Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

илмелле (тĕпĕ: ил) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унӑн рецепчӗ ансат: сӗлӗне, урпана, куккуруса пӗр пек виҫепе /1:1:1/ илмелле, авӑртмалла.

Его рецепт прост: взять в одинаковой пропорции /1:1:1/ овес, ячмень, кукурузу, промолоть.

Ҫуркуннепе витаминлӑ апат кирлӗ // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.03.17, 10№

«Кӑҫалхи икӗ уйӑхра ку хисеп ӳснине палӑртмалла. Халӗ кунашкал производствӑсем — 200-е яхӑн. Ҫакӑ, паллах, ҫӗршыври кризиспа, ҫӗр-ҫӗр ҫын ӗҫ вырӑнне ҫухатнипе те ҫыхӑннӑ. Алимент тӳлеменнисен 45% ӗҫлет. Укҫа-тенкӗ шыраса илмелле тунӑ ҫынсен 10% тӳлет, 5% — шыравра, 10% уголовлӑ явап тытать», — пӗлтерчӗ Мария Александровна.

Помоги переводом

Кашни тӗслӗхре - ача шӑпи // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

100 грамм чӗрӗ шӗпӗн курӑкне /чистотел/ сивӗ шывпа лайӑх ҫумалла та вӗрекен шывпа чӳхесе илмелле.

Помоги переводом

Ӳсентӑран витӗмлӗрех // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.03.16. 10№

1 апат кашӑкӗ типӗ шапа пӑттине /ряска/ 1 стакан шыва ямалла, вӗреме кӗртмелле те ҫулӑм ҫинчен илмелле.

Помоги переводом

Ӳсентӑран витӗмлӗрех // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.03.16. 10№

Пукан хыҫӗнчен тытса 3 хут ярӑна-ярӑна кукленсе илмелле, каялла тӑмалла.

Помоги переводом

Юн пусӑмӗ ӳсет пулсан // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.03.16. 10№

Сулахай урана чӗркуҫҫире хуҫлатмалла, алӑсемпе кӑкӑр патнелле туртмалла — сывласа илмелле, урана «ӳкермелле», алӑсене аялалла усмалла — сывласа кӑлармалла.

Помоги переводом

Юн пусӑмӗ ӳсет пулсан // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.03.16. 10№

Алӑсене чавсара хуҫлатса лапписене хулпуҫҫисем ҫине хумалла — сывласа илмелле; каялла усмалла та лӑстӑр-лӑстӑр силлемелле — сывласа кӑлармалла.

Помоги переводом

Юн пусӑмӗ ӳсет пулсан // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.03.16. 10№

Карчӑкран капюсавшӑн укҫа шыраса илессипе ҫыхӑннӑ судра укҫа шыраса илмелле тунӑччӗ.

На суде по делу взысканию долгов по капремону приняли решение не в пользу старушки.

Ватӑсенчен укҫа шыраса илнишӗн ятланӑ // Таисия Ташней. http://chuvash.org/news/11813.html

Ҫамрӑксен шӑпах вӗсенчен тӗслӗх илмелле, вӗсен пуян опычӗпе паллашмалла.

Помоги переводом

Ĕçчен çын яланах хисепре // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 4

Юлса пыракан муниципалитетсен малта пыракансен опытне шута илмелле, управлени ӗҫӗн чи лайӑх тӗслӗхӗсемпе усӑ курмалла.

Отстающим муниципалитетам следует перенимать опыт передовиков, использовать лучшие управленческие практики.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Хӑнана пижамӑпа мар, капӑрланса кӗтсе илмелле пирӗн.

Мы хотим встречать гостей не в пижаме, а в приличной одежде.

Михаил ГАЛУСТЯН: “Ача кӗтекен хӗрарӑма ӑссӑр арҫын кӑна хирӗҫлет” // Куҫару . Хыпар, ("7 Дней”).

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней