Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

залри (тĕпĕ: зал) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Залри халӑх ура ҫине тӑчӗ, нумайччен тӑвӑллӑн алӑ ҫупрӗ.

Помоги переводом

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Залри ҫынсем хӗрсем ҫине пӑхаҫҫӗ те ҫав тӗлӗнмелле музыкӑна илтеҫҫӗ…

Помоги переводом

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

— Хӑвӑрах пӗлӗр, упасем… — ӑшшӑн кулса, каччӑсем еннелле пӑхса илчӗҫ залри хӗрсем.

Помоги переводом

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Залри кантӑксене пурне те яриех уҫнӑ пулмалла.

Помоги переводом

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Миша тӗлли-паллисӗр е оркестр, е залри ҫынсем, е иккӗмӗш ретре ларакан Алексейӑн хӗрлӗ пуҫӗ ҫине пӑха-пӑха илет, Иринӑран сарӑлакан духи шӑршипе киленет.

Помоги переводом

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Акӑ, вӑл утса ҫитрӗ те залри халӑха пӑхса ҫаврӑнчӗ.

Помоги переводом

Куҫлӑх // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 50–51 с.

Раман каласа пӗтерсен, залри халӑх пӗр хушӑ шӑп ларчӗ, унтан пурте харӑссӑн алӑ ҫупса ячӗҫ.

Помоги переводом

9 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Вӑт ку япала! — терӗҫ залри ҫынсем.

Помоги переводом

XXIV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Иккӗмӗш залри экспонатсем Чкаловӑн 1921-1935 ҫулсенчи пурнӑҫӗпе паллаштараҫҫӗ.

Помоги переводом

В. П. Чкалов музейӗнче // А. ЧЕБУРАШКИН. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 72–73 с.

Пире залри ҫынсем хупӑрласа илчӗҫ.

Помоги переводом

Ҫул юлташӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 3–18 с.

Пӗчӗк-пӗчӗк новеллӑсенчен хатӗрлесе тунӑ цифра технологийӗсене тӗпе хурса хатӗрленӗ спектакль залри куракансен чунне тыткӑнларӗ.

Помоги переводом

Ольга Туркайӑн пултарулӑх каҫӗ иртрӗ // Чӑваш Республикин наци библиотеки. http://www.nbchr.ru/chuv/index.php/2023/ ... h-ka-irtr/

Залри шкапра Тимофейӑн хӑйӗн ещӗкӗ пулнӑ.

В шкафу в зале у Тимофея был свой выдвижной ящик.

Тетте // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/591

Хырӑннӑ чух та, кухньӑри, залри хӑш-пӗр япаласене тирпейлӗрех вырнаҫтарса лартнӑ чух та электрошӑнкӑрав чӑнкӑртатасса кӗтрӗ.

Помоги переводом

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Залри ҫынсем экран ҫинче хӑйсен хули ятне курсанах малтан кӑштӑртатса илчӗҫ, Радике кӑтартма пуҫласан вара — чылай ҫӗрте шавласа кайни те илтӗнчӗ: кусем, паллах, заводра ӗҫлекенсем ӗнтӗ, Радик юлташӗсем.

Помоги переводом

Радик ҫулӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 177–186 с.

Юрату юрри вӗҫленсен, пӗр кӗске саманта шӑп кӑна (шӑп кӑна!) пулса тӑчӗ, ҫав шӑплӑх, вӑл ытла та шӑп пулнипе, пуҫ мимине ыраттарса кайнӑн та туйӑнчӗ, анчах залри икӗ пин ҫын, ҫивӗч те пӑхӑнтаракан команда тӑрӑх тунӑ пекех, ытла та пӗр харӑс алӑ ҫупса яни ҫак шӑплӑха кӗтмен ҫӗртен патах татса ячӗ.

Помоги переводом

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

…Тӑрӑшсах култарчӗ залри халӑха конферансье.

Помоги переводом

Шанчӑклӑ мел // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 52–54 с.

Залри пассажирсемшӗн ку ӑнсӑрт, тулӑксӑр, пуклашка пурнӑҫӑн кукрашки, чӑнах та, тӳлевсӗр кӑтартакан камитех пулчӗ ӗнтӗ: пӗрисем чӑхлатаҫҫӗ, теприсем пӗр кӗвӗллӗн кусса кайнӑ ҫинҫе саспа ихӗлтетеҫҫӗ, варне хӗҫлентерсе, ӑна ик аллипе ҫӑтӑр-ҫӑтӑр тытса ахӑлтатакан та пур.

Помоги переводом

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Ҫавӑнтах алӑка шаккани илтӗнчӗ, унтан кӗҫӗн залри алӑкран шап-шурӑ сухаллӑ Хӗл Мучи кӗрсе тӑчӗ.

Помоги переводом

XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Залри пӗр ҫын Ҫӗрпӳри Терешкова урамӗнчи 18-мӗш ҫурта начар юсанине пӗлтерчӗ, кӑлтӑка тӳрлетме ыйтрӗ.

Помоги переводом

Ҫӗрпӳсен йывӑр лавӗ малаллах кайтӑр // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 3 с.

Ҫак пысӑках мар сценка педагог ӗҫӗ мӗн тери пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнине залри куракансен куҫӗсем шывланни тарӑннӑн кӑтартса пачӗ.

Помоги переводом

Вӗрентекен — пӗлӳ хуҫи, телей тӗнчин чӑн-чӑн уҫҫи… // Е.ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/02/14/%d0%b2e%d1% ... 3cc%d0%b8/

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней