Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

инҫех сăмах пирĕн базăра пур.
инҫех (тĕпĕ: инҫех) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сасартӑк вӑрманта, инҫех те мар, темле кайӑк салхуллӑн кӑшкӑра пуҫларӗ, кашта ҫинчи чӑхсем, шартах сиксе, кӑтӑкласа илчӗҫ…

Помоги переводом

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Хуравай вӑрманӗ пиртен ытла инҫех мар.

Помоги переводом

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Шуртан таврари ялсем те поэмӑра тӗл пулаҫҫӗ: Андриян Николаев ҫуралнӑ Шуршӑл та, инҫех мар ларакан Макаҫ, Тутаркасси:

Помоги переводом

«Еркӗн» поэмӑри топонимика // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6294.html

Унран инҫех мар ансӑр урапа ҫулӗ йывӑҫсем хушшинелле кӗрсе кайса куҫран ҫухалать.

Помоги переводом

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Инҫех мар, пӗр сакӑр ҫухрӑм кӑна утмалла, — кӑмӑлсӑррӑн хуравларӗ Мирун пичче.

Помоги переводом

Ӑшӑ ҫил // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 29-35 с.

Тен, салтаксем инҫех кайса ӗлкӗреймен пуль?..

Помоги переводом

Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ара, вӗсем пит инҫех кайса ӗлкӗреймерӗҫ пулмалла-ха.

Помоги переводом

Шикли шикленнӗ — кӗрӗк пӗркеннӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӗсенчен инҫех те мар — капрал.

Помоги переводом

Шывӑн турачӗ пур-и? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Унран инҫех мар каска ҫинче Савантер ларать.

Помоги переводом

Шывӑн турачӗ пур-и? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Инҫех те мар, авӑ, тата хитре пике пек шурӑ тумлӑ хурӑн.

Помоги переводом

Ыратнӑ ҫӗре ал пырать // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Инҫех те мар тарӑн ҫырма пур.

Помоги переводом

Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӗрпе каччӑ тӑракан ҫӗртен инҫех те мар сасартӑк ҫепӗҫ сасӑ илтӗнсе кайрӗ.

Помоги переводом

Юлашки шӑпчӑк юрри // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Вӑрманти кӳлӗ варринче, вӗсен пӳртӗнчен инҫех те мар пӗчӗк утрав пурччӗ.

Помоги переводом

Мӗншӗн ҫынсем ӑтӑр мар-ши? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӗсенчен инҫех те мар тӑракан хресченсен пӗр ушкӑнӗ кунта мӗн пулса иртнине хӑйне май ӑнлантарусем парса пырать.

Помоги переводом

Улатӑр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хулараи инҫех те мар Сӑрӑ шывӗ хӗрринче патька-патша ҫарӗ тапӑра тӑнӑ.

Помоги переводом

Улатӑр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Инҫех те мар кӑвайт валли ҫатӑрка пухса хунӑ.

Помоги переводом

Ҫӗнӗ вут // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Шӑв-шав чухне пуҫсӑр юласси те инҫех мар.

Помоги переводом

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Инҫех те мар Атӑлӑн сӗвек ҫыранӗ курӑнса кайрӗ.

Помоги переводом

Хусанкка утаман // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Сасартӑк вӑл хӑйӗнчен инҫех те мар юланутҫӑсем пуҫтарӑннине асӑрхарӗ.

Помоги переводом

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кунтан инҫех те мар — тепӗр вӑйӑ карти.

Помоги переводом

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней