Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

епле сăмах пирĕн базăра пур.
епле (тĕпĕ: епле) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫав вӑхӑтрах унӑн хӑлхинчен Куралев мӗн калаҫни те тепӗр хут янӑраса тӑчӗ, унӑн куҫӗсем епле ӗмӗтлӗн ҫутала-ҫутала кайни аса килчӗ.

Помоги переводом

Ҫулсем-йӗрсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 91–104 с.

«Ак епле суйкӑн иккен Ваҫлей, ахалех ӗҫместӗп тесе чӑркӑшланчӗ малтан…»

Помоги переводом

Ҫулсем-йӗрсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 91–104 с.

Пырсан-пырсан шыв ҫинче пулӑсем епле сиксе вылянине пӑхрӗҫ, хӑва хушшинче кӗтмен ҫӗртен шӑпчӑк юрласа ярсан, чарӑнса тӑчӗҫ.

Помоги переводом

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

— Астӑватӑн-и хамӑр епле паллашнине? — хаваслӑрах пулма тӑрӑшрӗ Георгий.

Помоги переводом

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

Епле майпа эсӗ? — хӑвӑрттӑн сывласа ыйтрӗ хӗр.

Помоги переводом

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

Ҫурта пек тӳрӗ хырсем епле йӑванни ҫине хӗпӗртесе пӑхрӑм, йӑвантарнӑ хыр турачӗсене ҫивчӗ пуртӑпа ҫӑмӑллӑн касрӑм…

Помоги переводом

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

— Ак епле кунта-а, — текелесе аттепе пичче таса вырӑн ҫине кӗрсе выртрӗҫ те харлаттарма та пуҫларӗҫ.

Помоги переводом

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

…Таня, хӑйне епле ҫирӗпрех тытма тӑрӑшрӗ пулин те, алӑк умӗнче чарӑнса тӑмасӑр пултараймарех — кӑкӑрӗнче сывлӑш пӳлӗне пуҫланине вӑл аванах туйрӗ.

Помоги переводом

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Эпӗ кун пек пулма килӗшместӗп, ҫавӑнпа манӑн, епле пулсан та, ӑнӑҫсӑррисен шутне кӗмелле мар — нихҫан та.

Помоги переводом

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Ҫапах та ҫирӗм ҫулхи комсомолец-партизанӑн пӗччен вилтӑприне тӗттӗм вӑрман епле хурланса та ҫӗре ҫити пуҫ тайса сыхланине кӑтартнӑ чухне… залра ларакансен сахалӑшӗн куҫҫуль тухмарӗ пулмалла.

Помоги переводом

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Кунта пурпӗрех тарӑн шухӑша кайнин йӗрри тата вӑрттӑн вӑй сисӗнсе юлать, мӗншӗн тесен иккӗмӗш пайӗнче вӑрман витӗр ӗлӗкрен-авалтан пуҫласа паянхи куна ҫити этем епле утса тухнин паттӑрлӑхне кӑтартмалла…

Помоги переводом

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Калама ҫук анлӑ та ирӗк тӗнчен пӗр пӗчӗк вӑрттӑн кӗтессинче ҫапла икӗ ҫамрӑк чун тӳпе шупкаличчен, ҫӑлтӑрсем вӗтеличчен ларчӗҫ, ӳпӗнтернӗ пысӑк хуран пек ҫаврака тӳпе ҫӗр каҫиччен хӑйӗн вырнаҫӑвне епле улӑштарса, ҫаврӑнса пынине те асӑрхамарӗҫ.

Помоги переводом

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Ах, вӗт, ухмах хӗрача, епле кун ҫинчен вӑл унччен шухӑшламан-ха?..

Помоги переводом

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Епле хӑятӑн?! — кӑшкӑрса, анчах пӑшӑлтатса ячӗ Аня.

Помоги переводом

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

— Зиминцева епле тӑрӑ шыв ҫипе кӑларнӑ пулӑттӑн эсӗ?

Помоги переводом

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Эпӗ хамӑн симфонире вӑрман шавланине, вӑл тӗлӗрнине, унта шӑпчӑксем юрланине кӑна та мар, пӗр сӑмахпа каласан, унӑн тулаш илемне ҫеҫ мар, унӑн шалти илемне те кӑтартма тӑрӑшрӑм, ҫав вӑрман витӗр истори тӑршшӗпе этем епле утса тухнин паттӑрлӑхӗ те курӑнтӑр, терӗм.

Помоги переводом

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

…Тепӗр кунне каҫалапа общежитире пирус мӑкӑрлантарса тата ҫав пирус тӗтӗмӗ чӳречерен кӗрекен хӗрлӗ хӗвел ҫутинче епле ирӗлнине пӑхса выртнӑ чухне мана каллех телефон патне чӗнчӗҫ.

Помоги переводом

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Пӑх-ха Аня ҫине, рояльпе калани епле чиперлетет ӑна!..

Помоги переводом

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Унта писатель колхозлӑ ял ӗҫченӗсем Коммунистсен партийӗн ҫӗнӗ Программине пурнӑҫа кӗртессишӗн епле хастар кӗрешни ҫинчен ҫырать.

Помоги переводом

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

Куратӑр, епле илемлетсе ячӗҫ вӗсем мана!

Помоги переводом

4. Ҫур литр эрехшӗн! // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней