Поиск
Шырав ĕçĕ:
Унтан вӑл аллисене икӗ еннелле сарса пӑрахса ун патнелле ҫывхарчӗ: «Акӑ мӗн тӑвӑпӑр эпир: халӗ пур ҫӗрте те крепоҫсемпе замоксем тӑваҫҫӗ; нимӗҫсем патӗнчен француз инженерӗсем килсе тулнӑ, ҫавӑнпа та ҫулсем тӑрӑх кирпӗчпе чул нумай турттараҫҫӗ.
X // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Ӗлӗк-авалхи замоксем, ҫав вӑхӑтрах крепоҫсем вырӑнӗнче шутланаканскерсем, ҫирӗплетсе ҫав лагерьсем тунӑ поселоксем, тӑшмана улталаса тытас шутпа картасем хӳсе ҫавӑрнӑ фермӑсем, тарӑн канавсемпе е ҫӳллӗ хӳмесемпе хӳтӗленнӗ уйрӑм ҫуртсем — ҫаксем пурте республика ҫарӗсене аташтарса яракан вырӑнсем!
III. Ҫынсемпе вӑрмансем усал ӗҫ тума пӗрлешни // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Замоксем, кунгушсем, пӑлан мӑйракисем, ӑру кӗнекисем, кӑтра вӑрман сыснисем — кусем пурте XV ӗмӗрте йӑлара пулнӑ, — хӗрлӗ пӑрӑҫран тунӑ соус тата тӗлӗнмелле юрӑсем, питӗ хӑюллӑ халӑх кӗввисем, Будапештра ҫав тери чаплӑ опера, анчах кусем ҫинчен пӗтӗмпех кайран, кайран, кайран.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Наряда тухма эпир килӗшрӗмӗр: Вадя — дивизион штабӗ умӗнче, эпӗ — («Мур илесшӗ, тӗлӗнмелле паха ку!») хамӑр замоксем патӗнче («хамӑр!» тесе эп юриех вӗсен ӗлӗкхи чаплӑ хуҫисене йӗкӗлтесе калатӑп).
1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Ҫурчӗсем те ахаль ҫуртсемпе виллӑсем мар — замоксем.
1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Арбатовӑна ҫывхарнӑ май вӑл хресченсен таса та тирпейле килӗсем ҫине тата улпутӑн Англири замоксем евӗрлӗ тутарнӑ чул ҫурчӗ ҫине пӑхса, савӑнса пычӗ.
XIII сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
- 1