Поиск
Шырав ĕçĕ:
22. Вӗсем кайнӑ та унти ҫӗре Син пушхирӗ патӗнчен пуҫласа Емаф ҫывӑхӗнчи Рехов таранах пӑхса тухнӑ; 23. унтан кӑнтӑр еннелле кайнӑ, Хеврон патне ҫитнӗ, унта Енак ачисем Ахиман, Сесай тата Фалмай пурӑннӑ: Хеврон хулине Цоанран — Египет [хулинчен] — ҫичӗ ҫул маларах туса лартнӑ пулнӑ; 24. унтан вӗсем Есхол айлӑмне ҫитнӗ, [ӑна та пӑхса тухнӑ,] ҫавӑнта вӗсем пӗр ҫупкӑм ҫырлаллӑ иҫӗм турачӗ касса илнӗ, ӑна иккӗн каштапа ҫӗклесе кайнӑ; тата нар улмипе смоква та илнӗ; 25. Израиль ывӑлӗсем ҫавӑнта иҫӗм ҫырли ҫупкӑмӗ касса илнӗрен ҫак вырӑна Есхол# айлӑмӗ тесе ят панӑ.
Йыш 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Вара этем каланӑ: акӑ ку — манӑн шӑммӑмран илнӗ шӑмӑ, манӑн ӳтӗмрен илнӗ ӳт; артан, [хӑй] упӑшкинчен, илнӗрен ӑна арӑм тейӗҫ, тенӗ.
Пулт 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.