Поиск
Шырав ĕçĕ:
Хӗвел йӑлтӑртатни курӑнмасть ӑна, анчах ҫутӑпа тӗттӗме вӑл лайӑхах уйӑрать.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Тул енчен пӑхма Виктор малтанхи пекех лӑпкӑ пулчӗ, анчах унӑн куҫӗсем яланхилле мар йӑлтӑртатни курӑнчӗ.
7. Ҫӗр ҫинче миҫе чӑнлӑх? // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Чӑн-чӑн ҫын пулма питӗ нумай кирлӗ: кӑмӑл ҫирӗп пулни те, умра темле асамлӑ ҫутӑ йӑлтӑртатни те тата ытти те, ытти те.
13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.
Ыттисем вара ирӗлме те ӗлкӗрнӗ — тӑхлан тумламӗсем кӑна йӑлтӑртатни курӑнать.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
…Анушка паҫӑрах пӳрте кӗнӗ ӗнтӗ, ун чӳречи витӗр лампӑ ҫути йӑлтӑртатни курӑнать.
VI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Нимӗҫсем — пурӗ те ҫур ҫухрӑмра кӑна — лаши мӑйӗсем ҫине лӑпчӑнса выртса, сиккипе чуптарса тыла ҫаврӑнса кӗреҫҫӗ; вӗсен тӳрӗ хӗҫӗсем хӗвел ҫинче йӑлтӑртатни те боецсене уҫҫӑнах курӑнать.
3 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Шыв ҫинче уйӑх ҫутти йӑлтӑртатни мана Пушар ҫулӑмӗсене аса илтерчӗ.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Пуҫ ҫинчи хура пӗркенчӗкӗ айӗнчен ҫыннӑн сапаланса кайнӑ вӑрӑм та кӑмрӑк пек хура ҫӳҫӗ тухса тӑрать: куҫӗ хӑйне евӗрлӗ ҫутӑпа йӑлтӑртатни тӑрӑх тата аякранах палӑракан пичӗ вилнӗ ҫыннӑнни пек тӗксӗм пулни тӑрӑх ӑна, чӗрӗ ҫын вырӑнне йышӑниччен, вилнӗ ҫын мӗлки вырӑнне йышӑнма пулать.
V // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Тӗмесен хушшинче пӗр пӑшал кӗпҫи йӑлтӑртатни те курӑнмарӗ.Ни одна веточка не шевелилась, ни одно дуло не поблескивало в кустах.
XXI сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Вӑл ачасен хавхалануллӑ питне-куҫне аран ҫеҫ ҫутатать, ҫапах та вӗсен куҫӗсем ялкӑшса ҫунакан вутпа йӑлтӑртатни курӑнать.Она с трудом освещала воодушевленные лица ребят, но их глаза блестели горящим огнем.
«Ҫамрӑк гварди» // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.
Ҫӑра туратсем хушшипе Богодухов ҫырминчи пӗве йӑлтӑртатни курӑнчӗ.Меж тенистых ветвей поблескивал ключевой Богодуховский ставок.
5 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Географи урокӗнче учитель юханшывсене «шыв ҫулӗсем» те «шурӑ кӑмрӑк» тетчӗ, анчах ҫак сӑмахсем чунра юлмастчӗҫ, пуринчен малтан пляжри ҫунтарса ярас пек вӗри хӑйӑр, шыв ҫинче хӗвел ҫути выляса йӑлтӑртатни тата вӑлта ҫиппи вӗҫӗнче чӗтресе ҫакӑнса тӑракан хӗрлӗ ҫунатсем аса килетчӗҫ.
Кам пулма туртӑм пур санӑн? // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
Вут ҫути йӑлтӑртатни, хура хӑвасем, Старицӑн хура та сивӗ шывӗ темӗнле паллӑ мар, анчах та чуна хумхантаракан картина пек туйӑнаҫҫӗ.
Утрав ҫинче // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
Малтанах вӑл йӗр вырӑнта тӑнӑ пек, анчах хуллен-хуллен ӳсет, унӑн икӗ пычӗ те ҫутӑ йӑлтӑртатни курӑнать — хӗвел ҫинче йӗпе кӗсменсем ҫуталса илеҫҫӗ иккен.
Ҫыран хӗрринчи пӳрт // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
Потапов инспектор тӗреклӗ те хаяр этем, сухалӗ те унӑн Александр патша сухалӗ пекех сарлака, куҫӗ те тӑхлан пек, пӗр чун ӑшши те йӑлтӑртатни курӑнмасть унта.
Хусанти пуху // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Ӗнтӗ ҫирӗм утӑмран ытлах мар, ҫамки ҫине тухнӑ тар пӗрчисем йӑлтӑртатни те курӑнать унӑн.Он уже шагах в двадцати, видны бисеринки пота у него ка переносице.
Пӗр ывӑҫ ҫӗр // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 28–38 с.
Тусем тӑрӑх уртӑннӑ пӗлӗтсен хушшинчен ҫӑлтӑрсем йӑлтӑртатни курӑнать.Звезды сверкали в разрывах между облаками, натекавшими через хребет.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Ҫап-ҫара чул сӑртсем йӑлтӑртатни, ула-чӑла вӑрмансем сийӗн-сийӗн ӳсни, трансильванецсен керменсем пек ҫӳлӗ, анчах ансӑр ҫурчӗсенчен тӑракан ту ҫинчи ял-хуласем — ҫаксем пурте шалт тӗлӗнтерекен акӑш-макӑш капӑр картина пулса тӑраҫҫӗ.
I // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Анчах апла пулин те, вӑл питӗ лайӑх ҫын — хӗвел ҫутинче унӑн тӗрлӗрен укисем йӑлтӑртатни куҫа ҫиет.Но, несмотря на это, он был хорош — больно было смотреть, как сверкают на солнце его нашивки.
Ваҫкӑпа унӑн пиччӗшӗ // Василий Игнатьев. Панова В. Ф. Серёжа: повесть; Василий Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.
Хӗвелпе шыв йӑлтӑртатни куҫа ыраттарать, анчах Маклай инҫетре ҫухалакан карап ҫине куҫ сиктермесӗр пӑхрӗ.
Юлашки салют // Михаил Рубцов. Чумаченко А.А. Уйӑх ҫынни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.