Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ирттеретпӗр (тĕпĕ: ирттер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Пирӗн Пишпӳлек районӗнче питӗ хастар ҫамрӑксем, эпир акатуйсем, тутар чӗлхипе культурине упраса хӑварма палӑртнӑ мероприятисем ирттеретпӗр.

Помоги переводом

Ҫӗршывпа республика пуласлӑхӗ шанчӑклӑ алӑра // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/amr-k-ru/202 ... ra-3926546

«Эпир ӗнтӗ иккӗмӗш хут пирӗн тӗп площадьре «Китап-байрам» чаплӑ уяв ирттеретпӗр.

Помоги переводом

Кӗнеке вулакансен уявӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/kultura/2024 ... si-3874868

Ҫулталӑкра тӗрлӗ спорт енӗсемпе нумай ӑмӑрту ирттеретпӗр.

Помоги переводом

Спорт сывлӑха ҫирӗплетет, ҫитӗнӳсем тума хавхалантарать // Валерий Денисов. http://kasalen.ru/2024/08/09/%d1%81%d0%b ... bc-%d1%82/

Ҫак кун тӗлне эпир ак ҫакӑн пек чаплӑ пулӑ фестивальне виҫҫӗмӗш ҫул ирттеретпӗр ӗнтӗ.

Помоги переводом

Пишпӳлекре пулӑ фестивалӗ кӗрлесе иртрӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/kultura/2024 ... tr-3848954

— Эпир хамӑр район историйӗ ҫинчен каласа панӑ май тишкӗрӳ экскурсийӗ ирттеретпӗр.

Помоги переводом

Вырӑнти культурӑна хӑнӑхаҫҫӗ те пӗчӗк тӑван ҫӗршыва хаклама тытӑнаҫҫӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/kultura/2024 ... na-3846772

Малашне эпир унашкал ӗҫсем класра та ирттеретпӗр.

Помоги переводом

Сочинени // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 187–271 с.

Шкул таврашӗнчи вак-тӗвекпе аппаланса ирттеретпӗр вӑхӑта.

Помоги переводом

III // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 49–101 с.

«Чӑтса ирттеретпӗр. Пӗччен мар, мирпе пӗрле. Вӑрҫӑран ырӑ-сывӑ таврӑнччӑр ҫеҫ», — теттӗн эсӗ.

Помоги переводом

XII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

— Тӳссе ирттеретпӗр.

Помоги переводом

VII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

«Пурне те тӳссе ирттеретпӗр. Ҫӗнтерсе, ырӑ-сывӑ таврӑнччӑр ҫеҫ»…

Помоги переводом

I // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

«Чӑтса ирттеретпӗр, тӳсетпӗр. Пӗччен мар, мирпе. Ҫӗнтерсе, вӑрҫӑран ыра-сывӑ таврӑнччӑр ҫеҫ», — тетчӗ.

Помоги переводом

I // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Колхоз хирӗнче ҫӗрулми пуҫтаратпӑр-и е шкул садӗнче ӗҫлетпӗр, викторина ирттеретпӗр, пур ҫӗрте те вӗренӳпе воспитани ӗҫӗнче пирӗн класс руководителӗ Николай Федоровитч яланах пирӗнпе пӗрле, пире вӗрентсе ҫутта кӑларакан хаклӑ учитель.

Помоги переводом

Ырӑ ӗҫ тарӑн йӗр хӑварать // Вячеслав Осипов. http://chuprale-online.ru/news/khyparsem ... ir-xavarat

— Яланхи ӗҫре сакӑр сехет ирттеретпӗр, кайран каҫхи пилӗк сехет хыҫҫӑн каллех лавккасем тавра юр тасататпӑр, заведующийӗсем мана пӗлсе ҫитнӗ ӗнтӗ.

Помоги переводом

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Хамӑр патӑмӑрта ҫак хӑрушлӑха сирес тӗллев-пе чылай пӗлтерӗшлӗ ӗҫ туса ирттеретпӗр.

Помоги переводом

Тӑван ҫут ҫанталӑка упрар, пӗр-пӗрин ӗҫне хисеплер // Артемий Мясников. https://kanashen.ru/2024/05/17/%d1%82a%d ... %81%d0%b5/

Хӑш чухне врачпа пӗрле чирлисем патне килӗсене тухса каятпӑр, ФАПсенче диспансеризаци ирттеретпӗр, прививка, флюорографи тӑватпӑр тата ытти те, — каласа парать Екатерина хӑйӗн ӗҫ кунӗ ҫинчен.

Помоги переводом

Медсестра - ҫынна юратакан професси // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/meditsina/20 ... si-3764775

Лола Сабировна ТЕШАБАЕВА, Ямпайӗнчи культура ҫурчӗн заведующийӗ: «Ямпайсем ҫӗнӗ культура ҫурчӗшӗн ҫав тери савӑнаҫҫӗ. Паянхи кун кунта ачасем валли 3 тӗрлӗ кружок ӗҫлет: ташӑ, декоративлӑ прикладной ӳнер, илемлӗ ӳкерме вӗренмелли кружоксем. Аслӑ ӳсӗмрисем те тӑтӑшах пуҫтарӑнаҫҫӗ, караокепе юрлама юратаҫҫӗ. Аслисем валли шашкӑ-шахмат кружокӗ ӗҫлет. Тӗрлӗ мероприятисем ирттеретпӗр, пуҫтарӑнсах тӑратпӑр».

Помоги переводом

Культура – ҫын пурнӑҫне хавхалану кӳрекенӗ // Эвелина МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/11751-kultur ... nu-k-reken

Ӑмӑртусем, экскурсисем ирттеретпӗр, интереслӗ япаласем ҫинчен калаҫатпӑр.

Помоги переводом

Хыҫсӑмах вырӑнне // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Ҫулсеренех Кӗтне Пасарӗн ял уявне ирттеретпӗр.

Помоги переводом

Пӗччен – пыл ҫиме, йышпа ӗҫ тума аван // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/12/22/%d0%bf%d3%9 ... %b0%d0%bd/

Паян вӗсем венчете каяҫҫӗ, туй пекки туса ирттеретпӗр.

Помоги переводом

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

«Чечен чӗлхине аталантарас тӗлӗшпе эпир пысӑк ӗҫсем туса ирттеретпӗр.

«Мы делаем большую работу по популяризации чеченского языка.

Кадыров тӳре-шаран ачи чеченла пӗлмесен ӑна ӗҫрен хӑтарассипе хӑратнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/36508.html

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней