Поиск
Шырав ĕçĕ:
Машӑпа Валентина ӑна хирӗҫ ним калама та аптраса тӑчӗҫ, юлашкинчен вӗсем те «пӗртанлӑх законӗпе» килӗшрӗҫ…
Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.
Ҫакӑ вӑл, пирӗн шутпа, диалектика законӗпе пыракан йӗрке — унта хисеплӗх пахалӑха куҫать (акӑ философа савӑнтаракан тӗслӗх!).
Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.
«Мусорсене, типӗ курӑксене ҫунтарнӑшӑн, костерсем чӗртнӗшӗн, Чӑвӑш Республикин законӗпе предупреждать тума, е штраф хума пулать граждансем ҫине 2 000 пуҫласа 3 000 таран».
Типӗ курӑк ҫунать // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60701
Революци законӗпе эпир ӑна персе вӗлеретпӗр.
3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Асанне мана, хӑй каласа пынӑ май, кӗлӗсем пӑхмасӑр калама вӗрентетчӗ, хӑйне «учитель» вырӑнне шутласа, турӑ законӗпе паллаштаратчӗ.Бабушка заставляла меня выучивать с её голоса молитвы наизусть и ещё «преподавала» мне закон божий.
Пӗчӗк тӗнче // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.
Строительсем ҫӗнӗ проекта пула тӑрӑшса ӗҫленине, тӗрӗсрех каласан, унӑн законӗпе пурӑннине Батманов хӑйӗн куҫӗпе хӑй курса ӗненнӗ хыҫҫӑн ҫӗнӗ проекта халӗ пӑрахӑҫлама ҫуккине пӗлнӗ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Пӗр тапхӑр ҫӗрӗн авӑнкаласа тӑракан хуппи анчах пулнӑ; ҫак хупӑ туртӑм законӗпе хӑш-пӗр тапхӑрта ҫӳлелле те хӑпаркаланӑ, аялалла та авӑнса анкаланӑ.
XXX сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Кара-Тете аллине тыткӑна лексе вӑрҫӑн каҫарусӑр законӗпе чура пулса тӑнӑ.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Ну, калӑр-ха, юлташлӑхӑн мӗнле законӗпе Говитӑн та Уиткомбӑн вилӗмӗпех пӗтме тӗл килнӗ?
Саккӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Суда, прокуратурӑна, айӑплава пурнӑҫлакан управленин ҫӳлти органне, РФ Этем правипе уполномоченнӑй патне, РФ законӗпе, Этем правипе Европа сучӗ йӗркеленӗ обществӑлла сӑнав комиссине яраканнисене вара пачах та тӗрӗслеме ирӗк ҫук.
Репресси органӗ мар, тӳлевсӗр адвокат // Виктория Вышинская. «Тӑван Ен», 2017.11.16
Крым Республикин конституцине хатӗрленӗ чухне Чӑваш Республикин тӗп законӗпе те усӑ курнӑ.
Крым пирӗнпе! Канма йыхравлаҫҫӗ // ЛЮБОВЬ ГОРОДИЩЕНСКАЯ. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24
- 1