Поиск
Шырав ĕçĕ:
Санька амӑшӗ Сухви пирки пӗрре ҫеҫ мар шӳт тукаласа илетчӗ.
2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.
Ӗҫленӗ май кайӑк юррисене тӑнлатчӗ, хушӑран, тавралӑх илемне ытараймасӑр, унталла-кунталла пӑхкаласа илетчӗ.
Караҫ Миккин кинӗсем // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 368–373 с.
Тепӗр чух ҫутӑ Пахом Петрович пичӗ ҫине ӳкетчӗ те, тракторист хул-ҫурӑмне тӳрлетсе хуратчӗ, кулса илетчӗ, «тупрӑр пулать мана, манмастӑр пулать мана», тесе калаҫса илетчӗ.
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 357–367 с.
— Иртерех килтӗн, шӑллӑм, иртерех, — яланах Павӑл куҫӗ тӗлне пулатчӗ те кӑххӑм-кӑххӑм ӳсӗрсе илетчӗ Тимахви тете.
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.
«Испани партийӗ» тенӗ дебюта вылянӑ чух Маршалл вариантне суйласа илетчӗ, пӗр пешкине нимсӗр-мӗнсӗр парса ярса хӑйӗн мӗнпур фигурисемпе король ҫине тӑрӑнатчӗ.
7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Ҫавна пӗлекен Сулагаев фигурӑсене хӑма ҫине вырнаҫтарса лартсан кашнинчех ҫапларах йӗплесе илетчӗ:
7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Районтисене е облаҫрисене кӑна-и, тата ҫӳлереххисене те чӗпӗте-чӗпӗте илетчӗ:
7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Кӗске кастарнӑ хура ҫӳҫне арӑш-пирӗш сапалантарса ҫӳрекенскер сӑмсине нӑш-нӑш туртса илетчӗ, пушанса лӗнчӗленнӗ чӑлхине урам варринчех йӑкӑлт-йӑкӑлт кукленсе тӳрлететчӗ.
I // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 22-29 с.
Кайран, хурӑнташӗ патӗнчен хӑй килне пурӑнма килсессӗн, пӗр-пӗччен чухне те аслашшӗн сӑмахне яланах аса илетчӗ.
Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Ҫапла шухӑшласа пӑхатчӗ те тавӑруҫӑ пулмашкӑн хӗрупраҫа питӗ йывӑррине ӑнланса илетчӗ.
Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Аслашшӗ сӑмахне аса илетчӗ те Укаслу хӑйне хӑй ҫапла калатчӗ:
Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Ӗлӗкрех, арҫын ачасемпе выртмана ҫӳренӗ чухне, вӗсемпе пӗрле юланутпа ӑмӑртса чуптарнӑ чухне вӑл ҫак сӑмахсене аса илетчӗ те хӑйне арҫын ача пекех туятчӗ.
Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Укаслу ҫав каҫхине кашкӑрсемпе ҫапӑҫнине час-часах аса илетчӗ.
Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
«Катя ман чир-чӗре хӑй ӑшне туртса илет», — йӳҫек кулӑш витӗр куҫҫульенсе илетчӗ анне ун пек чухне.
Туйӑмлӑ кушак // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 217–222 с.
Ман асанне час-часах 1938 ҫула аса илетчӗ.
Ҫил хӳри // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 181–188 с.
Пухусенче ҫав кутсӑр-пуҫсӑр шалак, чара, палка ҫӑвар — сӑнчӑрти йытӑ «хам! хам! хам! хамлатнипе» янӑраса тӑнах илетчӗ: никама та ум памасӑр тем чанкать, тем паврать, тем кӑранклатать, пырне те шеллемест.
Кулӑш инкекӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 170–180 с.
Таврара сарӑ, сапӑр кӗр саркаланса хуҫаланатчӗ, тӑпӑртатса ташлатчӗ, хӑйӗн кӗске ӗмӗрне шеллесе, куҫҫульленкелесе те илетчӗ.
Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.
– Олег Николаевич час-часах И.Я.Яковлев каланӑ сӑмахсене аса илетчӗ: «Эп туса пӗтереймен ӗҫсене эсир туса пӗтерӗр».
Чӗри тӗпне кӗрсе вырнаҫнӑ юлташне этем нихӑҫан та манса каймасть // Константин Малышев. http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/ ... sa-kaimast
Ӗҫ ҫинчен вӑл смена пӗтес умӗн, задани ҫыртарма пырсан каш аса илетчӗ.
5 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.
Каярах, фабрикӑсемпе заводсенче тухса калаҫнӑ чухне, Н. К. Крупская ҫак калаҫӑва час-часах аса илетчӗ, буржуалла ҫӗршывсенче хӗрарӑм пурнӑҫӗ йӑлтах упӑшка пуянлӑхӗнчен килни ҫинчен кала-кала паратчӗ.
Йывӑр та телейлӗ пурнӑҫ // Вера Дридзо. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 4-8 с.