Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

журналист сăмах пирĕн базăра пур.
журналист (тĕпĕ: журналист) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ипполит ЛОБАНОВ, писатель, журналист / Мари Республики/:

Ипполит Лобанов, писатель, журналист /Республика Марий Эл/:

Питӗ ҫывӑх, ӑнланма йывӑр Сарпи // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Статья кирлӗ ҫӗре ҫитмен тӗк, вӑл кун ҫути курнӑ хыҫҫӑн Йӗпреҫрен сас-хура пулман тӑк журналист ӗҫӗн уссине курмӑттӑмӑр.

Если бы статья не дошла куда надо, из Ибресь после того, как опубликовали не пошли слухи, то не увидели бы пользу журналистского труда.

«Пире те илтӗр: яланах чулпа ан перӗр!» // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.30, 25 (6118) №

Вӗсен халӗ виҫӗ хӗрӗ студент: асли Алиса Хусанти патшалӑх педагогика институтӗнче иккӗмӗш курс пӗтерет, Наташа – пулас журналист, И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче пӗрремӗш курсра вӗренет, Анжелика Лениногорскри педагогика училищин музыка уйрӑмӗнче пӗлӳ пухать, Оля шкулта улттӑмӗш, Настя виҫҫӗмӗш класс пӗтереҫҫӗ.

Помоги переводом

«Пире хулара кичем» // Сувар. «Сувар», 20(698)№, 2007.05.18

Журналист, хырӑмӗ выҫӑ пулсан та — питӗ кӑсӑклӑ професси.

Хоть журналист и мало зарабатывает - профессия интересная.

«Йывӑрлӑх та кирлӗ - пурнӑҫ тутине туйма» // Рита АРТИ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.18, 23(945)№

— Хӑйӗнпе йӑлтах кӑмӑллӑ журналист пӗр вырӑнта тӑпӑртатса тӑнӑн туйӑнать...

- Журналист, который полностью доволен собой, кажется, топчется на одном месте...

«Йывӑрлӑх та кирлӗ - пурнӑҫ тутине туйма» // Рита АРТИ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.18, 23(945)№

Рассых Ямалетдинович тӑван республика тата Раҫҫей чысне вӑтӑр ҫула яхӑн хӳтӗленӗ, ҫак вӑхӑтра 300 ытла медальпе диплом ҫӗнсе илнӗ, Чӑваш Енре паян ун пек пархатарлӑ ветеран урӑх ҫук, — терӗ паллӑ журналист Юрий Плотников.

Помоги переводом

Унӑн ӑсталӑхӗнчен Ардалион Игнатьев та тӗлӗннӗ // Петр СИДОРОВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Эпӗ ӗҫленӗ чухне те, халӗ те журналист ӗҫӗ ҫӑмӑл пулман.

И когда я работал, да и сейчас работа журналиста не была легкой.

Шупашкар калаҫать // Ирина ПАРГЕЕВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Журналист — сӑмах ӑсти

Журналист - мастер слова.

Шупашкар калаҫать // Ирина ПАРГЕЕВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Кӑштах куляннине сиссе Арсений Тарасов журналист радиона кайса пӑхма сӗнчӗ.

Заметив мое переживание, журналист Арсений Тарасов посоветовал сходить на радио.

Шупашкар калаҫать // Ирина ПАРГЕЕВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Ӗҫтешӗсем ӑна пултаруллӑ та анлӑ тавра курӑмлӑ журналист тесе хаклаҫҫӗ.

Коллеги его расценивают как способного журналиста с широким кругозором.

Шупашкар калаҫать // Ирина ПАРГЕЕВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Информацин ҫак вӗҫӗмсӗр анлӑхӗнче вулакан-куракан патне лайӑх пахалӑхлӑ материалсем илсе ҫитерессине, журналист этикин принципӗсене тата ҫырнӑ сӑмахшӑн яваплӑ пулнине сыхласа хӑварни пысӑк пӗлтерӗшлӗ.

В этом огромном потоке информации важно сохранить качество подачи материалов, принципы журналистской этики и высокий уровень ответственности за написанное слово.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Раҫҫей тата Чӑваш пичечӗн кунӗ ячӗпе саламлани (2012) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=712&l ... id=1326202

Ҫавӑнпах-тӑр журналист ҫул-йӗрне суйланӑ та.

Помоги переводом

Журналистика - уншӑн пурнӑҫ // К.ЭЛИНА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.03.18

Хӑйӗн ӗҫне чунтан хисеплекен тата журналист профессине хӗрсемпе каччӑсене те хаклама вӗрентекенсен шутне Валерий Петрович Комиссарова кӗртмелле те.

Помоги переводом

Журналистика - уншӑн пурнӑҫ // К.ЭЛИНА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.03.18

Журналист пулнӑ май, тӗрлӗ жанрсемпе ӗҫлерӗ.

Помоги переводом

Тӳрӗ кӑмӑллӑ, хӑйӗн ӗҫне чунтан парӑннӑ ӗҫтеш // Хӗрлӗ ялав. «Хӗрлӗ ялав», 2016.03.12

Кӑҫалхи мартӑн 15-мӗшӗнче Кивӗ Вӑрмарта ҫуралса ӳснӗ пултаруллӑ журналист Вячеслав Григорьевич Афиногенов ҫуралнӑранпа 75 ҫул ҫитет.

Помоги переводом

Тӳрӗ кӑмӑллӑ, хӑйӗн ӗҫне чунтан парӑннӑ ӗҫтеш // Хӗрлӗ ялав. «Хӗрлӗ ялав», 2016.03.12

Журналист хӑй ӗҫленӗ тапхӑрта такам, темӗн ҫинчен те ҫырать.

Помоги переводом

Валерий КОМИССАРОВ: «Пичетленме черет кӗтекен статьясене тӗлӗкре те кураттӑм» // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Чӑнахах, журналист туртӑмӗ аттерен куҫнӑ-тӑр.

Помоги переводом

Валерий КОМИССАРОВ: «Пичетленме черет кӗтекен статьясене тӗлӗкре те кураттӑм» // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Хӑйӗн ҫинчен каласа кӑтартнӑ чухне: «Журналист мар-тӑк космонавт пулаттӑм», — терӗ те — ҫырас туртӑмӗ ӑна космоса вӗҫсен те канӑҫ памӗччӗ-тӗр.

Помоги переводом

Валерий КОМИССАРОВ: «Пичетленме черет кӗтекен статьясене тӗлӗкре те кураттӑм» // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Журналист хӑй ӗҫленӗ тапхӑрта такам, темӗн ҫинчен те ҫырать.

Помоги переводом

«Журналистсем сӑпайлӑ, мухтанмаҫҫӗ…» // Тӑван Ен. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Балтика тӑрӑхӗнчен килнӗ пӗр журналист хӑйӗн статйинче ҫавна пайӑррӑн палӑртсах ҫапла ҫырнӑччӗ: «Кукашшӗ ӗҫленӗ ҫил арманне халӗ унӑн мӑнукӗ сыхлать».

Помоги переводом

Çил арманĕ тырă авăртни туристсене тĕлĕнтерет // Геннадий КУЗНЕЦОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней