҫутӑлтарса Ула Тимӗр куҫне малтан Турӑ ҫинче ҫивӗчлетрӗ, унтан ӑна сылтӑмалла ывӑтрӗ те курах кайрӗ: вупкӑнпа юнашар, Ула Тимӗре тӑп-тӑрӑ ӑшӑ куҫӗпе ачашлакаласа, ҫемҫен кулкаласа, пуҫне ҫурмаран ҫеҫ хуплакан, хулпуҫҫийӗсене витсе ҫурӑмӗ хыҫнелле анакан, аркисенче шурӑ роза ҫеҫки пекскер хытса тӑракан венчет ҫи-пуҫӗ — витӗрех курӑнакан шурӑ пурҫӑн фата-пӗркенчӗк — тӑхӑннӑ, ҫунӑ пыл ҫинчи куҫа йӑмӑхтарса ӗмекен ҫиҫкӗн пек чечен, тӑпӑл-тӑпӑл пӳллӗ хӗр тӑрать — Полина!
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Тулта куҫа йӑмӑхтарса ҫурхи хӗвел ялкӑшать, йӑмрасем тӑрринче кураксем шавлаҫҫӗ.
Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Тинкеререх пӑхсан, ҫав ҫырла ҫын куҫне йӑмӑхтарса ярать тет, ҫын куҫӗнчен вӗри куҫҫуль юхма пуҫлать тет.
11. Чун савни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Вӑрӑм та йывӑр хӗҫ хӗвел ҫинче куҫа йӑмӑхтарса ялтӑртатса тӑрать, сивӗ юрпа витӗннӗ хир варринче Шебаловӑн хура папахин хӗрлӗ тӑрри хӗп-хӗрлӗ чечек пек аякранах палӑрать.
XV сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Инҫетре-инҫетре, ҫӗрпе пӗлӗт пӗрлешнӗ ҫӗрте, куҫа йӑмӑхтарса Хӗвел хӗрри курӑнса каять.Далеко-далеко, у самого горизонта, ослепительно блеснул край солнца.
Умсӑмаx // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.
Каярахпа ҫеҫ тавҫӑрса илтӗмӗр: тӑшман салтакӗсен куҫӗсене йӑмӑхтарса ярса ҫӗршер прожекторсем ҫутатса ячӗҫ, вӗсем хамӑрӑн пехота валли Берлин ҫине каймалли ҫула ҫутатса пачӗҫ.И только потом! сообразили: сотни прожекторов, ослепив врага, осветили путь нашей пехоте на Берлин.
17. Тӑван ҫӗршывшӑн, Сталиншӑн — малалла! // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.
Хӗвел ҫинче, сивӗре, юр куҫа йӑмӑхтарса йӑлтӑртатать.
Вунӑ кун // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.
Бродский фабрикантӑн ҫурчӗ ҫинче, тӗрлӗ сӑрсемпе куҫа йӑмӑхтарса, ура протезӗ ӳкернӗ ӳкерчӗк ҫакӑнса тӑнӑ.
2 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Пӑхӑр-ха, тупата, ун ҫухине, хӑй кампа та пулин калаҫса тӑнӑ чух аяккинчен пырса пӑхӑр: куҫа йӑмӑхтарса ярать!
I сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.
Куҫа уҫас килмест, мӗншӗн тесен куҫ хупаххи витӗр эпӗ хӗвел пӑхнине сисетӗп, куҫ уҫсанах йӑмӑхтарса ярассӑн туйӑнать.
Тӑватӑ кун // Ярукка Сантри. Гаршин В.М. Тӑватӑ кун: калав. — Шупашкар: Республикӑри чӑваш кӗнеки кӑларакан уйрӑм, 1924. — 38 с.
Кирек мӗнле ҫанталӑкра та вӗренетпӗр — пире илӗртекен хӗвел мӗн иртенех йӑмӑхтарса ҫутатнӑ чухне те, пурпӗрех урама тухмастпӑр.
«Харсыр» // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.
Акӑ вӑл йӑмӑхтарса илчӗ те таҫта хыҫала тӑрса юлчӗ.
Хӗрлӗ хӗвел // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Вӑл хӗвел ҫутинче куҫа йӑмӑхтарса йӑлтӑртатать.
IX // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Йӗри-тавра кӑвак тинӗс выртнӑ сарӑлса, тӳпе сенкеррӗн йӑлтӑртатнӑ куҫа йӑмӑхтарса.
Тинӗсри хӗрлӗ ялав // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Аэродром ҫинче умлӑн-хыҫлӑн хаплатса кайса раснах ҫап-ҫутӑ, куҫа йӑмӑхтарса яракан ҫулӑм ялкӑшса хӑпарать, бензин турттаракан машинисем тӗрлӗ тӗслӗ ҫулӑмпа тӗтӗмсӗр ҫунаҫҫӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Самолет ӑшне, прожекторӑн кӗлте пек электричество ҫути пырса кӗрсе куҫа йӑмӑхтарса ячӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Унпа юнашар, тӑрантас ҫунаттисем патӗнче, куҫа йӑмӑхтарса яракан ҫутӑ сарӑ юбка тӑхӑннӑ цыганка тӑрать.Рядом с ним у крыльев линейки стояла цыганка в своей ослепительно желтой юбке.
Пӗрремӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.