Поиск
Шырав ĕçĕ:
Хуҫасӑр курак йӑвисене юр тулнӑ.
Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Унтанпа ҫамрӑклах кино юратма вӗреннӗ Толик амӑшне савӑнсах пулӑшма пуҫларӗ — кунне темиҫе хутчен вӑл хӑй ирӗкӗпе лупасай ҫине хӑпаратчӗ — чӑх йӑвисене тӗрӗслеме, май пулсан хӑйӗн тата хӑш-пӗр чухне шӑллӗне — Венькана валли кино курма мӑшӑр ҫӑмарта пытарса хӑваратчӗ.
Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
— Аманнӑ чӗрчунсем эпир пулӑшнине сиссе те юлаймаҫҫӗ, вӗҫен кайӑксем те йӑвисене хурал тӑнине тавҫӑраймаҫҫӗ.
Шӑркалчӑсем // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 36–45 с.
Пингвинсем ҫурҫӗрти ӑшӑрах утравсем ҫинчен ишсе пынӑ, вӗсем хӑйсен йӑвисене тума хӑнӑхнӑ ҫӗре йӗркипе пӗрин хыҫҫӑн пӗри пыраҫҫӗ.
Кӑнтӑр полюсӗ патне кайни // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.
Председатель курак йӑвисене пӗтерсен, ял ҫыннисем тем хуйха ӳкнӗ пек ҫӳрерӗҫ.
IX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Темиҫе ҫул каярах колхоз председателӗ (ун чухне Ухватов пулман, урӑххи) ҫакӑнти курак йӑвисене веҫех ҫӗмӗрсе тӑктарчӗ.
IX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Вӗсем йӑвисене тӗкӗнесрен хӑранипе ниҫта кайса кӗреймесӗр чав-чавлатса пуҫ тавра вӗҫрӗҫ.
4 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.
Вӗсем тем пуласса сиснӗ, йӑвисене васкаҫҫӗ.
Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.
Инҫе ҫул хыҫҫӑн тӑван йӑвисене таврӑннӑ вӗҫен кайӑксем, савӑнӑҫне тӑка-тӑка, чунтан хавасланса юрлаҫҫӗ, ытарайми мӑшӑрӗсене илӗртсе илемлӗ кӗвӗсем шӑрантараҫҫӗ.
Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.
Кӑҫал эпир ку хуртсене питӗ нумай пӗтертӗмӗр: нефтевани турӑмӑр, йывӑҫ калаксемпе йӑвисене хырса пухрӑмӑр та ҫунтартӑмӑр.
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.
— Халӗ хӑвӑрах ӑнланатӑр ӗнтӗ, миҫе хурт тухасса пӗтеретпӗр эпир, — терӗ вӑл мана, хурт йӑвисене витрери шӗвекпе пуса-пуса сӗрнӗ хушӑра.
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.
— Ҫав ӗнтӗ: ӳстер те ачасене, хӑйсен йӑвисене пӑрахса каяҫҫӗ.
Махорка туртсан йытӑ ҫыртмасть // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 41–47 с.
Йӑвисене вара уйра лупас пекки туса ҫав лупас айне лартас пулать.
Твиккапа Квикка чапа тухрӗҫ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 67–74 с.
Йӑвисене тӳрех кӗрсе вырнаҫмарӗҫ, кӑштах тиркесси те пулчӗ курӑнать, икӗ ҫӗр ирӗкрех ҫӗр каҫрӗҫ.
Твикка // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 61–64 с.
Вара эпӗ Вадим панӑ ҫӑмартасене хамӑн кӑвакарчӑнсен йӑвине, Вадим эп панӑ ҫӑмартасене хӑйӗн кӑвакарчӑнӗсен йӑвине хурать, ҫапла вара, пирӗн кӑвакарчӑнсем ку ҫӑмартасенчен тухнӑ чӗпӗсене хӑйсен чӗпписем, чӗпписем кӑвакарчӑнӗсене тӑван ашшӗ-амӑшӗ, йӑвисене хӑйсен тӗп килӗ тесе шутлаҫҫӗ, ниҫта та вӗҫсе каймаҫҫӗ.
Ашкӑнчӑк // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 38–40 с.
Ӗҫсӗр аптраса ҫӳренине пула кайӑк йӑвисене ҫӗмӗрекен, кайӑксене чулпа-мӗнпе персе амантакан ачасене хытӑ ятларӗ.
Шавлӑ пуху // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 19–21 с.
Кӑткӑ йӑвисене ан ҫӗмӗрӗр!
«Тискер» этем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 17–19 с.
Йӗкеле, мӑйӑра, пилешпе палана та кайӑксем хӑйсен йӑвисене илсе кайнӑ чух ӳкерсе хӑвараҫҫӗ те, ҫуркунне ҫак вӑрӑсенчен чип-чипер йывӑҫ шӑтса тухать.
Вӗлтӗрти вӗҫевҫӗсем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 10–11 с.
Хурама тӑрринчи кураксем шавласа йӑвисене вырнаҫаҫҫӗ.
Хӑна-вӗрле // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Йӑвисене аркатас тесе хӑпарса кайрӑм та хам касса пӑрахнӑ туратсем ҫинех персе антӑм, — ыратакан вырӑнне кӑтартрӗ йыснӑшӗ.
2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.