Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

йӑваланса (тĕпĕ: йӑвалан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗр пӳлӗмӗнчен пӑру пысӑкӑш хура йытӑ йӑваланса тухрӗ.

Помоги переводом

Путиш ача // Ангелина Павловская. Тӑван Атӑл. — 2011. — № 1. — С. 64-77

— Ҫул ҫинче эрне ытла йӑваланса килнӗ хыҫҫӑн, кун пек таса вырӑн ҫине выртма пӗр кӑмӑл та ҫук.

Помоги переводом

II // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Е шурлӑх урлӑ пружина пек авӑнакан пӗр тӗм ҫинчен теприн ҫине сике-сике пыратӑн, е мӑй таран кашласа ларакан курӑк хушшипе ҫыхлана-ҫыхлана утатӑн, е талккӑшпех ӳсекен ҫурҫӗрти ҫатракаллӑ вӗтӗркке тӗмсем ҫула пӳлсе лартаҫҫӗ, е пысӑк йывӑҫ вуллисем йӑваланса выртаҫҫӗ.

Помоги переводом

I // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Ҫитет йӑваланса выртма.

Помоги переводом

VI // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Ҫапла хуйхӑ-суйхӑпа чӗрисене ҫунтарса, хӑшпӗр килсенче йӑваланса макӑрса, халӑх ыраш вырма тухрӗ.

Помоги переводом

IV // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Хуҫӑк ураллӑ пукан ҫеҫ йӑваланса выртать.

Помоги переводом

III // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Вӗсем кивӗ хутсенчен, хутаҫсенчен, канфет хучӗсенчен, чипс пакечӗсенчен, фольгаран, пластмасс кӗленчесенчен тата ытти кил таврашӗнче йӑваланса выртакан хатӗрсенчен хӑйнеевӗр тумсем хатӗрленӗ.

Помоги переводом

Библиотекарьсем уявра савӑнчӗҫ // Вера ГОРБУНОВА. http://kasalen.ru/2024/05/28/%d0%b1%d0%b ... %97%d2%ab/

Телеэкранра ҫарамас каччӑпа хитре хӗр чаплӑ вырӑн ҫинче йӑваланса выртни курӑнса кайсан: — Тьфу, — сӑнран хӗреленҫи пулчӗ Мами.

Помоги переводом

«Мама, эпӗ ку!..» // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

— Мӗн, манӑн, хӳме айӗнче йӑваланса выртакан алкаш пек пӗччен ӗҫмелле-им?

Помоги переводом

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Ураганлӑ ҫил пулнӑран хуҫӑлнӑ йывӑҫсем, бетонӗ-мӗнӗпех кӑкланнӑ пысӑк плакатсем йӑваланса выртаҫҫӗ.

Помоги переводом

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Вӗсем ӳчӗсемпе пӗр-пӗрин ҫумне пӑчӑртанса вырӑн ҫинче йӑваланса выртрӗҫ, пӗр-пӗрин ҫумне ҫара ӳтсемпе сӗртӗнме вӗсене питӗ кӑмӑллӑ пулчӗ.

Помоги переводом

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Ӗнер кӑна туяннӑ вӗр-ҫӗнӗ кӗнеке сак айӗнче йӑваланса выртнине асӑрхасан, Вихтӗртен ашшӗ ыйтать:

Помоги переводом

Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.

— Ваҫлей пеккисем ура айӗнче йӑваланса выртмаҫҫӗ, кӑнтӑрла хунарпа шырасан та тупаймастӑн вӗсене…

Помоги переводом

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Иккӗшӗ те ураран ӳксе ҫырма хӗрнелле йӑваланса кусса кайрӗҫ.

Помоги переводом

Тӗлӗк // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

«Пӗртен-пӗр ывӑл — ачаш пулать вӑл», «Тӗпчӗке кайиччен, килте ларам», «Йӑвашран йӑваланса тухать», — терӗҫ вӗсем.

Помоги переводом

XV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

— Кӗреш юман пек ачама наҫилккапа илсе тухса кайрӗҫ вӗт! — урайне ӳксе йӑваланса макӑрчӗ асламӑшӗ.

Помоги переводом

2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Сасартӑк вӑл тарӑн траншейӑна йӑваланса анчӗ.

Помоги переводом

Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.

Пӑхатпӑр: кӑмаки сӳннӗ, ун умӗнче пӗр ҫын ӳсӗр йӑваланса выртать.

Помоги переводом

Ҫул юлташӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 3–18 с.

Чиперех манпа юнашар вашлаттарса пыракан ҫын, аллея вӗҫне ҫитсен, сасартӑк чарӑнчӗ те ик-виҫ утӑм каялла ярса пусрӗ, ҫул хӗрринче йӑваланса выртакан ҫӗмрӗк кӗленчене пӗшкӗнсе илчӗ, инҫех мар сак вӗҫӗнче ларакан ҫӳп-ҫап сулчи патне утрӗ, ванчӑк кӗленче тӗпне типтерлӗн кӑна ҫав чул савӑта пӑрахрӗ.

Помоги переводом

Ҫул юлташӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 3–18 с.

Перемена вӑхӑтӗнче тепӗр иккӗшӗ юр ҫинче йӑваланса ҫапӑҫса илчӗҫ, ҫавна пула тултан йӗпе шӑлаварпа кӗчӗҫ.

Двое подрались во время перемены и извалялись в снегу, от чего их брюки стали мокрыми.

Юрӑ // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/584

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней