Поиск
Шырав ĕçĕ:
1. Ҫавӑн хыҫҫӑн вара Иисус Рувим йӑхне, Гад йӑхне, Манассиян ҫур йӑхне чӗнсе илнӗ те каланӑ: 2. эсир Ҫӳлхуҫа чури Моисей хӑвӑра мӗн каласа хӑварнине пурне те пурӑнӑҫларӑр, эпӗ мӗн хушнине те пурне те итлерӗр; 3. эсир хӑвӑр тӑванӑрсене пӑрахса хӑвармарӑр, нумай хушӑ, паян кунчченех, вӗсемпе пӗрле пултӑр, Ҫӳлхуҫа, хӑвӑрӑн Туррӑр, пурӑнӑҫлама хушнине пурӑнӑҫларӑр: 4. халӗ ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа, хӑвӑрӑн Туррӑр, вӗсене мӗн каланине турӗ — сирӗн тӑванӑрсене тӑнӑҫлӑх пачӗ; эппин, килӗр чатӑрӑрсене, Ҫӳлхуҫа чури Моисей хӑвӑра Иордан леш енче панӑ еткерлӗх ҫӗрӗре таврӑнӑр; 5. анчах эсир ӳкӗтсене тата Ҫӳлхуҫа чури Моисей хӑвӑра халалланӑ саккуна тӗрӗс тытса тӑма тӑрӑшӑр: Ҫӳлхуҫа Туррӑра юратӑр, Вӑл кӑтартнӑ ҫулпа ҫӳрӗр, Унӑн ӳкӗчӗсене уяса пурӑнӑр, Ун ҫумне ҫыпӑҫӑнӑр, пӗтӗм чӗрепе, пӗтӗм чунпа Ӑна пӑхӑнса тӑрӑр, тенӗ.
Нав 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Иордан леш енчи Моав тӳремлӗхӗнче, Иерихон тӗлӗнчен тухӑҫалла, Моисей акӑ епле еткерлӗх ҫӗр уйӑрса панӑ.32. Вот что Моисей дал в удел на равнинах Моавитских за Иорданом против Иерихона к востоку.
Нав 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Моисей Манассиян ҫур йӑхне те еткерлӗх ҫӗр панӑ, ҫав ҫӗре Манассия ҫур йӑхӗн ӑрӑвӗсем тӑрӑх валеҫсе панӑ; 30. вӗсенӗн ҫӗрӗ Маханаимран пуҫласа пӗтӗм Васан — Васан патшийӗн Огӑн пӗтӗм патшалӑхӗ — Васанри мӗнпур Иаир хули, утмӑл хула, пулнӑ; 31. Галаад ҫӗрне ҫурри таран тата Астарофпа Едреи хулисене — Васан патшийӗн Огӑн тӗп хулисене — Манассия ывӑлӗ Махирӑн ывӑлӗсене, Махир ывӑлӗсен ҫур йӑхне ӑрусерен валеҫсе [панӑ].
Нав 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Ҫапла вара Гад ывӑлӗсене ӑрусерен пайласа панӑ еткерлӗх ҫӗр, вӗсенӗн хулисемпе ялӗсем ҫавӑ пулнӑ ӗнтӗ.28. Вот удел сынов Гадовых по племенам их, города и села их.
Нав 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Рувим ывӑлӗсене ӑрусерен пайласа панӑ еткерлӗх ҫӗр, вӗсенӗн хулисемпе ялӗсем ҫавӑ пулнӑ ӗнтӗ.
Нав 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
[Моисей Иордан леш енчи Моав тӳремлӗхӗнче, Иерихон тӗлӗнче тӑнӑ чухне Израиль ывӑлӗсене йӑхсерен ҫапла еткерлӗх ҫӗр валеҫсе панӑ:]
Нав 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Гад ҫинчен каланӑ: Гад йӑхне хунаттарса яракан — мухтавлӑ; вӑл — арӑслан пек, тӑшманӗсен алли-урине те, пуҫне те ҫапса салатать; 21. вӑл хӑйне валли ҫӗрӗн пуҫламӑшне суйласа илчӗ, саккун паракан ӑна еткерлӗх вырӑнне хучӗ, вӑл халӑх пуҫлӑхӗсемпе килчӗ, Ҫӳлхуҫа умӗнче тӳрӗ пулчӗ, Израильшӗн мӗн тумаллине пурне те турӗ.
Аст 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 2. Израиль ывӑлӗсене ҫапла хуш, кала вӗсене: эсир Ханаан ҫӗрне ҫитсе кӗретӗр те — акӑ вӑл, сире пӳрнӗ еткерлӗх ҫӗр, Ханаан ҫӗрӗ, унӑн чиккисем акӑ: 3. сирӗн кӑнтӑр енӗ Эдом патӗнчи Син пушхирӗнчен пуҫланать, унтан сирӗн кӑнтӑр чикки Тӑварлӑ тинӗс вӗҫӗнчен, тухӑҫ енчен каять, 4. унтан чикӗ кӑнтӑралла Акравим сӑрчӗ еннелле каять, Син урлӑ каҫать, кӑнтӑр еннелле Кадес-Варни патнелле мӑкӑрӑлса тухать, унтан Гацар-Аддара ҫитиччен пырать, унтан Ацмон урлӑ каҫать; 5. Ацмонран иртсессӗн, чикӗ Египет шывӗ еннелле каять, вара тинӗс хӗррине тӑсӑлса тухать.
Йыш 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Моисей вӗсене каланӑ: эсир хӑвӑр каланӑ пек тусассӑн, кӑрал тытса Ҫӳлхуҫамӑр умӗнче вӑрҫа кайсассӑн, 21. эсир кашнийӗ Ҫӳлхуҫамӑр умӗнче кӑрал тытса Иордан леш енне кайса Вӑл Хӑйӗн тӑшманӗсене Хӑй умӗнче тӗппипе аркатиччен ҫапӑҫсассӑн, 22. ҫав ҫӗре Ҫӳлхуҫа умӗнче пӑхӑнтарсассӑн кайран кунта таврӑнӑр, ун чухне эсир Ҫӳлхуҫа умӗнче те, Израиль умӗнче те айӑплӑ пулмӑр, ку ҫӗр вара Ҫӳлхуҫа умӗнче сирӗн еткерлӗх пулӗ; 23. ун пек тумасассӑн, Ҫӳлхуҫа умӗнче ҫылӑха кӗретӗр, вара хӑвӑр ҫылӑхшӑн тӳсмелле пулӗ, сире хаса ҫитӗ; 24. ачӑрсем валли — хуласем, выльӑхӑр валли витесем лартӑр, хӑвӑр мӗн каланине тӑвӑр, тенӗ.
Йыш 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.