Поиск
Шырав ĕçĕ:
Симбо хапхинче чарӑнчӗ те Гент — хура ҫынсем япаласене япаласемпе ылмаштара-ылмаштара кайнине чарӑнса тӑрсах сӑнать; негрсем пӗр-пӗрин капӑр пусма тӗркисене хыпашлаҫҫӗ, вӗсенчен ӳчӗпе перӗнеҫҫӗ; нумайӑшӗ шӑрҫасемпе капӑрланнӑ ӗнтӗ, хура ӳтрен ҫыхса лартнӑ пӑхӑр пӑралук спиралӗ нумай алӑ ҫинче йӑлтӑртатать.
VII. Зимбауэни каварҫисем // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Коридор стенисене аялтан пуҫласа варри таран хура хӗрлӗрех, урайне сӑрӑ та хура тӗслӗ, шашка тытӑмӗллӗ кафельпе витнӗ, шурӑ мачча вара стенан кафель таранчченхи ытти пайӗ пекех авӑнчӑк ҫаврака кӗленчепе — электричество ламписене хуплаканскерпе — йӑлтӑртатать, лампӑсен хушшинче — пӗрешкел тан лаптӑксем.
VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Хутран-ситрен сулахайран та сылтӑмран ҫутӑ йӑлтӑртатать, арпашӑнчӑк ӳсен-тӑран хыҫӗнчи каплам-каплам эрешлӗ карнизсемлӗ фасада е колоннӑсене кӑтартать.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Йывӑҫ вуллисен мӑкӑрӑлчӑкӗсен хушшинче вӑрман ӗнтрӗкӗ вӗлкӗшет-ҫиҫкӗнет; шурлӑхри капаш упа саррисем ҫырансен йӗрӗ-ӗренкисене хуплаҫҫӗ; юхан шыв варри ҫӑра ҫутӑпа йӑлтӑртатать, — ҫак ҫутта капмар йывӑҫсен витӗр курӑнми ҫулҫӑ капламӗнчи шыв ҫине ӳкнӗ мӗлке чикӗлесе-чарса лартнӑ.
IV. Хейлӗн юлашки пӑнчи // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.
Малта ҫутӑ йӑлтӑртатать.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 371–378 с.
Каҫхине; хура кантӑкра урам иллюминацийӗ шурӑ, хӗрлӗ, кӑвак шарсемпе йӑлтӑртатать.Был вечер: иллюминация улицы сверкала на черном окне белыми, красными и голубыми шарами.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 356–361 с.
Енчен те манӑн шухӑшӑма шалкӑм ҫапичченех кисретнӗ, пӗтерсе хунӑ шай пирки пӗтӗмпех каласа-ӑнлантарса кӑтартас тӑк — эпӗ анкӑ-минкӗ пулӑттӑм; куҫӑмсен умӗнче тӗссен чӑп-чӑпар карти йӑлтӑртатать, ҫӑра сенкерлӗхе пула тӳпе сӗм тӗттӗмленчӗ, ҫав вӑхӑтрах ҫӗре ҫутӑн ялтӑркка юхӑмӗ ытамларӗ.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 327–333 с.
Ҫак ешчӗкпе юнашар хура пысӑк куҫ йӑлтӑртатать; унӑн хупанкисемпе хытӑ витӗмӗ хыҫӗнче — Коркиншӑн ӑнланмалла мар, пӗчӗк станок евӗрлӗ темӗнле пайсем, вӗсене чӗмсӗррӗн тӗпченӗ май хӑйӗн ҫапса кӑларнӑ куҫӗ асне килчӗ: ун хыҫӗнче те, паллах, тӗлӗнмелле ҫакнашкал станок пулнӑ, ӑна та ав ҫапса ҫӗмӗрнӗ иккен…
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 320–325 с.
Шыҫнӑ ура хӗрлӗн йӑлтӑртатать; ура хырӑмӗпе тупанӗ пӗрлешсех кайнӑ, капашне ҫухатнӑ.Нога, надувшись, красновато блестела; Ступня, слившись с икрой, потеряла форму.
XIV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Унӑн куҫӗсенче ҫынсен сайра пулакан шанӑҫ пӗтнӗлӗхӗн ҫути йӑлтӑртатать.В его глазах блестел редко появляющийся у людей свет полного отречения.
XIV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Чӳрече витӗр, сарӑ ҫулҫӑллӑ хурӑнсем витӗр ҫутӑ хӗвел йӑлтӑртатать.
VII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Ҫине-ҫинех пӑрӑна-пӑрӑна тӑвалла улӑхмалла мар халӗ, шоссе вашмӑкланни сисӗнет, хӗвел аннӑ тӗлелле Давенант тинӗс хӗрринчи ҫурт-йӗр лартса тултарнӑ инҫетри тӳремлӗхе курать ӗнтӗ; Ку — Лисс; вӑл тӗлкӗшекен кӑмрӑксен сийӗ пек йӑлтӑртатать, тӗтӗмпе тӗрленнӗ.
VII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Вара чӗме пӑнчӑн сылтӑм чиккине, пӑнчӑ варринчен кӑштах ҫеҫ аяларах куҫарчӗ, анчах варрипе пӗр шая мар, аллинче текех иккӗленӳ туймасӑр, — ҫак алӑ пӳрни вара пускӑҫ ҫинче, — Давенант ӑшӗнче хӑй те тӗл еннелле вӗҫрӗ, ҫавӑнтах курока пусрӗ те варринчен лектернине асӑрхарӗ, мӗншӗн тесен пӑнчӑра шӑтӑк йӑлтӑртатать.
IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Сылтӑмран хура шыв уҫӑлать те курӑнми пулать, самантлӑх йӑлтӑртатать те лӑсӑллӑ хӳме хыҫне пытанать; унӑн чӑнкӑ ҫыранӗсемпе сивлек вӑйлӑ юхӑмӗнче вӑрттӑн хӑрушлӑх пур пек.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 405–413 с.
Хӗвеллӗ кун; тимӗрҫӗ лаҫҫи — Пенкаль ӑна нумай пулмасть ылтӑн хыр пӗренесенчен туса лартрӗ — тул енчен тап-тасан йӑлтӑртатать, анчах шалта яланхи пекех — хуҫин сапаланчӑк кӑмӑлне пула — тусанлӑ тимӗр арӑш-пирӗшлӗх.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 360–374 с.
Вӑрман курӑкӗ тип-тикӗс, ем-ешӗл, вӑл юхан шывӑн тӳпе тарӑнӑшӗлле черчен пӑрӑнӑҫӗпе йӑлтӑртатать; горизонтра, кайӑксен ишекен пӑнчисен хыҫӗнче, инҫетри тӳрем сӑртлӑх сенкерленнӗ.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 345–359 с.
Малаллахи уҫӑмсӑр мӑкӑртатӑва куҫрӗ, ҫамрӑка асли «Ха!» тесе хуравлани илтӗнчӗ; малалла кайнӑ май сӑрӑ лаша купарчи хӗвел ҫинче тарланӑ ҫӑмӗпе йӑлтӑртатать.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 345–359 с.
Шыв хӑвӑрт, лӑпкӑн юхать; ҫырансен хура мӗлкисем юхӑм ҫуррине тӗксӗмлетеҫҫӗ, варри вара хӗвел ҫинче тасатнӑ пӑхӑр пек йӑлтӑртатать.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 174–191 с.
Унӑн тайлӑмӗнче кӳлӗ йӑлтӑртатать, ун хӗрринче темиҫе ҫурт курӑнать.Под ее уклоном блеснуло озеро с застроенным несколькими домами берегом.
Мӗн пулнӑ пулнах // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 109–113 с.
Арҫынсен хурҫӑ икӗ кӗлетки хӗҫ-пӑшал бронзипе йӑлтӑртатать; вӗсем хӗвел пек ҫиҫекен, чечекпе тулнӑ картлашкапа кӗмсӗртетсе анаҫҫӗ — хӑнасен куҫӗ умне лексен калаҫу лӑпланчӗ.
Гладиаторсем // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 93–97 с.